14 çултах Ивановăн «Нарспине» удмуртла куçарнă
Юпа уйăхӗн 23-мӗшӗнче Павлă районӗнчи Потап-Тăмпăрлăри Культура çуртӗнче çак ялта çуралса ӳснӗ чăвашсен паллă çыравçи Алексей Афанасьев çуралнăранпа 100 çул çитнине уявларӗç.
«Таланта Çӳлти Турă парнелет», – тесе калаççӗ халăхра. Пиртен кашнинех çуралнă чухне парăнать вăл, анчах хăш-пӗринче çав пулăм тӗрлӗ енлӗ, тепринче сахалрах палăрать. Алексей Андриянович нумай енлӗ талантлă çын пулнă. Вăл çыравçă та, сăвăç та, драматург та, ӳнерçӗ те, куçаруçă та, музыкант та. Унăн пултарулăхӗ çап-çутă сăнарсемпе, тарăн шухăшсемпе, чӗререн тухакан туйăмсемпе тулли. Унăн хайлавӗсем этем пурнăçӗнчи чи кирлӗ ыйтусене пырса тивеççӗ, пурнăç тӗллевӗ, юратупа шанчăклăх çинчен шухăшлаттараççӗ, – тесе палăртрӗç хăйсен сăмахӗнче мероприятие ертсе пыракансем Екатеринăпа Фарида.
24-ра чух СССР Писательсен союзне илнӗ
Алексей Андриянович Афанасьев çак ялта, учитель çемйинче 1925 çулхи юпа уйăхӗн 19-мӗшӗнче çуралнă. Малтан Урастамакри колхоз çамрăкӗсен шкулӗнче, унтан тăван ялти вăтам шкулта вӗреннӗ. Удмурт-Ташлăри çичӗ çул вӗренмелли шкулта ачасене удмурт чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
1943 çулхи кăрлач уйăхӗнче ăна Совет çарне илнӗ, çар пехота училищинче пӗлӳ илнӗ хыççăн пехотăра тата авиадесант çарӗсенче çапăçнă. Совет Карелине тăшманран ирӗке кăларма хутшăннă, Мухтав, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗсене, медальсене тивӗçнӗ.
1945 – 1951 çулсенче тăван ялта учительте ӗçленӗ. Ун хыççăн 10 çул районти «Знамя» хаçата редакциленӗ, Пӗкӗлмери учительсен институтӗнчен куçăн мар майпа вӗренсе тухнă.
Алексей Андриянович ачаранах питӗ пултаруллă пулнă. Вунă çул тултаричченех сăвăсем çырма тытăннă вăл, 14 çулта Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине чăвашларан удмуртла куçарнă. Куçару 1940 çулта Ижевск хулинче тухса тăнă «Молот» журналта пичетленнӗ.
Хăй 24 çулта чухнех, 1949 çулта, ăна СССР Писательсен союзне йышăннă. Пайташ билетне Афанасьева паллă çыравçă Александр Фадеев панă, Алексей Андриянович çакăнпа ӗмӗрӗ тăршшӗпех мăнаçланнă. Мӗнпурӗ унăн чăвашла тата вырăсла 15 кӗнеке пичетленсе тухнă. Çакă вăл сăвăсемпе поэмăсем, повеçсем, «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» виçӗ кӗнекерен тăракан роман. Çав вăхăтрах çыравçă куçару ӗçӗпе те тăрăшнă. «Нарсписӗр» пуçне вăл А.Алка çырнă «Шывармань» легендине, П.Осиповăн «Айтар» драмине удмуртла куçарнă.

Мероприятие хутшăннисене Павлă муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусемпе ӗçлекен пӗрремӗш çумӗ Ильмира Хуснуллина тата ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев саламларӗç, тăван чӗлхене упраса хăварас, ăна тӗпчес тӗлӗшпе палăрмалла ӗçсем тунă районти Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсене наградăсем пачӗç.
ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Раççей Писательсен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн пайташӗ, çыравçă, таврапӗлӳçӗ, куçаруçă, Митта Ваçлейӗ, Кашкар Махмучӗ, Алексей Талвир, Сажида Сулейманова, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗн çумӗ Евгений Турхан пухăннисене союз ятӗнчен саламларӗ, республикăри чăваш хаçатне «Сувара» çитес çул валли çырăнма чӗнсе каларӗ.

Тӗп вырăнта – Тăван çӗршыв
Мероприятие хутшăннисем Алексей Андриянович пултарулăхӗн тӗрлӗ енӗсене асăнчӗç, унăн хайлавӗсен сыпăкӗсемпе паллаштарчӗç, çыравçăпа тӗл пулнă самантсене аса илчӗç. Алексей Афанасьев пултарулăхӗ – пурнăçăн тӗрлӗ енӗсене çутатакан нумай енлӗ ӳкерчӗк. Анчах та унăн хайлавӗсенче яланах çынлăх, тарăн туйăмсем, асап, çутă пуласлăха ӗненни палăрать. Тӗп вырăнта вара Тăван çӗршыв, унăн чикӗсӗр илемлӗхӗпе пуянлăхӗ.
Залра янăракан кӗвӗ сассипе сцена çине Антонида Савельева тухрӗ, Алексей Афанасьевăн «Хамăр ен» сăввине чуна пырса тивмелле вуласа пачӗ. Пухăннисем пултаруллă ентешӗн хӗрӗ Лира Алексеевна ашшӗ çинчен аса илнине видео пăхса паллашрӗç.
Чаплă ентешӗ çинчен хăйсен асаилӗвӗсемпе Галина Демидова, çак ялта çуралса ӳснӗ писатель-историк, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, чăваш халăх академикӗ Виталий Козлов тата ыттисем паллаштарчӗç. Усăллă шкулӗнче вӗренекен Денис Мечетной сцена çине тухса поэт хайлавне, Элина Салимзянова Елена Однодворцеван А.Афанасьева халалланă сăввине вуларӗç.
Çынсене хавхалантарма пӗлнӗ
Тӗп ӗçӗсӗр пуçне Алексей Афанасьев обществăлла ӗçсене пысăк тимлӗх уйăрнă. Учительте ӗçленӗ вăхăтра шкулта драмкружок йӗркеленӗ, фольклор материалӗсем пухнă. Вăл пуçарнипе Павлăри интернат-шкулта хӗлӗхлӗ инструментсен оркестрне йӗркеленӗ. Хăй патне туртакан вăйпа, кăмăллă кулăпа, çивӗч шӳтпе ыттисене лăплантарма, хавхалантарма пӗлнӗ вăл.
Ачаранпах Алексей Андриянович ăста ӳкернӗ, çамрăк ăрăва савăнмалăх питӗ чаплă ӳкерчӗксем нумай хăварнă. «Тавралăха сăнама вӗренӗр, епле илемлӗ пирӗн çутçанталăк, тусем, вăрмансем…» – тăтăшах каланă вăл вӗренекенӗсене.
Мероприятие хутшăннисем пултаруллă ентешӗн тепӗр паха талантне те палăртрӗç: ял çыннисен хушшинче сиплевçӗ пултарулăхӗпе палăрса тăнă иккен вăл, гипноз вăйӗпе усă курса чылайăшне пулăшу панă.
Алексей Андриянович чӗрене пырса тивекен, шухăша яракан хайлавсем çырнипе пӗрлех кӗвӗ ăсти те пулнă. Кӗвӗ уншăн килӗштернӗ япала çеç мар, пурнăçăн пӗр пайӗ, сăмахпа каласа парайман шухăшӗсене пӗлтермелли хатӗр пулса тăнă. Мероприятире Алексей Андрияновича хавхалантарнă кӗвӗсем те янăрарӗç.
Çыравçă юратнă юрă-кӗвӗпе Усăллăри Культура çуртӗнчи Валерий Евсеев, Римма Самойлова, Римма Матвеева, Васькино-Туйраллă ялӗнчи Культура çурчӗн фольклор ансамблӗ тата ыттисем паллаштарчӗç.
Алексей Афанасьевăн еткерӗ пирӗншӗн пысăк парне, иртнипе паллашмалли, хăмăра тата тӗнчене тарăнрах ăнланмалли май пулса тăрать, чи кирлӗ ыйтусем çине хурав тупма пулăшать.
Мероприяти Алексей Афанасьевăн пурнăçӗпе пултарулăхне тӗпрен уçса пачӗ, вăл чăн-чăн этем, сăмах ӳнерçи, шухăшлавçă пулнине кăтартрӗ. Пултаруллă ентешӗмӗрӗн кӗнекисем кашни чăвашăн çӳлӗкӗ çинче тивӗçлӗ вырăн йышăнччăр, сăмахӗсем чунсене хускатчăр.
(Василий КАРАБАЕВ. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев