Халăх календарĕ. Май
Çу умӗнхи уйăх, çутçанталăк чечеке ларать, йывăç-курăк ешерет. Пахчаçăсен чи хӗрӳ вăхăчӗ пырать. Май уйăхӗн пуçламăшӗнче вӗçен кайăксен «улттăмӗш эшелонӗ» - шăпчăксем, чӗкеçсем тата ыттисем кăнтăртан таврăнаççӗ. Май уйăхӗн ăшши çирӗпех мар-ха. Ваттисем ӗлӗк май уйăхӗн пуçламăшӗ ăшă тăрсан, уйăх вӗçӗнче сивӗсене кӗт, тенӗ. 1-мӗшӗ - Кузьма. Кишӗрпе хӗрлӗ кăшман...
Çу умӗнхи уйăх, çутçанталăк чечеке ларать, йывăç-курăк ешерет. Пахчаçăсен чи хӗрӳ вăхăчӗ пырать. Май уйăхӗн пуçламăшӗнче вӗçен кайăксен «улттăмӗш эшелонӗ» - шăпчăксем, чӗкеçсем тата ыттисем кăнтăртан таврăнаççӗ. Май уйăхӗн ăшши çирӗпех мар-ха. Ваттисем ӗлӗк май уйăхӗн пуçламăшӗ ăшă тăрсан, уйăх вӗçӗнче сивӗсене кӗт, тенӗ.
1-мӗшӗ - Кузьма. Кишӗрпе хӗрлӗ кăшман акмалла. Çак кун куккук авăтма пуçлать.
2-мӗшӗ - вăрман илемленет, çуллана кӗтме пуçлать.
3-мӗшӗ - май уйăхӗн курăкӗ сиплӗ, выççисене те тăрантарать. Вӗлтрен, пултран, серте яшки пӗçермелле. Çӗмӗрт чечеке ларсан çанталăк сивӗтессе кӗтмелле.
4-мӗшӗ - тулакан Уйăхра тымарçимӗç мар культурăсене акмалли вăхăт.
5-мӗшӗ - Лука. Сухан лартмалла.
6-мӗшӗ - Ӗлӗк вырăс халăхӗ хирсемпе анасене светить тунă. Çак кун ӳкнӗ сывлăм шывӗ питӗ сиплӗ, вăл чирлисене те сыватать. Çӗрле урама йӗпе алшăлли çакса хăварнă, вăл ирччен типсен, нумайччен тăм ӳкмест. Енчен те пăрланчӗ-тӗк, августра тăм ӳкессе кӗтмелле имӗш. Ирхине уяр пулсан, ака ир пуçланать. Çак кун ялта пуçласа кӗтӳ кăларнă.
7-мӗшӗ - Евсей, сӗлӗ акмалла. Çулсем пылчăклă пулсан, сӗлӗ тухăçӗ пысăк пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев