Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

101 ÇУЛТИ ВЕТЕРАНĂН ӖМӖЧӖ ПУРНĂÇЛАНЧӖ

Удмуртире пурăнакан Мария Фролова тăван ялне – Кивӗ Мăкшелне – килсе курчӗ

Июнӗн 20-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ял халăхӗ Мария Егоровна Фроловăпа тӗл пулчӗ. Мария Егоровна Мăкшел ялӗнче çӗршывра выçлăх алхаснă вăхăтра – 1922 çулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче – чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта пуçламăш классенче ăна Иван Егорович Семёнушкин вӗрентнӗ. Хӗрача пӗлӳ патне туртăннă, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. 1941 çулта Аксури чăваш педучилищинчен вӗренсе тухнă. Сăмах май, Аксура вăл Елисей МурзичТимирясовпа пӗрле вӗреннӗ. Ӗçлеме çамрăк хӗре Аслă Тархан районне янă. Унта пӗр вӗренӳ çулне вӗçленӗ-вӗçлемен, 1942 çулхи май уйăхӗнче, ăна Хӗрлӗ Çар ретне илнӗ.  

Марийăна Орджоникидзе хулине связистсенехатӗрлекен шкула вӗренме янă. Июнь уйăхӗнче нимӗç çарӗсем Çурçӗр Кавказа тапăнса кӗнипе курсантсене фронта ăсатнă. Мария телефонистка пулса 1942 çулхи июль уйăхӗнчен пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхӗччен Кавказшăн пынă çапăçусене, 1943 çулхи июль-августра Курск пӗккинчи çапăçусене, 1944 çулхи январь-февраль уйăхӗсенче Корсунь-Шевченко тапăну çар операцине хастар хутшăннă, 1944 çулхи августра Молдавие,1944 çул август-октябрь уйăхӗсенче Румыние, 1945 çулхи апрельте Австрие, 1945 çулхи май уйăхӗнче Чехословакие ирӗке кăларнă çӗрте фашистсене хирӗç хăюллăн кӗрешнӗ. Совет çарӗсем фашистла Германине çӗнтернӗ хыççăн унăн полкне Инçет Хӗвелтухăçне илсе кайнă. Унта август уйăхӗнче Байкал тăрăхӗнчи фронтра милитаристла Японине хирӗç пынă Хинган-Мукден тапăну операцине хутшăннă. Япони пӗр сăмахсăр капитуляци йышăннине 1945 çулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче Вăтаçӗр Маньчжуринче кӗтсе илнӗ.  

Çапăçу хирӗсенче хăйӗн çар ӗçне тивӗçлӗн илсе пынăшăн, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса татăлнă телефон линийӗсене тăшман пенине пăхмасăр хăвăрт юсанăшăн Мария Егоровна Фролова ефрейтора 44-мӗш çарăн 76-мӗш уйрăм çыхăну полкӗн командованийӗ 1943 çулхи февралӗн 14-мӗшӗнче «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн»? медальпе наградăланă. 

1944 çулта 76-мӗш çыхăну полкне 6-мӗш танк армине куçарнă. Ку арми 2-мӗшпе 3-мӗш Украина фрончӗсенче фашизма тӗп тунă чухне гварди ятне илнӗ. Уйрăммăн палăртса хăвармалла пулать çакна та: ку танк çарӗнче Марийăн ентешӗ Елисей Тимирясов танкист çапăçнă. Март уйăхӗнче çулсем çăрăлса пӗтнине пăхмасăр çыхăну кабелӗсене вăхăтлă тăснăшăн, нумай вырăнта кирлӗ аппаратурăна алă вӗççӗн куçарса вăхăтлă ӗçе янăшăн, телефонисткăсен ӗçне пултаруллăн илсе пынăшăн 1944 çулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче Мария Фролова «Паттăрлăхшăн» медаль илме тивӗçнӗ. 1945 çул март-апрель уйăхӗсенче телефон станци ӗçне питӗ ăста, кăлтăксăр йӗркелесе пынăшăн, çӗнӗ вырăна куçнă тапхăрта кабель линине оперативлă тăснăшăн, çыхăну пунктне чăрмавсăр ӗçлеме пулăшнăшăн гварди ефрейтора, ВКП (б) кандидатне Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ парса хавхалантарнă. Мария Егоровнăн çавăн пекех «1941 – 1945 çулсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германине çӗнтернӗшӗн», «Будапешта илнӗшӗн», «Прагăна ирӗке каларнăшăн», «Японине çӗнтернӗшӗн», «6-мӗш гварди танк армийӗн ветеранӗ» медальсем, ытти юбилейлă медальсем, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗ те пур. 

Демобилизаци йӗркипе киле таврăнсан Мария Егоровна Аксу районӗнчи Пономарёвка ялӗнчи çичӗ çул вӗренмелли шкул директорӗнче ӗçлеме тытăннă. Çак çулсенче пултаруллă педагог куçăн мар майпа Хусанти педагогика институтӗнче аслă пӗлӳ илнӗ, хăйпе пӗрле вӗреннӗ Удмурти яшне качча тухнă. 1960 çулта мăшăрӗ çуралса ӳснӗ Дебёсы ялне куçса кайнă. Дебёсы районӗнче вӗрентӳ уйрăмне ертсе пынă, нумай çул методика кабинечӗн заведующийӗнче вăй хунă. Хăйне шанса панă вырăнта тӳрӗ камăлпа тăрăшса ӗçленӗ, пысăк çитӗнӳсем тунă. Общество ӗçне те хастар хутшăннă, çамрăксемпе шкул ачисене патриотизмла воспитани парас ӗçре вăл яланах малти ретре пынă, вӗрентекенсемшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ наставник пулса тăнă. Унăн пархатарлă ӗçне «Ӗçре палăрнăшăн» тата «Ӗç ветеранӗ» медальсем парса хакланă. 2015 çул Мария Егоровна Фроловăна районçыннисене патриотизмла воспитани парас ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн «Дебёсы районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята панă. Сывă пурнăç йӗркине тытса пыни ăна 100 çултан та иртме пулăшнă. 

Мария Егоровна юлашки çулсенче хăй çуралса ӳснӗ Кивӗ Мăкшел ялне кайса курма ӗмӗтленнӗ. Çак тархаслупа вăл кăçалхи Çӗнтерӳ кунӗ умӗн Дебёсырайонӗн депутачӗсен канашӗн председателӗ Ольга Рафаиловна Степанова патне шăнкăравланă. Ветеран ӗмӗтне пурнăçлас тӗллевпе район администрацийӗ ятарласа çăмăл автомашина уйăрса панă. Июнӗн 20-мӗшӗнче тăватă çынран тăракан делегаци – Ольга Рафаиловна, Мария Егоровна, шофёр тата ятарлă социаллă работник – инçе çула тухнă.  Пӗр енне кăна 700 çухрăма яхăн каймалла…

Инçетрен килекен хисеплӗ хăнасене кивӗмăкшелсем çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Тӗлпулăва Мюд ял тăрăхӗн ертӳçи Татьяна Викторовна Зюзина йӗркелерӗ, районтан культура уйрăмӗн ертӳçи Алексей Сергеевич Тимирясов хутшăнчӗ. Вунă сехетре обелиск патӗнче «Асăну çурти» акци йӗркипе обелиск патне чечексем хучӗç. Мария Егоровна шкул ачисемпе ял халăхне хăйӗн пурнăç çулӗ çинчен каласа пачӗ. Вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса пурте пӗр минут шăп тăчӗç. Унтан ветеран масар çине кайса ашшӗпе амăшӗн тата шăллӗн вилтăприйӗсем чечексем хучӗ, чиркӗве кӗрсе вилнисемпе сыввисен ячӗпе çурта лартрӗ, хăй çуралнă çурт вырăнне кайса курчӗ. 

Хăнасене Самаренкин ячӗллӗ çăл патӗнче кăнтăрлахи апатпа кӗтсе илчӗç. Кунта Марье аппа ял çыннисемпе чунне уçса калаçрӗ, ӗлӗкхи пурнăçа аса илчӗ, тăванӗсемпе тӗл пулчӗ. Кăнтăрла хыççăнАксăва Елисей Мурзич Тимирясов ветеран патне кайса курчӗ. Ветерансем хăйсен çамрăклăхне аса илсе чылайччен калаçрӗç.

Ку мероприятисене Мария Егоровнăн çывăх тăванӗ,Кивӗ Ӳселӗнчи волонтёрсен юхăмӗн пайташӗ Нина Фёдоровна Андреева хастар хутшăнчӗ. Вăл хăнасенекаç выртма хăй патне илсе кайрӗ, килте тунă салма яшкипе сăйларӗ, мунча хутса кӗртрӗ. Çивӗч ăс-тăнлă ветеран сӗтел хушшинче «Вăрман айӗнче, Саврăшпуçӗнче...» юрра юрласа пачӗ, вăрçă вăхăтӗнчи юрăсене аса илчӗ. 

Мария Егоровна тахçантанпа ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ пурнăçланни пирки каларӗ, хăй çуралса ӳснӗ тăван кӗтесӗнче пулса курнă хыççăн килне тулли кăмăлпа таврăнчӗ. 

Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ.

М.Фролова архивӗнчи тата Н.Андреева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев