Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

42 çул ачасене вӗрентнӗ

Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел шкулӗ уçăлнăранпа унта нумай учитель ачасене пӗлӳ парас ӗçре пысăк çитӗнӳсемпе ӗçленӗ. Вӗсенчен пӗри – Нина Владимировна Гаврилова (Кожеманова). Паян вăл 90 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Вăл 1933 çулхи авăн уйăхӗн 10-мӗшӗнче Беловка ялӗнче хресчен çемйинче çуралнă. Ачалăхӗ хаяр вăрçă çулӗсенче иртнӗ. 1941 çулта пӗрремӗш класа кайнă. Çуллахи каникул вăхăтӗнче тулă, вир анисене çумланă, пучах пуçтарнă, мăкăнь ани çинче ӗçленӗ. Беловка пуçламăш шкулӗнчен 1945 çулта лайăх паллăсемпе вӗренсе тухнă. Пултаруллă хӗрне амăшӗ малалла вӗренме хистенӗ, вăйӗ çитнӗ таран пулăшса пынă. Пӗлӳ патне туртăнакан хӗрача 1948 çулта Кивӗ Тимушкелӗнче 7 класс пӗтернӗ. Çав çулах Аксури вăтам пӗлӳ паракан шкулта 8-мӗш класра вӗренме тытăннă. Вăл вăхăтра Аксăва çуран çӳренӗ, ырă кăмăллă çынсем патӗнче хваттерте тăнă.

 1952 çулта вăтам пӗлӳ илнӗ хыççăн харсăр хӗр Аксури чăваш педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, Маруç ятлă аппăшӗ пекех Нина та вӗрентекен пулма шут тытнă. Çулталăкран пуçламăш классене вӗрентекенӗн профессине алла илнӗ. Çамрăк хӗре ӗçлеме Кивӗ Ӳселӗнчи çичӗ çул вӗренмелли шкула янă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ачасен шучӗ çулран çул ӳссе пынă, вӗрентекенсем çитмен. Нина Владимировна 1953 – 1954 вӗренӳ çулӗнче ачасене физика, математика, черчени, вырăс чӗлхипе литературине вӗрентме тытăннă. Пӗр-икӗ çултан Елабугăри педагогика институтӗнчи физикăпа математика факультетне куçăмсăр майпа вӗренме кӗме вăй çитернӗ.

Учительсен коллективӗ Нина Владимировнăна ырă сунса кӗтсе илнӗ. Шкул ачисем хитре те маттур, çивӗч те сатур вӗрентекене хисепленӗ, урокӗсенче тăрăшса вӗреннӗ. Нина Владимировна нумай ачан юратнă учителӗ пулса тăнă. Ку тапхăрта ачасем шкулта икӗ сменăпа вӗреннӗ. Иккӗмӗш сменăн урокӗсем каçхине çичӗ сехетре вӗçленнӗ. Вӗрентекен ӗçӗ çăмăл пулман. Кашни вӗрентекен ял канашӗн тытăмӗнче, колхоз фермисенче, машинăпа трактор паркӗнче агитатор ӗçне те илсе пынă. Суйлав ирттермелли тапхăрта халăх хушшинче ăнлантару ӗçне тивӗçлӗн пурнăçланă, нумайăшне суйлав участокӗн комиссине суйланă. Çамрăк педагог ял клубӗн пултарулăх ушкăнӗн ӗçне те хаваспах хутшăннă. Концертсенче килӗшӳллӗн юрланă, ташланă, спектакльсенче артистран кая мар вылянă. Ӗç пухмачӗ пуянланса пынă май ӗçрен хăраман учительницăна 1958 çулта пионерсен ӗçне йӗркелесе пыма та шанса панă. Пионерсен аслă вожатăйӗн ӗçне вăл 1961 çулта хăй вӗрентнӗ Анна Александровна Куропаткинăна панă. 

1958–1959 вӗренӳ çулӗнчен пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва кайичченех Н.В.Гаврилова пуçламăш класс ачисене вӗрентнӗ. Хăйӗн урокӗсене педагогика наукине тӗпе хурса ирттернӗ. Вăл вӗрентекен класс ачисем вӗрентӳпе воспитани ӗçӗнче лайăх кăтартусем тунă. Ашшӗ-амăшӗсем хăйсен ачисене Нина Владимировна класне яма тăрăшнă. Унăн пултарулăхне районти вӗрентӳ уйрăмӗ темиçе хутчен Тав хучӗсем парса хакланă. Хăйӗн ӗç опытне уçă уроксенче, районти, вырăнти методика пӗрлешӗвӗсенче кăтартнă. Ӗçри çитӗнӗвӗсемпе тӗрлӗ шайри пухусемпе семинарсенче паллаштарнă. Кивӗ Ӳсел шкулӗнче малти ретре пыракан вӗрентекен 25 çул ытла «Школа передового опыта» методика ӗçне тивӗçлӗн илсе пынă. Нина Владимировна тин ӗçлеме пуçланă вӗрентекенсене пулăшса пынă, вӗсен наставникӗ пулса тăнă. Шкулта 42 çул ӗçленӗ хыççăн тивӗçлӗ канăва тухнă. Вăл вӗрентнӗ ачасем ăна паян кун та яланах ырăпа кăна асăнаççӗ. Пирӗн шкулта нумай çул ӗçлесе ырă ят илнӗ И.А Айдов, А.А.Куропаткина, А.С.Артамонов, Б.А.Захаров, А.П.Питимирова унăн вӗренекенӗсем пулнă.

Мăшăрӗпе Виктор Николаевич Гавриловпа пилӗк ача пăхса ӳстернӗ вӗсем. Аслă ывăлӗ Толя Чистайри ял хуçалăх техникумӗнче вӗренсе тухса «Сульча» колхозра электрик пулса ӗçленӗ. Иккӗмӗш ывăлӗ Василий Хусанти авиаци институтӗнчи вӗçев аппарачӗсен факультетне пӗтернӗ, Алтайри пӗр промышленность предприятийӗнче яваплă ӗçре вăй хума тытăннă. Хӗрӗсем, Галинăпа Ирина, амăшӗн çулне суйласа илнӗ. Хусанти Патшалăх Университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗренсе вырăс чӗлхипе литература вӗрентекенӗн профессине алла илнӗ. Кӗçӗн ывăлӗ Саша Хусанти финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнă, районти финанс организацийӗнче яваплă ӗçре ӗçлеме тытăннă. Нина Владимировнăн паян 11 мăнук тата 12 кӗçӗн мăнукӗ çитӗнет. Паянхи кун вăл хӗрӗ Ирина патӗнче пурăнать. Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкул вӗрентекенӗсем, ӗç ветеранӗсем, ял çыннисем Нина Владимировна Гавриловăна 90 çул тултарнă ятпа чӗререн саламлаççӗ, ырлăх-сывлăх, тăнăçлă пурнăç сунаççӗ. (Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ. Сăнӳкерчӗксем Гавриловсен çемье архивӗнчен).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество