В.Вериялов: «Çемье валли вăхăт сахал уйăрнăшăн кăна ӳкӗнетӗп...»
(Николай Казаков. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк). В.Г.Верияловпа иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче паллашрăм эпӗ. Ун чух вăл Ульяновск облаçӗнчи Ульяновск районӗнчи Зеленая Роща вăтам шкулӗн директорӗнче тăрăшатчӗ. Чăваш наци культури çӗкленсе аталанма пуçласан Владимир Григорьевич çак çăмăл мар ӗçе те кӳлӗнчӗ. Культурăпа çыхăннă уроксем ирттерчӗ, ват çынсем каласа панине çыра-çыра илчӗ,...
(Николай Казаков. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк). В.Г.Верияловпа иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче паллашрăм эпӗ. Ун чух вăл Ульяновск облаçӗнчи Ульяновск районӗнчи Зеленая Роща вăтам шкулӗн директорӗнче тăрăшатчӗ. Чăваш наци культури çӗкленсе аталанма пуçласан Владимир Григорьевич çак çăмăл мар ӗçе те кӳлӗнчӗ. Культурăпа çыхăннă уроксем ирттерчӗ, ват çынсем каласа панине çыра-çыра илчӗ, сăнӳкерчӗксемпе документсем пуçтарчӗ. Çапла майпа Зеленая Роща çыннисем çинчен кӗнеке кăларма информаци çителӗклӗ пухрӗ. Вăл ертсе пынипе шкул ачисем Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн территорийӗнче хурăн хунавӗсем лартрӗç.
2001 çулта тивӗçлӗ канăва тухсан Верияловсен çемйи Теччӗ хулине куçса кайрӗ. Çулталăкран ăна районти Чăваш наципе культура центрӗн председательне лартаççӗ. Çав самантарн пуçласа вăл наци культурине аталантарас ӗçре чунне парса ӗçлет. Çав вăхăтрах Ульяновск облаçӗнчи хастарсемпе те çыхăну çухатмасть. Вăл Ульяновскри таврапӗлӳ ӗçӗсем пирки пӗтӗмпех пӗлсе тăратчӗ. Юлашки çулсенче кăна сывлăхне пула Шупашкарта тата Ульяновскра иртекен мероприятисене хутшăнаймарӗ. Çавăнпа хăй патне хăнана час-час чӗнетчӗ.
Октябрь пуçламăшӗнче вăл мана «XXI ӗмӗр» лавкка çумӗнчи чарăнура кӗтсе илчӗ. Эп килнишӗн питӗ хӗпӗртерӗ. Эпир пӗр-пӗрне ыталаса илтӗмӗр. Утса пынă май вăл манран Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен пурнăçӗ пирки ыйтса пӗлчӗ. Чернышевский урамӗпе утнă май автобус чарăнăвӗн çывăхӗнче пирамида евӗрлӗ топольсем ӳснине куртăмăр. Вӗсене 2008 çулта Çӗнтерӳ кунӗ умӗн ытти ветерансемпе пӗрле В.Г.Вериялов лартнă-мӗн. Хăй каланă тăрăх, çакă чӗрене савăнтарать, вăй парать.
- Кашни ирех кунта пулатăп, маншăн кашни йывăç хаклă, - терӗ Владимир Григорьевич.
Халӗ йывăçсем 7-8 метр çӳллӗш ӳснӗ ӗнтӗ, тавралăха илем кӳрсе тăраççӗ. В.Г.Вериялов ырă ӗçӗсемпе хăй пирки ырă ят хăварчӗ.
Çав кун эпир хула тăрăх нумай уçăлса çӳрерӗмӗр. Ленин садне те, Теччӗри педучилищӗне те (халӗ вăл Гражданла хӳтлӗхӗн патшалăх колледжӗ) çитсе куртăмăр. Халăхсен Туслăх çуртне те кӗрсе тухрăмăр. Пире директор пулăшуçи О.Н.Евсеев кӗтсе илчӗ. Эпир кашни пӳлӗмпех паллашрăмăр. Чăвашсен пӳлӗмӗнче чей ӗçнӗ май районти чăвашсен ӗç-хӗлне сӳтсе яврăмăр. Владимир Григорьевич пире йывăрлăхсем пирки каласа пачӗ. Таврапӗлӳ ӗçӗн оычӗпе те пӗр-пӗринпе ылмашăнтăмăр. В.Г.Вериялов мана Чăваш наципе культура центрӗн ӗçне хастар хутшăннăшăн Тав хучӗ парса чысларӗ тата кӗнекесем парнелерӗ.
- Аслă ăру тата эпир халăх валли йывăр вăхăтра тăрăшса тунă япаласем паянхи кун çăмăллăн çук пулни питӗ шел. Хам пирки çапла калама пултаратăп: эпӗ хамăн сывлăха та, пӗлӗве те, пултарулăха та халăх вӗрентӗвне панă. Мана çак çăмăл мар ӗçре пулăшнă çынсене пурне те чӗререн тав тăватăп. 25 çул педагог пулса тăван чăваш халăхӗшӗн ӗçлерӗм. Хамăн çемье, ачасем, харпăр ырлăх валли сахалрах вăхăт уйăрнăшăн çеç ӳкӗнетӗп, - терӗ Владимир Григорьевич юлашкинчен.
Ку пирӗн юлашки тӗлпулу пулчӗ. Нумай вăхăт чирлесе тăнă хыççăн 2017 çулхи ноябрӗн 2-мӗшӗнче В.Г.Вериялов пиртен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Çак сăпайлă, аслă çын сăнарӗ яланах пирӗн асăмăрта упранӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев