76 çул иртсен тупăнчӗç
Çарăмсан районӗнче çуралса ӳснӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çухалнă нумай салтакăн йӗрне тупнă. Вӗсен йышӗнче Кивӗ Шешкел çыннисем пирки те хыпар пур.
Михаил Никитович Липатов йӗлтӗрçӗсен батальонне хăйӗн ирӗкӗпе каясшăн пулать, анчах 25-мӗш запас полка çыраççӗ. Çар комиссариатӗнче 1941 çулхи декабрь уйăхӗнче Хусанти 20-мӗш запас бригадине яраççӗ. Çакăн хыççăн Михаилран хыпар пулман. Ялта тăванӗсем те юлман. Пиччӗшӗ Василий Никитович Липатов тыткăнран таврăнсан Казахстана куçса кайнă. Аппăшӗ Анна Никитична Аксури педагогика училищинчен вӗренсе тухнă хыççăн малтан Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел ялӗнче, унтан 1949 çултан пуçласа Кивӗ Йӗлмел шкулӗнче учительница пулса ӗçленӗ. Александр Прокопьевич Никитина качча тухнă.
Михаил Никитовичăн тепӗр пиччӗшӗ Алексей Никитович Липатов та вăрçа кайнă. Берлинра рейхсканцеляри патӗнчи çапăçăва хутшăннă. Ăна «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн», «Хăюлăхшăн» медальсемпе, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăланă. Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградăлама документсем те тăратнă пулнă, анчах та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗпе çеç наградăланă. Аксу педагогика училищинчен вӗренсе тухнă Алексей Никитович Йăвашкел шкулӗнче учитель пулса ӗçленӗ. Ульяновск хулинчи педагогика институтӗнче куçăн мар майпа вӗреннӗ. 1946 çулта ăна Йăвашкелӗн çичӗ класлă шкулӗн директорне лартнă. 1954 çулта юнӗ пăсăлнипе (белокрови) вилнӗ.
Вăрçă вӗçленнӗренпе 76 çул çитрӗ. Михаил Никитович вăрçăра ăçта вилни пирки халӗ кăна пӗлтӗмӗр. Вăл 1921 çулта Кивӗ Шешкел ялӗнче çуралнă, Первомайск çар комиссариатӗнчен салтака кайнă. Стрелоксен запасри 20-мӗш бригадинче тăнă. 1942 çулхи январь уйăхӗнче Смоленск облаçӗнчи Вязьма районӗнче пуç хунă (оп. 100669, д.1).
Андрей Николаевич Корнилов 1908 çулта Кивӗ Шешкел ялӗнче çуралнă. Чăваш АССРӗн Калинин çар комиссариатӗнчен салтака кайнă. 158 оаштр, 67 Çарта çапăçнă. 1944 çулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Вяйке-Эмайыги юханшывӗн леш енчи плацдармра çапăçура пуç хунă (оп. 18002, д.1125). Эстонире, Валга уесӗнчи Пыдрала вулăсӗн Пикассила ялӗнчен çурçӗрелле 3 çухрăмра пытарнă.
Андрей Николаевичăн амăшӗ Васса Дмитриевна ятлă пулнă. Унăн та çывăх тăванӗсем ялта юлман. Аслă пиччӗшӗ Василий Николаевич 1945 çулхи мартăн 18-мӗшӗнче çапăçура пуç хунă. Ăна Латвири Либава уесӗнчи Эглес ялӗ патӗнче пытарнă.
Андрей Николаевич Корниловăн тăванӗсем Элмет районӗнчи Пакраш ялне куçса кайнă пирки калаçатчӗç ялта. Анчах çакна пакрашсем çирӗплетсе параймарӗç. Ку ялтан вăрçăра Василий Николаевич Корнилов вилни çеç паллă. Василий Николаевичпа Андрей Николаевич Корниловсем тăвансемех-ши е пӗр пек хушаматлисем кăна-ши? Паянхи кун ку паллă мар.
Степан Николаевич Липатова, Роман Кириллович Абравникова, Платон Захарович Корнилова 1940 çулхи апрелӗн 23-мӗшӗнче 1089-мӗш команда йышӗнче Николаев хулинчи 48-мӗш артиллери полкне хӗсмет иртме яраççӗ. Вӗсем вăрçăра та пӗрле пулнă тесе калаçатчӗç ялта. 150-мӗш дивизин 418-мӗш артиллери полкӗн рядовойӗ Платон Захарович Корнилов 1941 çулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче Ростов хули патӗнче тыткăна лекнӗ. Тыткăнри номерӗ – 326 VI K-85180. Вăрçă хыççăн яла таврăннă, 1959 çулта вилнӗ.
Роман Кириллович Абравников 418 артиллери полкӗн телефонисчӗ, 1942 çулхи майăн 29-мӗшӗнче Лазовой хули патӗнче тыткăна лекнӗ. Австрири Ляйбинск районӗнчи Дол-Мег патӗнчи лагерьте пулнă. Вăрçă хыççăн Кивӗ Шешкеле таврăннă, 2007 çулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче вилнӗ. Унран Степан Николаевич пирки ыйтсан: «Эпир хӗсметре пӗрле пулман», – тетчӗ. Эпир тӗрӗсне калама сăлтавӗ пур пуль тесе шанмастăмăр. Степан Николаевич çинчен пӗлес шутпа Ростов облаçӗнчи, ЦАМО архивӗсенче шыраттарса пăхрăмăр, анчах йӗрӗ çине тухаймарăмăр.
Пӗр вăхăт, 1970 çулсенче, Степан Николаевич сывă, Кемерово облаçӗнчи Оселки ялӗнче пурăнать текен хыпар та сарăлнăччӗ ялта. Вăл вăхăтра яла Оселки ялӗнчен хăнасем те килнӗччӗ. Степан Николаевичăн мăшăрӗ Татьяна Якуповна:
– Эпӗ хăнасемпе хам та Оселки ялне кайса килесшӗнччӗ. 1921 çулхи выçлăх вăхăтӗнче эпӗ аттесемпе пӗрле виçӗ çул пурăннăччӗ унта. Çав Оселкири Степан Николаевич Липатовăн сăнӳкерчӗкне пăхрăм та, ман мăшăрăм мар иккенне ăнлантăм, ăна курманни 35 çул та иртнӗ тата. Вăл пулсан та, халь унта кам пулса кайăп терӗм. Çемйи те пур, çакăн пирки шутларăм та каяс мар терӗм, – тенине астăватăп.
Степан Николаевичăн ывăлӗ аттесӗр ӳснипе питӗ хурланатчӗ: «Эпӗ аттесӗр ӳсрӗм, анне упăшкасăр пурнăçне ирттерчӗ. Курман хуйха кăтартрӗ вăл вăрçă», – тетчӗ ӳпкелешсе.
Ленинград облаçӗнчи Колпино хули патӗнче 1943 çулта февралӗн 23-мӗшӗнче пуç хунă Виктор Николаевич Липатов лейтенант (Степан Николаевичăн пиччӗшӗ) çав çулхине январӗн 1-мӗшӗнче янă çырăвӗнче çапла çырнă: «Килте пирӗн пурнăç япăх иккен. Аттепе анне сывлăхсăр, шăллăм тата йăмăксем çамрăк – ӗçлекен çук. Çтахванран (Степанран. – Авт.) çулталăк ытла çыру çук. Ахăртнех, вăл телейлӗ пурнăçшăн таçта инçетри çӗршывра пуç хучӗ пуль. Сывви пирки шанăç сахал. Енчен те вăл çухалас пулсан, питӗ шалккă. Мӗн тăвас тетӗн ӗнтӗ, вăрçă сурансăр пулмасть».
Степан Николаевич Липатовăн шăпине халӗ кăна пӗлтӗмӗр. Вăл 1919 çулта Кивӗ Шешкел ялӗнче çуралнă. Первомайск районӗн çар комиссариатӗнчен салтака кайнă. 48 АП 13 СД çапăçнă. 1942 çулта çуркунне Ленинград облаçӗнче пуç хунă (оп. 11003265).
Вăрçăра М.Н.Липатов, А.Н.Корнилов, С.Н.Липатов пек хыпарсăр çухалнă салтаксене шыракансене, тупса пӗлтерекенсене пурне те пысăк тав.
Евгений ИЛЮХИН.
Çарăмсан районӗ,
Кивӗ Шешкел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев