Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

24 пин тенкӗшӗн тӗрмене лекнӗ

Тутарстанра виçӗ çамрӑк закона пăснăшăн суд умне тӑрӗ, вӗсене теракт, диверсипе террористла ӗçсемшӗн айӑплаççӗ. Кун пирки ТР Следстви комитетӗнче пӗлтернӗ.

Пӗлтӗр август уйӑхӗнче çамрӑксемпе интернет урлӑ инструкци паракан куратор çыхӑннă, вăл вӗсене Лениногорск çывӑхӗнчи чукун çул участокӗнче оборудование çунтарма хушнă.  Каччăсем укçа ӗçлесе илес тесе мӗн хушнине тунă, анчах задание пурнăçланăшăн  пама шаннă 24 пин тенке алла тытса курайман. ФСБ сотрудникӗсем полици ӗçченӗсем пӗрле вӗсене  тытса чарнӑ.

Следстви пынă вăхăтра айӑпланакансене тӗрмене хупнӑ. Халӗ уголовлӑ ӗçе суда ярса панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество следственный комитет уголовная ответственность