88 çулпа пыракан Виччинкка тете паян та ял тăрăх велосипедпа çӳрет, ӗмӗрӗпех кăмăлланă ик урапаллă тусне пăрахмасть
– Халь унчченхи мар çав, çул çинче автомашина нумай. Ак нумай пулмасть район центрне Кивӗ Çӗпрелне кайса килтӗм. Машинăсем унталла та кунталла вӗçтереççӗ кăна, пăрăнкаласа ӗлкӗрме те йывăр, – тет Виталий Петрович.
Вăрçă ачисенчен нумайăшӗ ашшӗне астумасть – лешсем фронта тухса кайнă чухне вӗсем ытла та пӗчӗк пулнă. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Виталий Казаковăн та (ялта ăна Виччинкка теççӗ) çавăн пекех. Вăл 1936 çулхи январӗн 19-мӗшӗнче çуралнă, ашшӗне вара – Петр Петровича (1905 çулхи) – 1942 çулта илсе кайнă, урăх таврăнман. Амăшӗ Александра Васильевна (1903, хӗр чухнехи хушамачӗ Ларионова) виçӗ ачапа юлнă –
Лидя (1927), Анна (Ануш) (1932), Виччинкка. Вӗсене пӗчченех ӳстерсе çын тунă.
– Атте колхозсем тунă вăхăтра Мускав айккинче те ӗçлесе пăхнă, ялта платник тивӗçӗсене пурнăçланă. Анне ӗмӗрӗпе колхозра бригада ӗçӗсенче тăрăшнă, вăл 1962 çулта вилчӗ. Эпӗ шкул пӗтеричченех хире пучах пуçтарма çӳренӗ, ултă класс пӗтерсен Суворов ячӗллӗ колхозра вăкăрпа ӗçлеме пуçларăм. Урăх вӗренмен. Ун чух председатель Василий Ермолаевччӗ, счетоводра Григорий Марков ларатчӗ. Колхозра пилӗк бригадăччӗ пек астăватăп, пӗрне Василий Изендеев ертсе пыратчӗ. Пирӗн бригадăра пилӗк вăкăрччӗ. Вăкăрпа çӳрекенсем чылайччӗ – Иван Карсакова, Юман Андреева астăватăп. Эпир вăкăрсемпе Кивӗ Чукала каякан çула тума Чăваш Çӗпрел айккинчен шурă чул турттараттăмăр. Пирӗнпе хӗрарăмсем ларса пыратчӗç, чулне таккаса кăларса кăламашкă çине тиетчӗç, таврăнсан пушататчӗç. Кивӗ Чукалта ун чух пысăк пасар пулатчӗ, унта пӗтӗм ял çӳретчӗ, çавăнпа лайăх çул кирлех пулнă.
1950-мӗш çулсен пуçламăшӗнче ялти икӗ колхоза пӗрлештерчӗç, ăна Ленин ятне пачӗç. Унта та вăкăрпа çӳрерӗм-ха. Кайран вара лаша çине лартăм, мӗн хушнă – çавна тунă эпир. Ачаллах икӗ лаша кӳлсе ярса хăяр анине акапуçпа сухалаттăмăр, тырçи вăхăтӗнче комбайн хире тăкса хăварнă тырра йӗтем çине илсе килеттӗмӗр. Торф та турттарнă, – аса илет ачалăхне Виталий Петрович.
1956 çулхи августра чăваш каччине салтака илнӗ, малтан пӗр уйăх Саратовра вӗрентнӗ, унтан Германие ăсатнă. Унта вăл артиллерист специальноçне алла илнӗ, Дрезден, Вальдорф, Веймар хулисенчи çар чаçӗсенче тăнă. Хăй каланă тăрăх, виçӗ çул та тăватă уйăх пынă хӗсмет вăхăтӗнче вăл увольнение икӗ хут çеç тухса курнă. Дисциплина питӗ çирӗпчӗ тет. Яла таврăнсан вара нумаях та тăман –
Лидия Егоровна Патшеевăна (1935 çулхи) качча илнӗ, çӗнӗ çемье чăмăртаннă. Мăшăрӗ бригада ӗçӗсене çӳренӗ. Вӗсем пӗр ывăл та виçӗ хӗр çуратса ӳстернӗ: Петр (1960 çулхи, шел, пурнăçран уйрăлнă ӗнтӗ), Галина (1963), Елена (1964), Валентина (1966). Хӗрӗсем Ульяновскра пурăнаççӗ.
Виччинкка тете лашапа 1983 çулчченех çӳренӗ: хирти комбайнерсене апатлантарнă, шыв турттарнă, сысна витинче тислӗк тăкнă, хӗлле хиртен улăм турттарнă... Каярах лашасене кăштах çăмăллăх пулнă вара – колхоза икӗ ГАЗ-51 автомашина килнӗ. Лашине пăрахсан Виталий Петрович колхозра платниксен бригадине куçнă, вӗсем колхоз витисене çӗкленӗ, юсанă. 1996 çулта пенсие тухсан та ӗçе çӳренӗ-ха вăл.
Паян Виччинкка тете пӗчченех пурăнать, мăшăрӗ темиçе çул каялла çӗре кӗнӗ. Пӗччен теме те çук ӗнтӗ, кинӗ Люба, хăй те пӗччен юлнăскер, çул урлă кăна пурăнать, кунне темиçе хут кӗрсе тухать, тӗрлӗ ӗçсемпе пулăшать. Виччинкка тетен сакăр мăнук, кӗçӗн мăнукӗсен шучӗ те вун тăватта çитнӗ ӗнтӗ. Сывлăхӗ чиперех-ха унăн, тӗлӗнмелле, 88 çулпа пыракан çын паян та ял тăрăх велосипедпа кустарать, ӗмӗр çӳренӗ ик урапаллă тусне пăрахмасть.
– Халь унчченхи мар çав, çул çинче автомашина нумай. Ак нумай пулмасть район центрне Кивӗ Çӗпрелне кайса килтӗм. Машинăсем унталла та кунталла вӗçтереççӗ кăна, пăрăнкаласа ӗлкӗрме те йывăр, – тет Виталий Петрович.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев