Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

4 кунтан цифрăланатпăр ӗнтӗ

Сигнал паракан станци антенна патне мӗн чухлӗ çывăхрах, телевизорти ӳкерчӗк çавăн чухлӗ лайăхрах пулӗ

Цифра телевиденийӗ çине куçнă чухне антенна телебашняран мӗн чухлӗ инçетре вырнаçнине, передатчик хăватне, вырăнти ландшафт мӗнлерех пулнине пăхмалла. Эсир миçемӗш этажра пурăннине, чӳречесем ăçта тухнине, промышленность чăрмавӗсем мӗнлерех пулнине пăхмалла. Сигнал паракан станци антенна патне мӗн чухлӗ çывăхрах, телевизорти ӳкерчӗк çавăн чухлӗ лайăхрах.
Пӳлӗмри антеннăсене  пӳлӗмре вырнаçтараççӗ. ТВ-сигнал шайӗ çӳллӗ пулсан кăна (телебашня кантăкран курăнсан) лайăх ӳкерчӗк пулать.Анчах ун пек зонăсем ун пекех нумай мар. Ялта е дачăра пӳлӗм антеннипе лайăх ӳкерчӗк йышăнма çук. Паллах, пӗчӗк конструкципе усă курма меллӗрех, çурт тăррисем тăрăх шăвăнса çӳресси мар. Анчах та физика саккунӗсене айккинчен иртме ниепле те пулмасть.  

Тулти антеннăсем телебашня кантăкран курăнмасан та сигнала тытаяççӗ. Вӗсене çурт тăррисенче, балконсенче вырнаçтараççӗ. Урамри антеннăсем коллективлă та пулаççӗ. Вӗсем сигналпа нумай хваттерлӗ çурта тивӗçтереççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев