Тутар чиновникӗ диктантра, чăвашсен те-и?
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Тутарстанри кашни районта тата Хусанта тутар чӗлхипе «Ашшӗ-амăшӗсем пӗрлехи республика экзаменне тытмалли кун» иртрӗ. Патшалăх чӗлхин пӗлӗвне виçӗ шайра - тутар мар халăхсен, чӗлхене шкулта вӗреннӗ чухлӗ пӗлекенсен тата лайăх пӗлекенсен хушшинче - тӗрӗслерӗç. Хусанта 127-мӗш шкулта иртнӗ экзаменра вара партта хушшине ыттисемпе пӗрле ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ...
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Тутарстанри кашни районта тата Хусанта тутар чӗлхипе «Ашшӗ-амăшӗсем пӗрлехи республика экзаменне тытмалли кун» иртрӗ. Патшалăх чӗлхин пӗлӗвне виçӗ шайра - тутар мар халăхсен, чӗлхене шкулта вӗреннӗ чухлӗ пӗлекенсен тата лайăх пӗлекенсен хушшинче - тӗрӗслерӗç. Хусанта 127-мӗш шкулта иртнӗ экзаменра вара партта хушшине ыттисемпе пӗрле ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бурганов та ларчӗ. Вăл тăван чӗлхе пӗлӗвне тутарла лайăх пӗлекеннисен категорийӗнчех тӗрӗслерӗ.
Мӗнех калăн, маттур! Чӗлхене мӗнле хисепленине тутарсем акă мӗнле кăтартаççӗ.
Чăваш Ен те апрелӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗм чăваш диктанчӗ çырма хатӗрленет.Тутарстанри пек, партта хушшине Чăваш Енӗн пӗр чиновникӗ те пулин ларӗ-ши çав кун? Иккӗленетӗп. Кунти чиновниксем тăван чӗлхепе диктант çырма мар, калаçма та ӳркеннине кашни утăмрах куратпăр вӗт.
Диктант тенӗрен, тексчӗ хальхинче Александр Артемьевăн прозăллă сăвви пулӗ. Диктантăн «сăнне» те суйланă чăвашсем. Чăн та, иккӗмӗшӗ мӗн тума кирлине, каçарăр та, ăнланмастăп. Чӗлхе пӗлӗвӗпе тухьяллă хӗр хушшинче мӗнле çыхăну пур-ши? Вырăссем те, тутарсем те диктант çырчӗç, анчах «сăн» суйласа аппаланмарӗç. Тивӗçлӗ хӗрӗсем вӗсен те çук марччӗ-тӗр-ха, анчах... Шупашкарсем чӗлхе сумӗ чакнин проблеминчен пытанма хăтланни-и ку е каллех япалан майӗ пур тенине манни-и?
Пытармăпăр, Шупашкар тăван чӗлхе çине алă сулни çулран çул вăйлăрах сисӗнет. Чӗлхи пӗтсе пырать, чӗлхеçисем (вӗсем кăна та мар) вара пӗрмай çӗнӗ сăмах (камăн фантазийӗ мӗнле-ха тата) шутласа тупса «пуянлатаççӗ». Чăваш халăх сайчӗ те акă тахçанах «шкул ачисен ӗмӗтне» пурнăçласа орфографие фонетика принципӗ çине куçарчӗ, халӗ сăмахсене мӗнле илтет - çапла çырать. Унсăрăн «хрантсус», «савут» пек сăмахсене заголовокрах çырнине мӗнле ăнлантарăн-ха?
Нумай пулмасть Чăваш Ен делегацийӗ И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне паллă тума Кăнна Кушкине килсе кайрӗ. 40 çынна яхăнччӗ вӗсем, хăйсем пӗлтернӗ тăрăх, чăваш интеллигенцийӗ, анчах çыннисем чăвашах пулни микрофон умне тухнисенчен кăна кăшт илтӗнкелерӗ, хăйсен хушшинче кашни тенӗ пекех вырăсла кăна калаçрӗ. Юрать-ха, делегаци Шупашкартанах килнине Çӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ урамра пӗр-икӗ чăваш юррине юрласа аса илтерчӗ. Акă мӗнле кӗтсе илтӗмӗр эпир И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне. Чăваш интеллигенцийӗ çак кун, çак вырăнта та тăван чӗлхепе калаçмасть пулсан, чӗлхе пуласлăхӗ çинчен калаçнин усси пур-ши?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев