Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

59 çеккунтра ӗлкӗрмелле

Мартăн 15-мӗшӗнче кӗске видеороликсен «Моя большая малая родина» Пӗтӗм Раççейри конкурсӗ пуçланнă

Мартăн 15-мӗшӗнче кӗске видеороликсен «Моя большая малая родина» Пӗтӗм Раççейри конкурсӗ пуçланнă

Çакăн çинчен «Татар-информ» информаци агентствинче каласа пачӗç. Журналистсемпе тӗлпулăва Тутар энциклопедийӗн тата регионоведени институчӗн (ТР НА) директорӗ Искандер Аязович Гилязов тата ТР наукăпа вӗрентӳ министерстви наци вӗрентӗвӗн управлени пуçлăхӗ Ильгиз Ильдарович Халиков, «Миллиард. Татар» редакцийӗн ӗçченӗ (вăлах модератор пулчӗ) Ильгизар Рафаилович Вахитов пынă. Ку интереслӗ шухăш Тутарстан Республикин Наука академийӗнче çуралнă, ăна ТР Наукăпа вӗрентӳ министерстви хапăлласа йышăннă. «Миллиард. Татар» паллă интеренет-портал редакцийӗпе пӗрле ирттерме калаçса татăнă конкурса. 

Конкурса хутшăнаканăн 59 çеккунта тăсăлакан видеоролик (шортс) ӳкерсе йӗркелӳçӗсем патне çитермелле. 

Мӗн пирки сăмах пырать кунта? Мӗнле конкурс? Ятӗнченех курăнать ӗнтӗ, çуралса ӳснӗ вырăн çинчен кӗскен, питӗ кӗскен каласа памалла. Виçӗ номинаципе хаклӗç конкурса хутшăнакнсен ӗçӗсене: 
— Тăван ен / çуралнă ялăн (хулан) çутçанталăк илемне, хăйнеевӗрлӗхне кăтартмалла;
— Манăн герой / тăван ялта (хулара) çуралса ӳснӗ паллă çын çинчен;
— Пирӗн / тăван ялта (хулара) пурăнакансен йăли-йӗрки, культури çинчен каласа памалла.

Видеороликсене йӗркелӳçӗсем социаллă сетьсене лартӗç. Çӗнтерӳçӗсен ӗçӗсем Тутар энциклопединчи статьясене илемлетӗç. 
Журналистсем роликсем 59 çеккунта çеç тăсăлни пирки ыйтмасăр чăтаймарӗç, ытла кӗске вăхăт-çке, мӗн каласа ӗлкӗрӗн, çитменнине, ачасем? Тата юлашки вăхăтра вирусла хăвăртлăхпа сарăлакан клипла шухăшлава алă май пулмӗ-и, тесе шикленекенсем те тупăнчӗç.
Çакна хирӗç И.И.Халиков хăйӗн икӗ ачипе хутшăннине аса илчӗ: «Халӗ ачасем телефонра нумай вăхăт ирттереççӗ. Телефон туртса илнипе лару-тăрăва улăштараймастпăр паян, апла ачасен çак йăпанăвне тӗрӗс çул çине пăрмалла», — ӗненсе калаçрӗ чиновник, нумай пулмасть çеç вӗрентекен пулса ачасен психологине лайăх пӗлекенскер. 

Йӗркелӳçӗсем шортс ӳкернӗ вăхăтра ачасен тӗпчев ӗçӗсемпе те нумай ларма тивнине, мӗн, мӗнле ӳкересси пирки шутласа творчество пултарулăхне те аталантарассине асăнчӗç. 

Пире, Тутарстанри пӗртен-пӗр республика хаçачӗн ӗçченӗсене кӗске видеороликсене мӗнле чӗлхепе ӳкересси кăсăклантарчӗ. Чăвашла ӳкерсен интереслӗ пулӗччӗ-çке е тутарла, вырăсла ӳкернисене кăна йышăнаççӗ-ши?

Кăлăхах шикленнӗ иккен эпир. Йӗркелӳçӗсем хуть хăш чӗлхепе ӳкернисене те хапăлласа йышăнассине, автора ăнланма куçаруçăсем тупассине каларӗç. Ильгиз Ильдарович сăмах май ТР Наукăпа вӗрентӳ министерстви «Суварпа» тату çыхăну тытнине асăнчӗ. «Пӗлтӗр чăвашсен çутта кăлараканӗ Иван Яковлев 175 çул тултарчӗ. „Манăн герой“ номинаципе Иван Яковлевич çинчен шортс ӳкерсен мӗн тери интереслӗ пулӗччӗ», — хавхаланса сӗнчӗ вăл. 

Конкурса ӗçсене майăн 10-мӗшчен йышăнаççӗ. Çамрăк ентешсене, телефонпа ӳкерме юратакансене хутшăнма сӗнетпӗр. Конкурса шкул çулӗнчи ачасем валли йӗркеленӗ. Йӗркелӳçӗсем роликсене икӗ ӳсӗмрисенчен кӗтеççӗ: 11 — 14 тата 15 — 18 çулсенчисенчен.

Проект çинчен тӗплӗнрех çакăнта кӗрсе пӗлме пулать: https//milliard.tatar/news/polozenie-vserossiiskogo-konkursa-korotkix-videorolikov-moya-bolsaya-malaya-rodina-5167 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс