80 РЕГИОНТА ЕРТӲÇӖСЕМ СУЙЛАНĂ, 20 СУБЪЕКТРА ПИЛОТЛĂ ПРОЕКТ ПУРНĂÇЛАНАТЬ
Атăл тăрăхӗнчи аслă шкулсемпе наука организацийӗсем патшалăх тӗревӗпе туллин усă курма тăрăшаççӗ
Иртнӗ эрнере ТР Раисӗ Рустам Минниханов Раççей Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн Канашӗн ларăвне видеоçыхăну мелӗпе хутшăннă. Унта Раççей Федерацийӗнчи субъектсен наукăпа технологи аталанăвӗн çӗнӗ тапхăрӗнчи вырăнӗпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.
Ларăва уçнă май РФ Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров çӗршывăн аталанăвӗпе хăрушсăрлăхӗ шанчăклă наука никӗсӗ пурринчен тата технологисен аталанăвӗнчен нумай килнине палăртнă. Çӗршыв ертӳçин 2024 çулхи майăн 7-мӗшӗнче тухнă 309№ Указӗпе килӗшӳллӗн, технологисем енӗпе тӗнчере мала тухасси çӗршыв аталанăвӗн 2030 çулчченхи, унтан 2036 çулчченхи тапхăрсенче тӗп наци тӗллевӗсенчен пӗри пулмалла.
И.Комаров Раççей Президенчӗ В.Путин хушнипе тунă утăмсем пирки те асăнса хăварчӗ. Тӗслӗхрен, технологисен 2030 çулчченхи аталанăвӗн концепцине йышăннă, наукăпа технологисен аталанăвӗн стратегине, приоритетлă сулăмӗсене, наука енчен кăткăс технологисен переченьне çирӗплетнӗ.
Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ каланă тăрăх, халь экономикăпа обществăна мӗн кирлине шута илсе технологи суверенитечӗн задачисене татса парас тесен регионсене наукăпа технологисене аталантарас тӗлӗшпе пӗрле ӗçлеме майсем туса памалла. Тӗп тӗллев – наукăпа бизнес интересӗсене шута илсе çак процеса хутшăнакансен хушшинче эффективлă коммуникацисен системине йӗркелесси. В.Путин Санкт-Петербургри халăхсен хушшинчи экономика форумӗнче разработчиксен ӗçӗсем сентре çинче выртмалла марри, вӗсене шухăшласа кăларнинчен пуçласа конкретлă продукт пуличчен тӗрев памалли пирки каланăччӗ. Çакна пурнăçлама регионсенчи власть органӗсем, наукăпа чăн сектор килӗштерсе ӗçлени кирлӗ.
РФ Правительствин Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко та бизнесри çынсем, аслă шкулсем тата наука организацийӗсем пӗрле ӗçлени пысăк вырăн йышăннине палăртрӗ. Çак тӗллевпе çӗнетнӗ стратегипе килӗшӳллӗн çӗршыври 80 регионта наукăпа технологи аталанăвӗ енӗпе ертӳçӗсем суйланă. 20 субъектра наукăпа технологисен аталанăвӗн сферинчи патшалăх программисен пилотлă проекчӗ пурнăçланать, çав шутран 7-шӗ – Федерацин Атăлçи округӗнче.
Атăл тăрăхӗнчи аслă шкулсемпе наука организацийӗсем патшалăх тӗревӗпе туллин усă курма тăрăшаççӗ. Тӗслӗхрен, çывăх вăхăтра округра 4 кампус тума палăртнă. Вӗсенчен чи пысăккине çитес çул Чулхулара уçма хатӗрленеççӗ.
Федерацин Атăлçи округӗнчи 6 регионта малта пыракан 13 инженери шкулӗ ӗçлет те ӗнтӗ. 120 ытла çамрăксен лабораторийӗ тӗпчев ӗçӗсем илсе пырать. Патшалăх, бизнес тата наука кооперацине вара тӗнче шайӗнчи тăватă наукăпа вӗрентӳ центрӗ тивӗçтерсе тăрать.
Кунсăр пуçне Федерацин Атăлçи округӗ «Профессионалитет» кластерсен шучӗпе чи малта пырать – 19 отрасльте 99 кластер ӗçлет. Çав шутра машинăсем тăвассинче те, ял хуçалăхӗнче те, металлургире те, радиоэлектроникăра та, строительство, атом, топливăпа энергетика отраслӗсенче те.
Атăлçи тăрăхӗнчи регионсем наукăпа технологисен аталанăвӗ енӗпе пысăк çитӗнӳсем туни куçкӗрет. Атăлçи округӗнчи регионсенчен çурри топ-30 рейтинга кӗме пултарнă ку енӗпе.
РФ наукăпа аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков пӗлтернӗ тăрăх, наукăпа технологисен аталанăвӗпе çыхăннă задачăсене татса парас тӗлӗшпе кадрсене хатӗрлес системăна та çӗнетме пуçланă. «Наука тата университетсем» наци проекчӗ шайӗнче 2020 çултан пуçласа аслă пӗлӳ илессине тата та анлăлатнă, уйрăмах регионсенче. «Ума лартнă задачăна паянхи куна пурнăçланă – аслă пӗлӳ илес текенсем валли паян пур енлӗн çул уçă. Çак енӗпе эпир тӗнчере те чи аваннисен шутӗнче. Бюджетлă вырăнсен шучӗ, 2020 çултипе танлаштарсан, 50 пин таран ӳсрӗ. Тата 30 пин вырăн Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене патăмăр. Çаксене шута илсен паянхи кун шкулсенчен вӗренсе тухакансенчен 60,2 проценчӗн бюджетлă вырăнсене вӗренме кӗме май пур. Уйăрнă вырăнсенчен 75 процентне регионсенчи аслă шкулсен хушшинче пайланă. Çакă çамрăксене пысăкрах хуласене каясран тытса тăма, вырăнтах юлма пулăшӗ», – тенӗ министр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев