2020 çулта пӗрремӗш класа килекен пулмасть...
Чăваш Майнинче ача çуратакансем урăх çук.
Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнине пӗчӗк ял теме çук, çак тăрăхри пӗртен-пӗр чăваш ялӗ вăл. Кунта харсăр та хăюллă çынсем пурăнаççӗ. Çакна Хусанта футбол юратакансен лигинче ЧНКА команди пурри те çирӗплетет, унта шăкăрин Чăваш Майни каччисем вӗт! Вӗсене парăнтаракан сахал пулкалать. Ытти çитӗнӳсемпе те палăрса тăрать çак ял, сăмахран, Тутарстанри чăваш çыравçисен съезчӗ те çакăнта темиçе хут иртрӗ. Ял аталанассине малашне те шанас килет. Пӗр анчах, ытти çӗрти пекех çулран-çул ача шучӗ чакса пырать. Чăваш Майнинчи тӗп шкулта 1-9-мӗш классенче пурӗ 38 ача вӗренет. Танлаштарма, 1999 çулта çӗнӗ шкул уçăлсан кунта 100 ача вӗреннӗ, шкул кӗрлесе тăнă. Çав вăхăтсене тунсăхласа аса илеççӗ вӗрентекенсем. Кăçал та акă пӗрремӗш класа пурӗ те пӗр ача кăна килнӗ. Класра пӗччен пулнăран 1-мӗшпе 2-мӗш классене пӗрлештерме тивнӗ. Кăçал ялта пӗр ача та çуралман иккен. Шкултах вырнаçнă садике хальхи вăхăтра 18 ача çӳрет-ха, анчах лару-тăру малалла та улшăнмасан 2020 çулта пӗрремӗш класа килекен пач та пулмасть ку ялта. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев