Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Халăха чапа кăларнă ентеш

«Халăхпа партин яваплă заданине икӗ хутчен пурнăçланипе мăнаçланатăп. «Восток-3» караппа вӗçнӗ хыççăн географие лайăх пӗлменнисем те Атăл хӗрринче, Совет Союзӗн туслă пысăк çемйинче, Чăваш Автономилле республика пуррине пӗлчӗç. Çакăншăн эпӗ питӗ савăнатăп. Паллах, кунта манăн хамăн кăна мар, халăхăн тӳпи пысăккине те туятăп». Çапла каланă Совет Союзӗн виççӗмӗш космонавчӗ Андриян...

«Халăхпа партин яваплă заданине икӗ хутчен пурнăçланипе мăнаçланатăп. «Восток-3» караппа вӗçнӗ хыççăн географие лайăх пӗлменнисем те Атăл хӗрринче, Совет Союзӗн туслă пысăк çемйинче, Чăваш Автономилле республика пуррине пӗлчӗç. Çакăншăн эпӗ питӗ савăнатăп. Паллах, кунта манăн хамăн кăна мар, халăхăн тӳпи пысăккине те туятăп». Çапла каланă Совет Союзӗн виççӗмӗш космонавчӗ Андриян Николаев.

Юрий Гагарин, Герман Титов, Андриян Николаев, Павел Попович... Хальччен никам пулман тӗнче уçлăхне пуçласа çул хывакансем. Вӗсем сывлăха, пурнăçа хӗрхенмесӗр паттăрлăх кăтартнă. Паттăрсемпе çӗршыв, тӗнче мăнаçланнă. Нумайăшӗ, уйрăмах çамрăксем, вӗсем пек пулма тăрăшнă. Константин Циалковскин теори разработки, Сергей Королевăн практики, Юрий Гагаринăн вӗçевӗ ăс-хакăлпа паттăрлăх пӗрлешӗвӗ пулса çӗршыва космоса парăнтаракан держава турӗç.

Пирӗн ентеш Андриян Николаев Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăлта, чухăн çемьере çуралнă. Ача чухне вăл фельдшер пулма ӗмӗтленнӗ, анчах ăна пачах урăх шăпа кӗтнӗ. Ялти çичӗ çул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнă хыççăн вăл тетӗшӗ патне Сӗнтӗрвăррине куçнă. 1944-1947 çулсенче унти вăрман хуçалăх техникумӗнче вӗреннӗ. Унтан вӗренсе тухсан малтан теçетникре, каярах Карелире вăрман хатӗрлес енӗпе мастерта тăрăшнă.

Çын чунпа мӗнлине пӗлес тесен ачалăхне пăхмалла теççӗ. Андриянăн ачалăхӗ пысăках мар ялта иртнӗ. Пӗчӗкренех ӗçе хăнăхнă. Ялти ӗç вăл нихăçан та çăмăл пулман. Апла пулин те Андриян Григорьевич амăшӗ çинчен яланах юратса, хисеплесе çеç калаçнă.

1950 çулта Андриян Николаева салтака илсе каяççӗ. Службăна Кавказра авиаци чаçӗнче пуçлать. Пултарулăхне кура 1951 çулта ăна Черниговори çар летчикӗсен авиаци училищине вӗренме яраççӗ.

Асăнмалăх пӗрремӗш наградăна - алла çыхмалли сехете - Николаев двигателӗ ӗçлеме чарăннă «МиГ-15» самолета çӗр çине ăнăçлă антарса лартнăшăн Совет Союзӗн Геройӗн Л.М. Соколовăн аллинчен илме тивӗçет.

1960 çулта март уйăхӗнче А.Николаева космонавтсен отрядне йышăннă. Çапла 1961 çулта космонавт профессийӗпе экзамена ăнăçлă тытнă тата патшалăх комиссийӗ космонавт тивӗçне пурнăçлама ирӗк панă 6 çын шутӗнче вăл та пулнă.

1962 çулхи августăн 11-мӗшӗнче ирхине Андриян Николаев летчик-космонавт «Восток-3» корабльпе космоса вӗçет. Космосри йывăрăшсăрлăхра çыннăн ӗçлеме пултараслăхне тӗрӗслес тӗллевпе вăл пӗрремӗш хут креслоран вӗçерӗнсе корабль тăрăх куçса çӳренӗ. Çаплах космосри икӗ корабль экипажӗ хушшинчи çыхăнăва йӗркелес эксперимент та ирттернӗ. 95 сехет хушшинче «Восток-3» корабль Çӗр йӗри-тавра 64 хут çаврăнса 2 миллион та 600 пин километр иртнӗ.

1962 çулхи августăн 18-мӗшӗнче СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн Указӗпе тӗнчере пӗрремӗш хут ушкăнпа нумай вăхăт космосра ирттернӗшӗн ентешӗмӗре Совет Союзӗн Геройӗ тата СССР летчик-космонавт званине панă.

1964 çулта А.Николаева космонавтсен отрячӗн командирӗ тунă. 1968 çулта вăл Н.Жуков ячӗллӗ Сывлăш çар инженерин академине пӗтернӗ. 1974 çулта ăна космонавтсене хатӗрлекен Ю. Гагарин ячӗллӗ центрăн пуçлăхӗн пӗрремӗш çумне лартнă.

1969 çулта Андриян Николаева Виталий Севастьяновпа пӗрле «Союз-9» корабльпе космоса вӗçме хатӗрленме хушнă.

Çапла 1970 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнче ентешӗмӗр космосра тепӗр хут пулать. Çак вӗçевшӗн Андриян Григорьевич Совет Союзӗн Геройӗн ятне иккӗмӗш хут тивӗçет. Çаплах авиацин генерал-майорӗ черетлӗ звани илет.

Ытти космонавтсемпе пӗрлех А.Николаева та ют çӗршывсен пуçлăхӗсем тивӗçлӗ тимлӗх уйăрнă: Вьетнампа Монголи çӗршывӗсен Ӗç Геройӗ ятне, Непалăн чи чаплă, Венгри Ялавӗн, Египетăн «Ожерелье Нила» орденӗсене панă. Тӗнчери пин-пин халăх ăна алă çупса йышăннă.

Çӗршывăн 3-мӗш космонавчӗн çемйи те «çăлтăрлă». Вăл тӗнчери пӗрремӗш хӗрарăм-космонавтпа Валентина Терешковăпа çемье çавăрнă. Вӗсен туйне Никита Хрущев хăй килнӗ. 1964 çулта мăшăрăн хӗр ача Елена çуралать.

Андриян Николаев пурнăç тăршшӗпех хăйӗн тăван республикипе, ялӗпе çыхăнăва татман. 1977 çулта тăван ялӗнче Шуршăлта ăна халалласа бронза бюст лартнă, «Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ» ят панă. Чăваш Ен Президенчӗн Николай Федоровăн Указӗпе килӗшӳллӗн, А.Николаева Раççей Федерацийӗн патшалăх управленийӗнче Чăваш Енӗн хисеплӗ представителӗ туса хунă. 1997 çулта «Чăваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» ят панă.

Паллă космонавт çамрăксемпе питӗ нумай ӗçленӗ. Пысăк мероприятисен комиссине кӗнӗ. 2004 çулхи июлӗн 1-3-мӗшӗсенче те акă, Чăваш Енре иртнӗ V Пӗтӗм Раççейри ялти спорт вăййисен тӗп судйи пулнă вăл.

Тăван енрех куçне ӗмӗрлӗхех хупасса вăл шутланă-ши? 2004 çулхи июлӗн 3-мӗшӗнче вилес умӗн çур сехет маларах Ялти спорт вăййисен пӗтӗмлетекен пресс-конференцине хутшăннă. Конференц-залран хăна çурчӗ патне çитме пурӗ те 300 метр кăна пулнăран тата хула урамӗпе çуран утас шутпа вăл машинăпа кайма килӗшмен. Шел те, ку утăмсем унăн пурнăçӗнче юлашки пулнă, пусмапа хăпарнă чух кӗтмен çӗртен вăйӗ пӗтнӗ...

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тăрăх, Андриян Григорьевич иккӗмӗш хут пӗтӗмӗшле инфаркт пулнипе вилсе кайнă. Паттăра тăван Шуршăл ялӗнче пытарнă. Юлашки çула ăсатма РФ пӗрремӗш Президенчӗ Борис Ельцин та килнӗ. Тăван çӗршыв ятне çӳле çӗкленӗ ентешӗмӗр халăх асӗнче ӗмӗрлӗхе юлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев