Çӗнӗ хыпарсем

2027 çулхи январь уйăхӗнчен Раççейри мӗнпур шкулта искусствăлла интеллект курсӗсем пулаççӗ

Çакăн çинчен «РИА Новостине» Çутӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.

2026/27 вӗренӳ çулӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗнчен пуçласа суйласа илнӗ  шкулсен 5–11-мӗш класӗсенче вӗренекенсем валли «Искусствăллă интеллект тата информаци хăрушсăрлăхӗ» программăпа урок тулашӗнчи занятисем ирттерме пуçлаççӗ. 2027 çулхи январьтен вара ăна çӗршыври мӗнпур шкулта хута ярасшăн.

Курсы по ИИ будут во всех школах

Занятисем обязательнăй пулса тăрӗç, вӗсене шкул расписанине «Разговоры о важном» уроксем евӗр кӗртӗç. Программа шкул ачисене искусствăллă интеллект ӗçӗн принципӗсем тата ăна наукăра, экологире, медицинăра, вӗрентӳре тата промышленноçра еплерех усă курма май пуррипе паллаштарӗ. Унсăр пуçне, ачасене ИИ пур технологисемпе хăрушсăр усă курма вӗрентӗç.

Вӗрентекенсене çӗнӗ предмета вӗрентме хатӗрлес ӗç пуçланнă ӗнтӗ. «Искусствăлла интеллект вӗрентекен ӗçӗнче» квалификацие  ӳстермелли программăна 250 пин вӗрентекен иртӗ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсем валли «Искусствăлла интеллект тата информаци хăрушсăрлăхӗ» курса программăна кӗртес плансем çинчен иртнӗ эрнекун çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Искусственный интеллект

Нет комментариев