50 çул хушшинче пилӗк директорпа ӗçленӗ «Сайдашра» тăрăшакан Алевтина Петрова
Хусанта «Сайдаш» Культура центрӗ пулнине тахçанах илтнӗччӗ. Кунсăр пуçне юлашки çулсенче кашни кун тенӗ пек «Октябрь хулашӗ» тата «Совет тӳремӗ» чарăнусем хушшинчи ыттисенчен уйрăмрах çурт çумӗпе автобуспа ирткелесе каятăп. Темиçе çул каялла çав çурта кӗрсе курма та май килчӗ: пӗлӗшсем «Сайдаш» Культура центрӗнче çулланнă çынсем валли ятарласа ирттерекен ташă балне çитсе курма сӗнчӗç. Кунта пирвайхи хут тӗл пулнăччӗ эпӗ çак мероприятин йӗркелӳçине.
Пӗлӗшсем ăна питӗ мухтаççӗ. «Кам пулчӗ-ха ку?» — тесе ыйтсан: «Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Алевтина Николаевна Петрова», — тесе хуравларӗç. Анчах та унпа хăйӗнпе тепӗр темиçе çултан çеç паллашма тӳр килчӗ. Ун чухне «Сайдаша» тӗпрен юсама хупнăччӗ.
Нумай пулмасть Культура центрӗнче тепӗр хут пулса курма тӳр килчӗ, К. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн спектакльне кайса куртăмăр. Тӗпрен юсанă хыççăн кермен лайăх еннелле чылай улшăннине асăрхрăм: шалтан çеç мар, тулашӗнчен те. Фойере стена çинче Культура центрӗн ӗç планӗ çакăнса тăни çине тимлӗх уйăртăм. Мероприятисен шучӗ тӗлӗнтерчӗ. Çавăн чухне Культура центрӗн илемлӗх ертӳçипе А. Петровăпа çывăхрах паллашрăм та. Ку çуртра вăл нумай çул пӗр улшăнмасăр ӗçлет иккен.
Алевтина Николаевнăн ӗç биографийӗ илемлӗ пултарулăх кружокне çӳреме тытăннинчен пуçланнă. 1973 çулхи июнь уйăхӗнче Хусанти Советски районӗнче 2-мӗш стройтрестăн Культура керменӗ уçăлсанах А. Петрова ташă театрне чи малтан çӳреме пуçлакансенчен пӗри пулнă. Керменти халăх ташă театрӗн коллективне ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ В. Шумейкин ертсе пынă.
Çăмăл мар иккен пултарулăх çулӗ. Шăтăк-путăксемпе тулса ларнă. Турă панисӗр пуçне чăтăмлăх, вăй-хăват кирлӗ. Вӗрентекен питӗ те çирӗп ыйтнă. Дисциплинăна çирӗп пăхăнма хăнăхнă, ӗçе юратакан, пултаруллă хӗр Владимир Николаевичăн мӗнпур хореографи постановкинех хутшăннă темелле, вӗсен шучӗ вăтăртан та иртнӗ. Çав кӗске вăхăтра коллектив ячӗ халăх хушшинче анлăн сарăлнă, куракансемпе обществăлла организацисен хисепне тивӗçнӗ. Çак коллективпа пӗрле Алевтина питӗ нумай концертсене хутшăннă.
1977 çул уйрăмах тухăçлă пулнă уншăн. Коллективпа пӗрле Чехословакие гастроле çитнӗ. Ют çӗршыври 26 хулара лартнă концертсенче кашни ташă хыççăн тăвăллăн алă çупнине итлесе киленнӗ. Кашни çӗртех вӗсене чи çывăх тăвансем пек кӗтсе илни Алевтина чӗрине халӗ те ăшăтать.
1973 çултан пуçласа паянхи кунчченех А. Петрова Культура центрӗнче вăй хурать. Малтанласа культорганизатор-секретарь пулса ӗçленӗ, унтан, 1974 — 1978 çулсенче, ташă халăх театрӗн репетиторӗ пулнă. Çав вăхăтрах Хусанти патшалăх культура институтӗнче вӗреннӗ. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн ача-пăча секторӗн ертӳçинче, ташă халăх театрӗн тӗп балетмейстерӗнче тăрăшнă. 1978 çултанпа паянхи кунчченех — Строительсен Культура керменӗнче (2000 çултанпа «Сайдаш» Культура центрӗ) илемлӗх ертӳçинче вăй хурать. Кунта 60 ытла пултарулăх коллективӗпе клуб пӗрлешӗвӗсен ӗçне йӗркелесе пырать вăл. Вӗсене вара халăхăн мӗнпур ӳсӗмӗсене, кӗçӗн классенче вӗренекенсенчен пуçласа ветерансем таранчченех явăçтарнă.
Алевтина Петрова ертсе пынипе «Сайдаш» Культура центрӗнче Хусан хулин Советски районӗнче, кунти предприятисемпе, организацисемпе, вӗренӳ заведенийӗсемпе тачă çыхăнса чылай пысăк ӗç туса ирттереççӗ. Пултарулăх коллективӗсен шайӗ ӳссе пырать. Вӗсенчен вуннăшӗ (çав шутра виççӗшӗ ветерансен) «халăх коллективӗ» хисеплӗ ята тивӗçнӗ, ертӳçӗсенчен тăваттăшӗ Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ пулса тăнă.
Алевтина Николаевна ертсе пынипе тата хутшăннипе «Сайдашра» ветерансен пултарулăх коллективӗсем — ӗçпе вăрçă ветеранӗсен «Дуслык» ансамблӗ, ветерансен «Волжанка» вырăс халăх хорӗ, тинӗс çар флочӗн ветеранӗсен «Экипаж — одна семья» ансамблӗ — ӗçлеме пуçланă. Коллективсем музейсенче, библиотекăсенче, шкулсенче, ваттисен çурчӗсенче, уçă площадкăсенче, парксемпе картишсенче, ытти мероприятисенче концертсем лартаççӗ.
Вăтăр çул ытла Алевтина Петрова республика, хула, район мероприятийӗсене ертсе пырать, çак ӗçе чунтан пурнăçлать. Чылай çул ӗнтӗ вăл Пӗтӗм Раççейри, республикăри, хулари, районти конкурссемпе фестивальсен оргкомитечӗсен жюри пайташӗ пулса тăрăшать. Кашни çулах Алевтина Николаевна ваттисен кунӗсенче, Çӗнӗ çулта, Раштавра, ытти паллă кунсенче ветерансем валли йăлана кӗнӗ тӗлпулу каçӗсем йӗркелет, кашнинчех вӗсен хăйнеевӗрлӗ сценарийӗсене хăйех хатӗрлет. Каçсене халăх йышлăн хутшăнать. Алевтина Николаевна пуçарăвӗпе сывах мар ачасемпе çамрăксене центрăн пултарулăх коллективӗсене явăçтарас тӗлӗшпе ятарлă программа хатӗрленӗ. Вăл ертсе пынипе 15 çул ытла çитӗннисем валли «Встречи по пятницам» мероприяти ăнăçлă ӗçлет. Хальхи вăхăтра вокал, хореографи, илемлӗ пултарулăх, сăнарлă искусство, театр пултарулăхӗ, мобильлӗ ликбез, ал ӗç ăсталăхӗ, сыватакан аэробика, йога тата ытти енӗпе пӗлӳ, хăнăху илме пулать. Занятисем тӳлевсӗр, халăха çӳреме меллӗ вăхăтра, 55 çултан аслăраххисем валли кăнтăрла иртеççӗ. 600 ытла çын çӳрет занятисене. Çитӗнекен ăру çине те пысăк тимлӗх уйăраççӗ.
Халăха культура енӗпе тивӗçтерес тӗлӗшпе ăнăçлă ӗçленӗшӗн Алевтина Николаевна Петрова «Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята (1992), «Ӗç ветеранӗ» (1993), «Хусан 1000 çул тултарнине асăнса» (2005), «Ӗçре палăрнăшăн» (2015) медальсене, «ТАССРа 100 çул» (2022), ТР Культура министерствин «Культурăри çитӗнӳсемшӗн» (2007) хисеп паллине, Хусан администрацийӗн «За безупречную службу» (1921) мухтав паллине, Хусан хулин Культура управленийӗн Хисеп хутне (2005), Хусан хулин Ӗçтăвкомӗн Хисеп хутне (2011), Хусан мэрӗн Тав хутне (2015), ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвне (2015) тата ытти наградăсене тивӗçнӗ.
Пӗлтӗрхи сентябрьте Алевтина Петрова пӗр вырăнта ӗçлеме пуçланăранпа 50 çул çитрӗ, должноçӗсем çеç ылмашăннă. Пилӗк директорпа ӗçлеме тӳр килнӗ унăн. Вӗсенчен пӗри — ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Артур Гаптуллович Мингазов. Вăл килсен Культура центрӗ «çӗнӗ тӗссемпе хитреленнӗ», çурта тӗпрен юсанă, кивелме пуçланăскер çӗнӗ кермене çаврăннă. Ӗçлемелли условисем лайăхланнă.
Алевтина Николаевнăна çирӗп сывлăх, ӗçре çӗнӗ çитӗнӳсем сунас килет.
Василий КАРАБАЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев