Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ленинграда хӳтӗленӗ

941 çулта июнь уйăхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ çине тапăннă фашистла Германи çарӗсем сентябрь пуçламăшӗнче Гатчинăпа Купчино патне çитеççӗ. Ленинград хули (халӗ Санкт-Петербург) тăшман ункине лекет. 900 куна тăсăлнă блокадăра 900 пин совет çынни выçăпа вилет. Çапах та фашистсем Ленинграда илеймеççӗ. Совет салтакӗсем хăйсене шеллемесӗр тăшмана хирӗç çапăçаççӗ. Ленинград хули патӗнче...

941 çулта июнь уйăхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ çине тапăннă фашистла Германи çарӗсем сентябрь пуçламăшӗнче Гатчинăпа Купчино патне çитеççӗ. Ленинград хули (халӗ Санкт-Петербург) тăшман ункине лекет. 900 куна тăсăлнă блокадăра 900 пин совет çынни выçăпа вилет. Çапах та фашистсем Ленинграда илеймеççӗ. Совет салтакӗсем хăйсене шеллемесӗр тăшмана хирӗç çапăçаççӗ. Ленинград хули патӗнче Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкел çыннисем те çапăçнă. Вӗсем пирки вулакансене те пӗлтерес килет.

Павел Федорович Ермишев 1916 çулта Первомайск районӗнчи Кивӗ Шешкел ялӗнче çуралнă. Пӗкӗлмери педтехникумран вӗренсе тухать, ун хыççăн икӗ çул пединститутра вӗреннӗ. Лагерка, Сарабикул ялсемпе Мелеуз хулинче физикăпа математика учителӗ пулса ӗçленӗ. 1939-1941 çулсенче Тюменьри çар училищинче вӗренет. П.Ф. Ермишев лейтенант 9983-мӗш çар чаçӗнче взвод командирӗ пулать. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 841-мӗш полкра рота командирӗ тăваççӗ. Новгород патӗнчи Кивӗ Сторгаж ялӗ çывăхӗнчи çапăçусене хутшăнать. Унта икӗ нимӗçе автоматран персе вӗлерет, унăн роти 12 нимӗç салтакне тыткăна илет. 1941 çулхи июлӗн 14-мӗшӗнче Пысăк Чиркӳ ялӗ патӗнчи çапăçура йывăр аманать - сулахай чӗркуççин шăмми ванать. Июлӗн 22-мӗшӗнчен - санпоездра, 1177-мӗш тата 1884-мӗш эвакуаци госпиталӗсенче (Ярославль, Кинешма хулисем) тата 70-мӗш номерлӗ сиплев госпиталӗсенче сипленет. Аманнипе çартан демобилизаципе киле яраççӗ. Ленинград патӗнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн П.Ф. Ермишева 1946 çулта Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăлаççӗ.

1908 çулхи Алексей Иванович Корнилова 1941 çулта июнь уйăхӗнче Хӗрлӗ çара илсе кайнă. 946-мӗш номерлӗ стрелковăй полк салтакӗ. Август уйăхӗн 15-мӗшӗнче сулахай аллине амантаççӗ. 128-мӗш эвакогоспитальте сип­ленет. Аман­нипе çартан киле янă.

1919 çулхи Николай Степанович Абрамов Шалти ӗçсен 13-мӗш мотострелковăй полкӗнче хӗсметре тăнă. 1941 çулхи июнӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа 1944 çулхи май уйăхӗччен Ленинград полкӗнче çапăçнă. 1944 çулхи май уйă­хӗнчен пуçласа 1945 çулхи ок­тябрь уйăхӗччен 107-мӗш погранотрядра, 1945 çулхи октябрь уйăхӗнчен 1946 çулхи июль уйăхӗччен 21-мӗш уйрăм стройбатра хӗсметре тăнă. Унтан демобилизаципе яла таврăннă.

1921 çулхи Петр Михайлович Илюхин 1940 çулта Аксури педучилищӗрен çара илеççӗ.

1941 çулхи июнь уйăхӗнчен 116-мӗш уйрăм зентпа артиллери полкӗнче пулеметчик-зенитчик пулса хӗсметре тăрать. Подольскри тӗп çар архивӗнчи справкăран: «П.М. Илюхин 22.06.1941 çулта Литвари Паневижис хули патӗнче çухалнă». Çак архиври тепӗр справкинчен: П.М. Илюхин Ленинград фронтӗнчи 8-мӗш çарӗнчи 39-мӗш зенитпа артиллерин уйрăм дивизионӗнче çапăçнă. Ăна «Ленинграда хӳтеленӗшӗн» медальпе наградăланă. Демобилизаци хыççăн яла таврăннă.

1923 çулхи Петр Васильевич Зайцев 1942 çулта июнӗн 10-мӗшӗнче Ижевскри 18-мӗш запас бригадинчи 383-мӗш запас полкне лекет. 24-мӗш гварди стрелоковăй дивизин рядовойӗ, Шлиссельбург районне кӗрекен Каменка ялӗ патӗнчи Путиволов завочӗ патӗнчи çапăçусенче (1942 çулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче) йывăр аманса вилет. Ăна Путилово поселокӗ патӗнче, чиркӳрен кăнтăр еннелле 300 метрта пытарнă.

Федор Захарович Корнилов 1922 çулта Кивӗ Шешкел ялӗнче çуралнă. 123-мӗш стрелоковăй дивизин 255-мӗш стрелоковăй полкӗ Нева юханшывӗ урлă каçса, 6-мӗш рабочи поселокне йышăнас тесе атакăна çӗкленет. Нимӗçсемпе кашни çуртшăн çапăçма тӳр килет. Нимӗçсем пирӗн салтаксене хирӗç танксем янă. Вӗсене 272-мӗш стрелоковăй полкăн бронебойщикӗсем çунтараççӗ. Çак тӗлтех нимӗçсене хирӗç 255-мӗш полкри пулемет роти çапăçăва тухать. Виçӗ кун çапăçу пырать. Волхов фрончӗпе çыхăнасран хăраса нимӗçсем пирӗннисене хирӗç артиллерипе çӗнӗ подразделенисене çапăçăва кӗртсех тăраççӗ. 245-мӗш стрелоковăй полкăн 152-мӗш танк бригади пулăшнипе нимӗçсене пурпӗрех çӗмӗрсе тăкаççӗ. Пирӗн çарсем Синявăпа 8-мӗш ГРЭСА ирӗке кăлараççӗ. Нимӗçсен 7 атакине сиреççӗ, 8 танк çунтарса яраççӗ. 6-мӗш рабочи поселокӗ патӗнче Волховпа Ленинград фрончӗсем пӗрлешеççӗ. Ленинград блокдине татаççӗ. Анчах та Ф.З. Корнилов çак çапăçусенче вилет. Ăна Ленинград облаçӗнчи Мгинск (халӗ Кировск) районӗнчи Марьино ялӗнче пытарнă. Унăн ячӗ Марьино патӗнчи мемориал хăми çинче пур.

1907 çулхи Леонтий Егорович Портнов 1941 çулта Пăвари çар комиссариатне 126-мӗш çарпа учет спецальноçӗпе янă. 256-мӗш стрелковăй дивизийӗнчи 934-мӗш стрелоковăй полкӗн стрелокӗ. 1943 çулхи мартăн 23-мӗшӗнче Хыçалти кӳлӗ патӗнчи ту çумӗнчи пыракан çапăçура вилнӗ. Малтан ăна çакăнтах пытарнă пулнă. Каярах салтак вилтăприсене куçарса çӗнӗрен Ленинград облаçӗнчи Мгинск районӗнчи Çӗнӗ Малукса станцинче пытарнă. Çак станцири мемориал хăми çинче унăн ятне çырнă.

1903 çулхи Александр Михайлович Егоров 1941 çулта Пăва çар комиссариатне 116-мӗш çар специальноçӗпе янă. Малтан ăна 1942 çулта хыпарсăр çухалнă тесе шутланă. Çар медицинин архивӗнчи справкăран: «950-мӗш уйрăм çыхăну батальонӗн связисчӗ А.М. Егоров 1943 çулта гастритпа миокардиодистрофи чирӗсемпе Ленинградри 990, 1170 тата 1448-мӗш госпитальсенче сипленнӗ. 1943 çулта июнӗн 22-мӗшӗнче чирленӗ. Çăпан тухнипе аптранă. Арăмӗ - Егорова Софья Яковлевна Тутар АССРӗнчи Первомайск районӗнчи Кивӗ Шешкел ялӗнче пурăнать». Тепӗр çар медицинин архивӗнчи справкăран: «9-мӗш полкри Хӗрлӗ çар салтакӗ А.М. Егоро 9, 72 тата 51-мӗш уйрăм медсанбатсенче 1943 çулта сентябрӗн 18-мӗшӗнче нефрозонерит чирӗнчен сипленнӗ».

Подольскри тӗп çар архивӗнчи справкăран: «72-мӗш стрелоковăй дивизин 187-мӗш стрелковăй полкăн салтакӗ, стрелок, рядовой. ТАССРти Первомайскри çар комиссариатӗнчен çара кайнă. А.М. Егоров 1943 çулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче çапăçура вилнӗ. Ăна Ленинград облаçӗнчи Красносельск районӗнчи плитформа ятлă вырăнта пытарнă. Арăмӗ - Егорова Софья Яковлевна Кивӗ Шешкел ялӗнче пурăнать».

Санкт-Петербург хулин çар комиссарӗн çырăвӗнчен: «72-мӗш стрелковăй дивизин 187-мӗш стрелоковăй полк салтакӗ 1943 çулта çапăçура вилнӗ. А.М. Егорова Санкт-Петербургри Красносесльск районӗнчи «Рубеж» кинотеатрӗ патӗнче тăванла вилтăпринче пытарнă».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев