Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

50 çул вӗрентӳ тытăмӗнче ӗçленӗ

Педагогика ӗçӗн ветеранӗ, Çӗпрел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ Николай Федорович Романов çак кунсенче 90 çул тултарчӗ

 

«Çӗпрел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗçнисен хушшинче 90 çула çити пурăннисем нумаях мар. Хăйсен пурнăçӗнчи пӗтӗм вăй-халне тăван ене аталантарма паракансем, шел пулин те, сывлăхӗсене шеллемеççӗ. Кивӗ Йӗлмелӗнчи хисеплӗ ватă, СССР çутӗç отличникӗ Николай Романов вара малалла та ачисемпе мăнукӗсене савăнтарса пурăнма палăртать-ха.

Çураличченех ашшӗсӗр юлнă

Николай 1936 çулхи нарăс уйă­хӗн 5-мӗшӗнче ялти колхозниксен, Федорпа Пелагея (иккӗшӗ те 1892 çулхи) Романовсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă. Ялти çын вӗт хăйне пулăшакан пултăр тесе ача-пăча çуратать, Хӗветӗрпе Пăлаки те çавах ӗнтӗ. Туслă çемьере тăватă ывăлпа икӗ хӗр çитӗннӗ. Аслă ывăлӗ Василий, 1918 çулта çуралнăскер, хӗсмете 1939 çулта кайнă. Ун «похоронкине» килӗнче 1941 çулхи июль уйăхӗнче илнӗ. Романовсен иккӗмӗш ывăлӗ Михаил 1922 çулта çуралнă. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи çичӗ çул вӗренмелли шкула Сталинăн Мухтав хучӗпе вӗçленӗскере почеркӗ лайăх пулнăран Çӗпрелӗнчи çар комиссариатне писаре илнӗ. Каярах вăл райпори бухгалтерире ӗçленӗ. Виççӗмӗш ывăлӗ Савва, шел пулин те, чире пула вуннă тултарсанах вилнӗ. Икӗ хӗрӗ Лиза тата Рая амăшӗн пулăшаканӗсем пулса ӳснӗ. 

1935 çулхи раштавра Федор Романов лашапа Чӗмпӗре апат-çимӗç  илме кайсан шартлама сивӗре шăнса пăсăлать, 1936 çулхи февраль уйăхӗнче ывăлӗ çуралнине кӗтсе илеймесӗрех 43-ри арçын чире çӗнтереймесӗр вилсе каять. 

Çурма тăлăха юлнă ачасене пăхма аслашшӗ Иван пулăшать. Кӗçӗн мăнукӗ ăна ырăпа аса илет. Аслашшӗ вылямалли япаласем, çăпата туса панине, райцентра кайса çемçе кулач илсе килсе çитернине астăвать Николай. Вăрçă вăхăтӗнчи выçлăха çӗнтерме çемьене икӗ качака  пулăшнă. Асламăшӗ мăнукӗсене вăрмана илсе кайса усăллă тата çиме юракан ӳсен-тăранпа паллаштарнă, чей курăкӗсене пуçтарма вӗрентнӗ. Тата асламăшӗ Кольăна виççӗрех шутлама вӗрентнӗ, пӗчӗк ача математикăна тавçăрни аслисен кăмăлне те кайнă.

Шкулта ăна «Пуян Карук» авторӗ вӗрентнӗ

1944 çулта 8 тултарнă Коля шкула кайнă, унăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Клавдия Ильинична Кураева пулнă. Ун чухне шкул директорӗнче Максим Семенович Мресов ӗçленӗ. 3-мӗш клас­ра вӗсене паллă ентеш-çыравçă, «Пуян Карук» драмăна çырнă Николай Сидорович Ефремов вӗрентнипе уйрăмах мăнаçланать. Чăннипе те пултаруллă çын пулнă Ефремов, вăл Чӗмпӗрти чăваш театрне йӗркелекенсенчен пӗри, «Аниççе» драмăна çырнă, колхоз председателӗ пулса ӗçленӗ, унтан шкулта. 

Юбиляр каласа панисем 80 çул каялла пулса иртнӗ, анчах та вăл хăйӗн пӗтӗм вӗрентекенне астăвать. Тумтир тавраш аслă тетӗшӗсенчен юлни кăна пулнă пулин те, пӗлӳ патне туртăнакан ача тăван ялтан тăватă километр­та вырнаçнă Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкула малалла вӗренме кайнă. Вăл вăхăтра унта Иван Михайлович Денисов директорта ӗçленӗ, Николай Андреевич Корняков ачасен класс ертӳçи пулнă. 

Математика – чи юратнă предмет, ăна малтан Елизавета Александровна Самойлова вӗрентнӗ, каярах Михаил Николаевич Вирьялов. Çумăрне-пылчăкне, сиввине-тăманне пăхмасăр чăваш ачи çине тăрса пӗлӳ пухнă. Вăтам пӗлӳ илме вăл Аслă Аксури шкула çӳренӗ. Хваттерте пӗр класра вӗренекен Виталий Мресовпа пӗрле тăнă.

1955 çулта 19 çулти  Николай вă­­­­там пӗлӗве çирӗплетекен аттес­тат алла илнӗ. Малалла вӗренме кайӗччӗ, анчах тумланма укçа пулман. Çитменнине октябрь уйăхӗнче çара кайма повестка килнӗ. Шăпа ăна Петропавловск-Камчатский хулинех илсе çитернӗ, 4 çул Лăпкă океан флотӗнче хӗсметре тăнă. Службăра хăйне лайăх енчен кă­на кăтартнăшăн Романова 45 кунлăх отпуск та панă.  

1958 çулта района таврăнсан пӗр авка Алешкин Саплăкри, Çӗнӗ Упири шкулсенче математика вӗрентнӗ. Унтан хăйӗн тăван ялӗнчи шкула вăхăтлăха ӗçе кӗнӗ. Каярах Кивӗ Чакăри шкулта алгеб­ра учителӗнче тăрăшнă. Ӗçленӗ хушăрах Ульяновскри педагогика институтӗнче «математика учителӗ» специальноçа алла илет. 

Вӗрентӳ тытăмӗнче «саппас­ри» учительте нумай çул çӳренӗ хыççăн Николай Романова 1961 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкулта математика учителӗ пулса ӗçлеме сӗннӗ. Вăл Михаил Исакович Чернов вырăнне доска умне тăрать. Çак шкулта Кивӗ Йӗлмел каччи 17 çул тăтăш ӗçлесе завуча çити ӳсет. 1969 çулта тин вăл Аслă Аксури тахçанах пӗлнӗ тус-тантăшӗпе Елена Магаринăпа çемье çавăрать. Хӗр вăл вăхăтра Хураката ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗçленӗ.

Туслă çемьере пӗрин хыççăн тепри икӗ ывăл çуралнă: 1971 çулта – Валерий,1973 çулта – Сергей. Çемье пуçне Аслă Аксури шкула математика учителӗ пулса ӗçлеме куçарсан 1978 çулта Елена кӗçӗннине Алексея çуратнă.

 

Хăй тунă шкулта нумай çул  директорта ӗçленӗ

1979 çулта Николай Федоровича асăннă шкулăн директорне лартнă, унăн тивӗçӗсене педагог виçӗ çул пурнăçланă. Тата та ӗçлӗччӗ, 1984 çулта Кивӗ Йӗлмелӗнчи ачасен ашшӗ-амăшӗсем пухăнса районти вӗрентӳ уйрăмӗнчен Николай Романова каялла тăван ялне тавăрма, вырăнти шкул директорне лартма ыйтнă. Шкулӗ вăл вăхăтра проектра та пулман. Анчах Николай тăван ялне кăмăлпах таврăнать те çӗнӗ шкул тăвас ӗçе пуçăнать. Калама кăна вӗт!

– Сахал мар йывăрлăхпа тӗл пулма тиврӗ манăн. Чăваш Рес­публикинчен пурасем, стройматериалсем илсе килме «Россия» колхоз председателӗ Фарид Галлямов пулăшрӗ, – аса илет педагогика ветеранӗ. – Çурт кӳлепине туса пӗтерсен унта çутă, ăшă кӗртмелле, столовăй, спортзал тумалла, кабинетсене инвентарьпе тивӗçтермелле, йышăннă стандартсене пăхăнмалла. Ăçтан пӗччен çӗнтереен ку ӗçе?

Пӗтӗм ял халăхӗ пулăшнă директора: шкул çумӗнчи фермăна тума та, спорт площадки йӗркелеме те, ытти ӗçре те. Чи кăткăс ыйтусенчен пӗри – шкула кадрсемпе тивӗçтересси. Хăш-пӗр специалистсем çитменнипе малтанхи вăхăтра районти вӗрентӳ уйрăмӗн ӗçченӗсен те çӗнӗ шкулта ачасене вӗрентме тивнӗ. Пӗрремӗш виçӗ çулта Романовăн хăйӗн те отпусксăр ӗçлеме лекнӗ. Палăртса хăвармалла, Кивӗ Йӗлмелӗнчи тӗп шкулăн ачисем те вӗренӳре хастарлăх кăтартма пуçланă, ра­йонти предмет олимпиадисенчен малти вырăнсемпе таврăннă. Спорт кăтартăвӗсем те вӗрентекенсене савăнтарнă. «Пионерская правда» хаçат парнисемшӗн йӗркеленӗ йӗлтӗр ăмăртăвӗсенче çак шкул 1988 çултан пуçласа районта малти вырăнсем кăна йышăннă. 

Николай Федорович хăй тунă шкулта 2008 çулччен директор пулса ӗçленӗ, тивӗçлӗ канăва 72 çулта кайнă. РСФСР Халăх çутӗçӗн отличникӗ (1976), СССР Халăх çутӗçӗн отличникӗ (1985) паллăсене пӗр ахальтен памаççӗ. 50 çул вӗрентӳ тытăмӗнче ӗçленӗ вăл. Парти ӗçӗнче çитӗнӳсем тунă. Пенсие тухсан та ӗçсӗр тăмасть, нумай çул Кивӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашне ертсе пырать. Вӗрентӳ тытăмӗнче çитӗнӳсем тунăшăн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Николай Федорович Романова 2025 çулта «Çӗпрел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ята парса чысланă.

Ял халăхӗ питӗ хисеплет ăна, ачисене тӗрӗс-тӗкел вӗрентсе кăларнăшăн халӗ те тав тăваççӗ, шкулта та яланах хăнана кӗтеççӗ. Çапла пулмалла та. Романовсен виçӗ ывăлӗ те аслă пӗлӳ илсе пурнăç çулӗ çинче çирӗп тăраççӗ. Вӗсем çемйисемпе ашшӗ килне хаваспах килеççӗ, çак кунсенче те акă ялти чи аслă арçынна юбилейпе саламлама васкаççӗ.

Геннадий КАРСАКОВ. 

А.Романов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев