Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2024 — СИМӖС ЙЫВĂÇ АÇТАХА ÇУЛӖ

Тухăç календарӗпе çӗнӗ 2024 çулăн хуçи Симӗс Йывăç Аçтаха. Чăваш халăх юмахӗнчи çак сăнар хăратать, калăн, вăл этемлӗхе хирӗç пырать. Китай халăх мифологийӗнче Аçтаха пачах урăхла

Тухăç календарӗпе çӗнӗ 2024 çулăн хуçи Симӗс Йывăç Аçтаха. Чăваш халăх юмахӗнчи çак сăнар хăратать, калăн, вăл этемлӗхе хирӗç пырать. Китай халăх мифологийӗнче Аçтаха пачах урăхла. Вăл ырă та иккен, каçарма та пӗлет, ăнланса пулăшма та хатӗр — юрама кăна пӗлмелле. Кăмăлне çавăрас тесен ăна мӗнле тумпа кӗтсе илмелле? Сӗтеле мӗнле апатпа янтăламалла? Ылтăн, кӗмӗл, сăрă-шурă тӗссене килӗштерет тет Аçтаха. Хăмăр, хӗрлӗ-кăвак, сарă тата хӗрлӗ тӗссене те сивлемест. 2024 çул хуçи симӗс пулнине кура симӗс тӗс пулмаллах ӗнтӗ гардеробра. Аçтаха тӗслӗ-тӗслӗ пулнине юратать. Çавăнпа тум та темиçе тӗсрен тăтăр. Çӗнӗ çула хăнасемпе кӗтсе илнине 2024 çул хуçи ырлать — сӗтел хушшинче 12 çынран кая мар пулсан пит аван. Аçтаха аш-какайран хатӗрленӗ апат юратать. Ури йăтайми сӗтел тулли апата илемлӗн вырнаçтарса лартмалла. Çӗнӗ çул салачӗсем Аçтаха юратакан — сарă, сарă-хӗрлӗ, симӗс — тӗслӗ пулни аван. Консервланă çимӗçсене Аçтаха юратмасть, кукурузăпа, симӗс пăрçапа рецептпа усă курнăшăн çылăх пулмӗ те-ха. Чăх ашӗпе тунă салатсене çулталăк хуçи ырласа йышăнӗ. Ытти кайăк-кӗшӗкпе пулла та тиркемест. Паллах, пылак апат та пулмаллах сӗтел çинче. Имбирь, корица, ытти специсем хушса пӗçернӗ печенисем, кукăльсем Аçтаха кăмăлне кайӗç. 


АÇТАХА (1904, 1916, 1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)


Хавхалануллă, хăюллă, ӗмӗтленме юратать, амбицисем пысăк, романтик — çак сăмахсем Аçтаха çулӗнче çуралнă çынна сăнлаççӗ. Аçтаха Автанпа, Йӗкехӳрепе, Упăтепе пӗр-пӗрне ăнланаççӗ. Вăкăрпа, Йытăпа тата Качакапа килӗшӳ тупаймасть. 2024 çул сирӗншӗн чăн-чăн çӗнтерӳ çулӗ пулса тăрӗ. Шăпа шанăç парасса кӗтмесӗр çанă тавăрса ӗçлемелле тулӗк. Ку çул карьера тума лайăх. Çуркунне интуицие тимлӗр, хăш чух теветкелленме те хăрамалла мар. Юратура Аçтахан чăн-чăн туйăмсем хуçаланаççӗ, хутшăнусем çӳллӗ шая куçаççӗ. Финанс сфери пӗтӗмӗшле илсен лăпкă, укçана çилпе вӗçтермесен выçă лармастăр.


ÇӖЛЕН (1905, 1917, 1929, 1941, 1953,1965, 1977, 1989, 2001, 2013)


Ăслă, çынна пулăшма хатӗр, чее, кӗвӗç, çынна шанмасть. Автанпа, Аçтахапа килӗштерет, Кроликпа, Тигрпа, Сыснапа тата Качакапа хутшăнусем ăнăçлах мар. Хуть мӗнле лару-тăрура та Çӗлен лăпкă пулма тăрăшать. Асăрхаттарса каланине юратмасть. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пулаççӗ. Пӗччен Çӗлен Аçтаха çулӗнче нихăçанхинчен илӗртӳллӗ, çакна пулас мăшăр асăрхатех. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтарать. Тăруках пулмасан та тупăш ӳсет. Хăюллăраххисем хăйсен ӗçне те уçӗç. Çӗлен хăйне хăй сиен кӳмесен сывлăх пирки ӳпкелешме тивмест.


ЛАША (1906, 1918, 1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014) 


Эсир калаçма юратакан, чăнлăха хисеплекен, шӳте ăнланакан, пуçаруллă çын. Лаша Тигрпа, Качакапа, Кроликпа туслă, Аçтахапа килӗштерсех пӗтереймест. Лаша çын çинче пулма юратать, пуянлăха, чаплă мешехесене кăмăллать — 2024 çулта кăмăлӗ тулать. Çӗнӗ çулта шутланисем пурнăçланаççӗ, хăйӗн те нумай тăрăшма, вӗренме тивет. Ӗçе юратакансемшӗн ăнăçлă çул, укçа-тенкӗ те енчӗкӗре кӗрсех тăрать. Хăвăртлăха юратакан Лашасем март-апрель уйăхӗсенчех карьера пусмипе çӳлелле улăхаççӗ. Çемье пурнăçӗнче улшăнусем курăнмаççӗ. 


КАЧАКА (СУРĂХ) ( 1907, 1919, 1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015) 


Питӗ тимлӗ, çине тăракан пулăшу пама хатӗр, ӗçчен, илӗртӳллӗ, хăюсăр, перекетлӗ — çапла сăнлать сире тухăç гороскопӗ. Сыснапа, Кроликпе, Лашапа Качака юлташлă пулсан, Тигрпа, Вăкăрпа тата Йытăпа пӗр чӗлхе тупма йывăр пулать. 


Симӗс йывăç Аçтаха çулӗнче Качака хăйне лайăх туять. Чылайăшӗ карьера пусмипе васкасах улăхасшăн, анчах малтан пуçлăхсен умӗнче шанчăка кӗмелле — кăткăс ӗçсене пурнăçласа, пуçарулăха кăтартса. Качакан тӳр кăмăллă, шанчăклă çынсемпе çывăх пулмалла, ушкăнпа ӗçлемелле. Укçа-тенкӗ çитменнипе аптрамастăр, анчах пысăк тупăшшăн савăнма та сăлтав пулмасть. Харкам пурнăçра юратнă çыннăрпа хутшăнусене лайăхлататăр, тăванăрсен ӗçӗ-хӗлӗпе интересленсех тăрăр. 2024 çулта Качакан апата суйласа çимелле. Тухăç гороскопӗ сире Аçтаха çулӗнче ытларах хусканусем тумаллине аса илтерет. 


УПĂТЕ (1908, 1920, 1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)


2024 çулта эсир ӗçе парăнса вăй хуратăр. Тен, сирӗн ӗçе те, пурăнмалли вырăна та улăштарма тӳр килӗ. Теветкелленесси нихăçан та хăратман сире. Аçтахапа пӗр чӗлхе тупма пӗлни 2024 çула ăнăçлăн ирттерме пулăшать. Анчах Упăтен чăтăмлăрах пулмалла, хушу парассинчен тытăнса тăмалла. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтарать. Çӗнӗ проектсем аталанаççӗ, бизнес пайта парать. Çемьере 2024 çулта юрату, ăнлану, тăнăçлăх хуçаланать. Пӗччен Упăтесем Аçтаха çулӗнче мăшăр пулас çынпа тӗл пулаççӗ, анчах унпа ЗАГСа каясах тесен çине тăмалла. 


АВТАН (1909, 1921, 1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)


Аçтаха Автана ӗçре ăнăçу кӳрет. Çитӗнӳ тума, паттăрлăх кăтартма 2024 çулта Автанăн пайтах шанăç пулать. 2024 çулта сирӗн пысăкрах должноçа куçма май пулать. Шалу та ӳсӗ. Автан-бизнесменсен тупăш ӳсет. Çулталăкăн пӗрремӗш çурринче ӗçпе çемье хушшинче килӗшӳ тупмалла. Витаминсем ӗçсен, бассейна çӳресен сирӗн иммунитет çирӗпленӗ, чир-чӗр аякра тăрӗ.


ЙЫТĂ (1910, 1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018) 


Ӗçе юратакан шанчăклă Йытăшăн 2024 çул лăпкă иртет. Пит васкамасăр, вăйран каймасăр, хыпкаланмасăр шутланисене пурнăçлама май пулать çак çул. Пӗлтӗр пуçланă ӗçе кăçал малалла тăсатăр. Аçтаха сирӗн тăрăшулăха асăрхатех, ырласа пысăк должноçа лартать е пысăк преми парать. Май пулсан хăвăра урăх сферăра тӗрӗслесе пăхни те чармасть. Укçа-тенкӗ енчӗкӗрте майӗпен хушăнсах пырать, çулталăк вӗçӗнче самай пысăк сумма пуçтарăнӗ. Харкам пурнăçра Йытăсен йăлт аван пулать. 


СЫСНА (1911, 1923, 1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)


Аçтаха çулӗ Сыснашăн кӗтмен пуян парнесемпе, тăнăçлăхпа савăнтарать. Çакăнпа ытлашши савăнса юлхавлансан шанăçа вӗçертетӗр, астăвăр. 2024 çулта йывăрлăхсенчен хăрамалла мар, мӗншӗн тесен Аçтаха Сыснана килӗштерет, çул вӗçленичченех пулăшать. Çул хуçи укçа-тенкӗпе те пулăшсах тăрать. Сывă пурнăç йӗркине тытса пырсан сывлăх аптратмӗ. 


ЙӖКЕХӲРЕ (1900, 1912, 1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008, 2020) 


Ăнăçлă çулталăк кӗтет сире. Çитӗнӳ тума ӗçченлӗх кирлех ӗнтӗ, анчах кунтан та ытларах çаврăнăçуллă пулни пӗлтерӗшлӗ. Чыса юратакансемшӗн, карьера тума ăнтăлакансемшӗн ăнăçлă Аçтаха çулӗ. Финанс сферинче çитӗнӳ тума Йӗкехӳрен уçă кăмăллă, лăпкă пулмалла, ӗçтешӗсемпе çывăх çыннисен пулăшăвне йышăнмалла. Таврари çынсемпе хирӗçмелле мар. Йӗкехӳрен сывлăхӗ çирӗп, анчах нерв тытăмне, вар-хырăма асăрхамалла. Çулла канса вăй пухмалла. 


ВĂКĂР (1901, 1913, 1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009, 2021) 


2024 çулта савăнмалли тупăнсах тăрать. Анчах малтан çанă тавăрсах ӗçе пикенмелле. Ӗçре сирӗн сăмахăрсене ӗçтешӗрсем çеç мар, пуçлăхсем те тимлӗç — чылайăшӗ эсир каламасăр утăм тума тытăнса тăрӗç. 2024 çулта вӗренӳ пуçлани аван Вăкăршăн. Туйăмсене йӳле ямалла мар, кашни сăмаха шутласа калаçмалла, çынна кӳрентересрен асăрханăр. Çемьери хутшăнусем лăпкă, пурнăç хăй еккипе пырать — хваттер юсамалла, кил-çурта хăтлăх кӗртмелле. Сывлăх аптратмасть. 


ТИГР (1902, 1914, 1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010, 2022) 


Тигршăн 2024 çул пурнăçра чи ăнăçлă çулсенчен пӗри пулӗ. Çулталăк паракан шанăçпа пӗлсе усă курмалла. Çулталăк пуçламăшӗнчех иртнине тӗплӗн шутласа малашнехи утăмсене шутламалла, «капла та пырать» тени 2024 çулта тӗрӗсе килмест. Çӗнӗ çулта Тигра хăвăрт улшăнакан лару-тăру килӗшмест. Тăрăшуллă Тигра Аçтаха пулăшса пырать. 2024 çулта сирӗн тӗлпулусем, паллашусем нумай пулаççӗ. Çавăнпа таврари çынсемпе хăвăра виçеллӗ тытмалла, кӳрентересрен хăрамалла. Енчен те эсир хăвăрăн ӗçе, татса памалли ыйтусене çемйӗртен çӳле лартмасан юратнă çыннăрсемпе хутшăнусем лайăх пулаççӗ. 2024 çулти çулçӳревсем сирӗншӗн кану кăна мар, сиплев те — сывлăхшăн усăллă, çан-çурăма та кантаратăр.


КРОЛИК (КУШАК) (1903, 1915, 1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011, 2023) 


Аçтаха çулӗнче Кролик хăйне лăпкă, телейлӗ туять. Çак çул эсир нумай ыйтăва татса паратăр, шутланисенчен чылайăшне пурнăçлама ӗлкӗретӗр. Аçтаха Кроликăн пурнăçне интереслӗрех тума кӗтмен улшăнусем парнелет. Иккӗмӗш аслă пӗлӳ илекенсене те, квалификаци ӳстерес текенсене те çулталăк хуçи пулăшсах тăрать. Кӗркунне Кроликшăн пысăк çитӗнӳсемпе асра юлать. Çулталăкӗпе финанс сферинче ӳсӗм палăрать. Çемьеллӗ Кроликсене Аçтаха тăнăçлăх парнелет. Пӗчченнисене паллашусем, тӗлпулусем, романсем кӗтеççӗ. 


О. Бердникова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество