Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

6000 ЫТЛА ОПЕРАЦИ ТУНĂ

Çӗпрел районӗн тӗп больницинче 30 çул ытла сывлăх хуралӗнче тăракан хирург, Хăймалу ялӗнче çуралса ӳснӗ Иосиф Виссарионович Кукушкин октябрӗн 13-мӗшӗнче 60 çул тултарать

 

– «Хирург» сăмах грек чӗлхинчен «ылтăн алă» тесе куçать. Иосиф Виссарионовичăн аллисем чăнах та ылтăн. Районти медицина ӗçченӗсенчен чи лайăххисенчен пӗри вăл. Чăтăмлă, хăй çине яваплăх илме хăраман тухтăр, профессионал, – çапла хак пачӗ ӗçтешне район больницин ертӳçи Ильмас Шигабутдинов. Хисеплӗ тухтăрпа Иосиф Виссарионовичпа юбилей умӗн ятарласах тӗл пултăмăр.

– Ятăр генералиссимус Сталинăнни пекех, ку мӗнпе те пулсан çыхăннă-и? – ыйтрăм мӗншӗн ăна сайра тӗл пулакан ят хунипе кăсăкланса.

– Пирӗн йăх тымарӗ Хăймалу ялӗнче. Асаттене, Фома Васильевича, 1941 çулхи июнь уйăхӗнчех фронта илнӗ. Тăватă уйăх çыру килнӗ-ха унран, урăхран хыпар пулман. Хыпарсăр çухалнă вăл пирӗн. Атте унран виçӗ çул та тăватă уйăхра юлнă. Фронта каяс умӗн асаннене: «Мăнук çуралас пулсан Иосиф хур», – тесе хăварнă тет. Вăт çапла генералиссимус ячӗпе çӳретӗп те эпӗ. Асатте, çав вăхăтри халăх пекех, Сталина çав тери хисепленипе çыхăнтаратăп çакна, – куларах хуравларӗ хисеплӗ тухтăр.

Кукушкинсен йăхӗнче тухтăрсем пулман. Шкулта мӗнпур предметпа лайăх вӗренекенскер, медицина профессине илме çирӗп тӗллев лартнă. «Халăнтан килет пулсан вӗрен, çынсене пулăш», – тенӗ килтисем кун пирки. Кивӗ Çӗпрел шкулӗнчен «4» тата «5» паллăсемпе вӗренсе тухнăскер, Ульяновскри медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Кунта та чи лайăххисен йышӗнче пулнă. Анчах вӗренсе пӗтерме май килмен – çара илсе кайнă.Польшăра хӗсметре тăнă. Кунта та лайăх енӗпе кăна палăрнă чăваш каччи, салтаксемпе офицерсен хисепне тивӗçнӗ. Салтакран старшина званипе таврăннă. 

Хӗсмет хыççăн Хусанти С.В.Курашов ячӗллӗ медицина институчӗн сиплев факультетне вӗренме кӗнӗ. Салтакра икӗ çул вăхăт иртнӗ пулсан та экзаменсене «5» паллăсемпе тытса вӗренме кӗме пултарнă вăл. Студент чухнех обществăлла ӗçсене нумай хутшăннă. Тăваттăмӗш курсрах суккăр пыршăпа пӗрремӗш операци тума пултарнă. Ултă çул вӗреннӗ хыççăн Иосиф Кукушкин институтăн лабораторийӗнче, унтан травматологи институтӗнче васкавлă пулăшу уйрăмӗнче хирурги енӗпе интернатура иртнӗ.

Хусанти 15-мӗш номерлӗ больницăна хирург пулса ӗçлеме чӗнсен, хавхаланса ӗçе пуçăннă. Çамрăк специалиста больницăн коллективӗ хапăлласа йышăннă. Çавах та тăван Çӗпрел районне таврăнса халăха пулăшас шухăшӗ ниепле те канăç паман. Çамрăк тухтăр кун пирки хирурги уйрăмӗн ертӳçине Владимир Чуприна пӗлтерсен, ертӳçӗ: «Иосиф, тӗплӗн шухăшларăн-и, яла таврăнма нихăçан та кая юлмастăн вӗт. Кунта лайăх ӗçлесе кайрăн, хисеплетпӗр...» – тесе ӳкӗтлесе те пăхнă. Иосиф вара пурпӗр шухăша улăштарман. Çапла 1991 çулхине çулла район тӗп больницине ӗçе вырнаçнă. Июлӗн 1-мӗшӗнчен хирург пулса ӗçлеме тытăннă. Çав çулхинех октябрӗн 1-мӗшӗнчен тӗп тухтăрăн сиплев енӗпе çумӗ пулса ӗçлеме тытăннă. Район больницинче ӗçлеме тытăннăранпа 6 пин ытла операци туса çынсен пурнăçне çăлса хăварнă. 8 сехет ытла тăсăлнисем те пулнă. 

– Çичӗ çул каялла кăкăрӗнчен çӗçӗпе чикнӗ качча илсе килчӗç. Больницăна çитнӗ тӗле вилӗм халӗнчеччӗ вăл. Шалти органӗсем йывăр суранланнăччӗ. Апла пулин те операци ăнăçлă иртрӗ. Паян вăл чӗрӗ-сывă, тӗрӗс-тӗкелех. Кашни курмассерен тав тăвать. Чирлисене пурне те сыватас килет, сывлăхпа савăнса пурăнччăр. Сывалса ура çине тăнисенчен тав сăмахӗ илтни савăнтарать. Ку мана малалла ӗçлеме хавхалантарать, – чи кăткăс операцие аса илет хирург.

Вилӗмпе кӗрешсе шанăç парнелекен тухтăрсен умӗнче пуç таятпăр. Иосиф Виссарионовичăн пултарулăхӗ те акă Турă пани. Виçӗ теçетке çул ытла сывлăх сыхлавӗнче ӗçлекенскер нумай Хисеп хучӗпе, патшалăх наградисемпе чысланнă. 

Аслă категориллӗ хирурга 2007 çулта «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ тухтăрӗ» хисеплӗ ят панă. Раççей Федерацийӗн, Тутарстан Республикин Сывлăх сыхлав министерствисен Хисеп хучӗсемпе чысланă. Кăçал çулла ТР Президенчӗн Указӗпе «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе наградăларӗç.

Иосиф Кукушкин мӗн ачаран спортпа туслă. Çамрăклах районти волейбол командинче вылянă. Студент чухне те спортран уйрăлман. Ӳсӗм çулне пăхмасăр паян та районти медицина ӗçченӗсен командипе тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнать. «Телевизорпа спорт кăларăмӗсене пăхма кăмăллатăп. «Ак Барс» хоккей командин болельщикӗ эпӗ. Хирургăн алли çирӗп, куçӗ çивӗч пулмалла теççӗ. Спортсăр пурăнма та, ӗçлеме те çук», – тет вăл кун пирки.

Ывăлӗсем хăй çулне суйланипе мăнаçланать тухтăр. Андрейпе Станислав, иккӗшӗ те аслă пӗлӳллӗ тухтăрсем халӗ. Асли Андрей Республика клиника больницин кăкăр хирургийӗн уйрăмне ертсе пырать. Кӗçӗнни Станислав 18-мӗш больницăн хирургӗ. Сăмах май, кӗçӗн ывăлӗн мăшăрӗ те çак больницăрах реабилитолог пулса ӗçлет. Çак кунсенче Иосиф Виссарионовичăн тепӗр пысăк савăнăç – мăнук çуралнă, Ксения ят хунă иккен пепкене Кукушкинсем.

Иосиф Виссарионович хăйӗн мăшăрӗ Ирина Алексеевна çинчен яланах ăшшăн калаçать: «Вăл мана ăнланса тӗрев памасан çитӗнӳ тума çук», – терӗ хальхинче те.

– Çӗпрелсене мӗн сӗннӗ пулăттăр? – майпа усă курса ыйтрăм тухтăртан.

– Сиплев диагноза тӗрӗс лартнинчен пуçланать. Кашни чире вăхăтра сиплемелле. Чир шала кайнăран ват çынсем хирург çӗççи айне лекеççӗ те. Çавăнпа сывлăха тӗрӗслесех тăмалла. Калăпăр, апат хуранӗн чирӗсем пур-тăк, профилактика сиплевне иртмелле. Унччен эпир хырăмлăх язвипе операци нумай тăваттăмăр. Халӗ сахалрах, мӗншӗн тесен сипленмелли майсем, чире асăрхакан оборудованисем пур халӗ. Нумай пулмасть больницăна компьютер тамографне пачӗç, çитес вăхăтра специалист вӗренсе килмелле. Апла-тăк, тӗрӗс диагноз лартасси тата çăмăлланать. Кунта пирӗн тӗп тухтăрăн Ильмас Шигабутдиновăн тӳпи пысăккине палăртмалла, – ман ыйтăва хуравланă май больницăн çӗнӗлӗхӗпе те паллаштарчӗ вăл.

Иосиф Кукушкин районăн обществăлла ӗçне те хастар хутшăнать. Темиçе хут та район Канашӗн депутатне суйланчӗ. Депутатсен корпусӗн сывлăх сыхлавӗпе экологи комиссине ертсе пычӗ. «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗн ӗçтăвкомӗн пайташӗн, районти призыв комиссийӗн аслă тухтăрӗн, РФ ШӖМӗн районти уйрăмӗн Обществăлла канашӗн пайташӗн тивӗçӗсене пысăк яваплăхпа пурнăçлать. 

Хисеплӗ Иосиф Виссарионович! Район çыннисем эпир сире питӗ хисеплетпӗр. Çăмăл мар ӗçӗрте куллен çынсен пурнăçне çăлатăр, чирсенчен сывататăр. Медицинăра ахаль çынсем çук, мӗншӗн тесен Гиппократ тупине тытмашкăн Турă панă чăтăмлăх, пултарулăх, сисӗмлӗх кирлӗ. Çав вăхăтрах тухтăрăн кăмăл-сипет енчен пуян пулмалла, çын хуйхине ăнланма пӗлмелле. Çак енсем пурте сирте пур. Тăрăшуллă ӗçӗршӗн тав туса малашне те ӗçре çитӗнӳсем тума сунатпăр. Пациентсен йăл куллипе тавӗ сирӗншӗн пысăк парне пултăр. 

 

Решит ФАТХУЛЛОВ,

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дрожжаное