Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

417 салтак ăçти паян та паллă мар

Афган вăрçинче 15 052 совет салтакĕ пуç хунă, 53 753-шĕ сусăрланнă, 417-шĕ хыпарсăр çухалнă.

Декабрĕн 25-мĕшĕ. Çак куна аса илесси йăлара мар пирĕн çĕршывра. Мĕншĕн тесен мухтанмалли пулăм мар. Пин-пин анне чĕринче хăварнă тарăн суран вара паянхи кун та тÿрленмест. 40 çул каялла, 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчĕ, пин-пин совет салтакĕшĕн 10 çула тăсăлнă тамăк хуранĕ - Афган вăрçи- пуçланнă. Çав çулсенче ывăлне салтака ăсатнă кашни анне ачинчен пĕрремĕш çыру киличчен çĕрĕпе куç хупман. Ку вăрçă çинчен ун чух уççăнах каламан пулин те, ывăлĕ унта лекесрен Турра кĕл тунă вĕсем. 10 çула тăсăлнă никама кирлĕ мар Афган вăрçинчен 15 052  салтак таврăнайман, 53 753 -шĕ сусăрланнă, тепĕр 417-шĕ хыпарсăр çухалнă. Вĕсем пурте пурăнма кăна пуçланă çап-çамрăк каччăсем. Аннесен пысăк çухатăвĕ, чĕринчи нихăçан тÿрленми суран. (Афган вăрçин ветеранĕн В.Петуховăн архивĕнчи сăнÿкерчĕк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество