2023 – КРОЛИК (КУШАК) ÇУЛӖ
2023 çул – тӗттӗм кăвак е хура Шыв Кроликӗн çулӗ. Ку Китай календарӗпе. Вьетнам календарӗпе 2023 çул – Кушак çулӗ. Çавăнпа çывхарса çитнӗ çула Кролик çулӗ тесен те, Кушак çулӗ тесен те тӗрӗсех пулать. Çак чӗрчунсем витӗм кӳрекен çулталăк — капашсăр пысăк ӗçсен тапхăрӗ. Политикăра, экономикăра тата ăс-хакăл сферинче киввине аркатса çӗнӗ улшăнусем кӗртнӗ вăхăт пулса тăрать. Ку лайăх та, мӗншӗн тесен Кролик тахçантанпа хупă тăракан алăксене уçмалли уçă илсе килет.
ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008, 2020)
Пытармасăр каласан çулталăк хуçипе пӗр чӗлхеллӗ теме çук Йӗкехӳрене. 2023 çулта сирӗн хăвăра çеç шанмалла. Хуть мӗнле кăткăс лару-тăруран та çăмăллăнах, никам пулăшмасăр çитӗнӳсемпе тухатăр. Професси сферинче çулталăк ăнăçлă иртет, тăрăшса ӗçлесен, кашни вак-тӗвеке тимлесен çул вӗçленнӗ тӗле самай пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Финанс лару-тăрăвӗ улшăнмасть. Тӗплӗн шутласа тăкакланакансем укçа-тенкӗрен татăк тăмӗç. Харкам пурнăçра пӗр чӗлхе тупма, кирлӗ-тӗк, парăнма та пӗлсен тата хăвăр йӗркеллӗ çын пулсан шутланисем пурнăçланаççех. Чееленмелле мар, тӗрӗсрех каласан, эсир чееленни ан курăнтăр. Сывлăхăр аптратмӗ, анчах ăна тимлӗх уйăрмалли çинчен манмалла мар.
ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009, 2021)
2023 çул хуçипе Вăкăра тус-юлташ тееймӗн, анчах пӗр чӗлхе тупасси йывăр ыйту мар. Хăш-пӗрин пурнăçне Кролик тӗпрен улăштарать. 2023 çулта чылай ыйтăва хăвăра майлă татса парасси курăнать. Харкам пурнăçра та нумай çӗнӗлӗх кӗтет. Йышăну тунă чух васкамалла мар, уйрăмах малтанхи 4-5 уйăхра. Карьера пусмипе улăхасси ӗçе тӗплӗн тунинчен, хăвăр çине тăрса вăй хунинчен килет. Сăмах май, харкам пурнăç çинчен çаплах каламалла. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç мар – енчӗкӗр тулать те, çӳхелет те. Çул вӗçленнӗ çӗре финанс тăнăçлăхӗ сире лăпкăнах 2024 çула кӗме май парать. Сывлăх пирки 2023 çулта кулянма тивмест, аманасран асăрханăр.
ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010, 2022)
Тигрпа Кролика юлташ теме çук. Çавăнпа 2023 çулта сирӗн Кроликран пулăшу кӗтмелле мар. Вăйлă, чăтăмлăскер, эсир 2023 çула хăвăр тӗллӗн, çулталăк хуçи пулăшмасăрах чыслăн ирттеретӗр. Кролик сиен кӳмӗ, ура хумӗ. Çавăнпа çитес çул гороскопӗ лайăх сирӗншӗн. Сывлăх аптратмасть, анчах аллерги пуласран сыхланмалла тата кил хуçалăхӗнче аманасран асăрханмалла. Карьера тăвасси пирки 2023 çулта пуçа ан ватăр. Сирӗнтен хăшӗсем ӗç улăштарас тейӗç, анчах кăмăл улшăнăвне пула килнӗ шухăш кăна ку. Харкам пурнăç çине пусăм тăвакансем тӗрӗс çул çинче.
КРОЛИК (КУШАК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011, 2023)
2023 çулта эсир хăвăра хăвăр хуçа. Шухăшăрсене пурнăçлама вăй-халăр пур. Çулталăк хуçи пекех сирӗн те нумай пулăшма тӳр килӗ çынсене, чунăра кантарӗ çакă. Харкам пурнăç тӗрлӗ эмоцисен çăлкуçӗ пулса тăрать, ытларах чух савăнăç кӳрет. Сывлăх пирки кулянмалла мар, анчах хăш чухне кăмăл сӳрӗккипе аптратăр. Телее, ку иртет, ятарласа тӗрлӗ ритуалсем те ирттермелле мар. Тем вăхăтран хăйех иртет. Карьера пусмипе улăхакансемшӗн çулталăк ăнăçлă. Финанс ыйтăвӗсем сире час-час хумхантараççӗ. Ытларах чух çакă япала туянассипе çыхăннă. 2023 çулта укçасăр лармастăр.
АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)
Кроликпа Аçтахана пӗр чӗлхе тупма йывăр мар. Çавăнпа 2023 çула лăпкăн, тăнăç ирттеретӗр. Кама-тăр укçа кирлӗ тӗслӗхсем пулаççӗ, анчах ку ыйту кӗске вăхăтлăха кăна. Тăкаксене çирӗп шутласа палăртсан, укçа тытма вӗрентекенсене итлемесен финанс лару-тăрăвӗ тăнăç пулӗ. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем кӗтеççӗ, хăвăра çеç сăпайлăрах тытмалла. Пӗчченнисен мăшăр тупма шанăç пулать, анчах палласа илейӗç-и ăна? Карьерăпа çӗкленес тесен сахалтарах калаçмалла тата «тӳпери тăрнана» тытма кармашмалла мар. Тӗпрен илсен сывлăх япăх мар, вар-хырăм тытăмӗн ӗçӗ хавшама пултарать. Çавăнпа çӗнӗ çултан апат суйласа çиме пуçлани усăллă пулӗ.
ÇӖЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013)
Кроликпе питӗ лайăх çураçтаратăр. Çулталăк хуçи сире пур енлӗн пулăшать, хӳтӗлет. 2023 çулта сире пурнăçăн тӗрлӗ сферинче ăнăçу кӗтет. Мӗн чухлӗ сахалрах тавлашатăр, хирӗçетӗр, çавăн чухлӗ ырăрах иртет çулталăк. Пӗчченнисен çынсемпе тимлӗрех пулмалла, çакă усал шухăшлă çынсенчен хӳтӗлӗ. Сывлăх çине ӳпкелешме сăлтав пулмасть. Пӗвер е вар-хырăм тӗрӗс мар ӗçлесе хăй çинчен аса илтерӗ, анчах çакă нумайлăха мар, тӗрӗс апатлансан иртет. Карьерăра çынсемпе хутшăнни пӗлтерӗшлӗ. Пӗчченнисен карьера тума шанăç сахалрах. Коллективра авторитета ӳстерме тăрăшмалла. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтарать, сирӗн укçăрпа усă курас текенсем те пулӗç: кивçен ыйтӗç, кама-тăр пулăшма калаçтарӗç. Çирӗппӗн хирӗçлемелле вӗсене.
ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)
Ку çул сирӗн карьерăшăн, профессири ӳсӗмшӗн ăнăçлă. Хăвăр пирки ан иккӗленӗр – эсир темле наполеонла плана та пурнăçлама пултаратăр. Хăвăра, хăвăрăн вăйăра шанăр. Сирӗн тăрăшăвăра тивӗçлипе хаклӗç. Ку çул чыслă тата укçаллă ӗç сӗнекен пулӗ сире. Шикленсен те тӳрех ан хирӗçлӗр: пултаратăрах! Карьерăпа ӳсме вăй-хал хăйпе хăй тупăнать, кăмăлăр пулсан чи çӳллӗ позицисене йышăнма пултаратăр. Пӗлӳ çитмест пек туйăнать-тӗк – вӗренӗр, курссене çырăнăр. Бизнес уçма та ăнăçлă çул. Уйрăмах нумай вăй хурса хăвăрт пурнăçламалли ӗçсем ăнаççӗ. Харпăр пурнăçра васкама кирлӗ мар. Пӗчченисен шăпапа тӗл пулас шанăç пысăк кăçал.
КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)
Çӗнӗ çул сире акăш-макăш лайăх пуласлăх парнелет. Эсир тӗнче çине урăх куçпа пăхма пуçлатăр, унта хăвăр вырăнăра тупатăрах. Хăшӗ-пӗри лайăх вӗрентекен тӗлне пулӗ. Тавракурăма ӳстермелле, ăс-хакăла аталантармалла, тӗрлӗ халăхсен культурин тата тӗнӗн йăли-йӗркисемпе паллашни те пăсмӗ. Малалла вӗренни, наукăлла ӗçсем çырни, диссертаци хӳтӗлени, ытти çӗршывсенчи ӗçтешсемпе килӗштерсе ӗçлени ăнăçу кӳрет. Ӗçре вăй хуни харама каймӗ, карьера пусмипе çӳлелле хăпарма пулăшӗ. Аякка çула тухни пурнăçа лайăх енне улăштарма пултарать. Ку çул эсир дипломатилӗхпе, тӗрӗс суйлав тума пӗлнипе тӗлӗнтеретӗр.
УПĂТЕ (1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)
Сирӗн Кролик çулӗнче кичемленсе ларма вăхăт пулмасть. Час-часах хăвăра чăнкă çыран хӗрринчи пек туятăр, анчах та çакă сире тата та вăйлатӗ çеç. Пурнăç сирӗн умăра кăткăс задачăсем лартать, харпăр ӳсӗм кризисла лару-тăрусене еплерех çӗнтерсе пыма пултарнинчен килет. Эсир пурнăçра халиччен тӗл пулман пулăмсемпе тӗл пулатăр. Пысăк укçапа çыхăннă пӗлтерӗшлӗ утăм тăвас шухăш пулӗ – харпăр ӗçе аталантарма кредит илес тейӗр е инвестици хывасшăн пулăр. Теветкелленни шанăçа тӳрре кăларӗ теççӗ çăлтăрсем. Нумайăшне экстремаллă спорт интереслентерет. Сывлăх ан аптраттăр тесен тӗрӗс апатланмалла, уçă сывлăшра ытларах çӳремелле.
АВТАН (1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)
Çулталăкри тӗп задача – партнерла хутшăнусене аталантарасси, пӗр шухăшлă çынсене ытларах тупасси. Çынсемпе çывăхланма, хăвăр çине яваплăх илме ан шикленӗр – пӗр-пӗр пӗрлехи ӗç тума-и, çемье çавăрма-и... Хăйӗн ӗмӗтӗнчи çынна тӗл пулас текенсен час-час тӗрлӗ çӗре тухса çӳремелле. Тинӗс хӗрринче çанталăк аванланасса кӗтсе ларса ӗç тухмӗ малашне – пуçарăва хăвăр аллăра илӗр, паллашăр, тӗлпулусене çӳрӗр. Карьерăра уйрăмах юристсене тата консультаци парас енӗпе тăрăшакансене ăнăçу кӗтет. Коллективлă проектсем ăнаççӗ. Укçа-тенкӗпе пӗлсе усă курмалла, кирлӗ-кирлӗ маршăн тăкакламалла мар. Стреслă лару-тăрусенчен пăрăнма тăрăшăр, ват хăмпипе ӳпке чирӗсене амаланма ан парăр.
ЙЫТĂ (1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)
Кролик çулӗнче сирӗн пурнăç çӗнӗ шая хăпарать, çулталăк хуçи сире кăмăллать. Кулленхи ӗçсемпе нумай аппаланма тивет. Ӗç нумай пулнинчен ан хăрăр: чи кирли – ӗç процесне хута ямалла, майсемпе вăхăта тӗрӗс пайламалла. Профессири тивӗçсен яваплăхӗ ӳсет. Сире карьерăра, пысăках мар пулсан та, ӳсӗм кӗтет. Кăткăс задачăсенчен хăрамалла мар – сирӗн вӗсене пурнăçлама вăй та, ăс та çителӗклӗ. Çавăн пекех 2023 çулта сывлăхăр çине тивӗçлӗ тимлӗх уйăрма ан манăр. Организма çирӗплетмелле – спортпа туслашмалла, тухтăр патне кайса сывлăха тӗрӗслемелле, кирлӗ-тӗк – сиплев курсӗ иртмелле. Уйрăмах апат ирӗлтерекен тата нерв системисем çине тимлӗх уйăрмалла.
СЫСНА (1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)
Çӗнӗ çулта хăвăр мӗнле пурăнас тенӗ – çапла пурăнма пултаратăр тинех. Çулталăк хуçи сире питӗ килӗштерет. Ку çул сирӗн асра ырă пулăмсемпе юлӗ. Укçа-тенкӗ тӗлӗшпе çитменлӗхсем пулмӗç. Йывăрлăхсем пулнине пăхмасăрах эсир хăвăр кăмăлланă ӗç, киленӳ валли те вăхăт тупатăр. Вăл сирӗн кăмăла çӗклӗ. Романтикăлла приключенирен те ан пăрăнăр. Хăвăрăн имиджа улăштарас енӗпе ӗçлӗр, çӗнӗ тум туянăр, стилист патне çӳрӗр. Çывăх çынсене сюрпризсемпе савăнтарăр, вӗсем те парăмра юлмӗç. Ачасемпе вăхăта ытларах ирттерме тăрăшмалла. Тӗрӗс, вăхăтра апатланмалла, шăк çулӗн чирӗсене аталанма памалла мар.
Çӗнӗ çул ячӗпе, хаклă вулаканăмăрсем!
Татьяна ВАСИЛЬЕВА тата
Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев