9-ти Валера: «Эп арçын, сăмаха тытатăп!»
Патриотизм туйăмӗ окопра мар, анне сӗчӗпе çуралать. СССР арканнă хыççăн нумай çул кун çинчен аса илмерӗмӗр. Телее, генетика кочӗ пирте çывăрмасть, 1990 — 2000-мӗш çулсенче çитӗннисен хушшинче те пултаруллă офицер-салтак нумай. Вӗсене пăхса патриот пулса çитӗнекен ачасем те сахаллăн мар. Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткин (Чăнлă районӗ) шкулӗнче вӗренекен Валера Спиридонов та акă апрелӗн 17-мӗшӗнче кӗрешӳри çӗнтерӗвне СВОри салтаксене халалларӗ.
Иккӗмӗш класра вӗренекен 9-ти Валера Спиридонов Сывлăш çар десанчӗн фаначӗ, çарпа çыхăннă кашни япала интереслӗ уншăн. Тельняшки те, беречӗ те пур. Çитӗнсе çитсен тем пек десантник пулма ӗмӗтленет. Кун валли халех хатӗрленме тытăннă тесен те юрать. Чăн-чăн арçынна кирлӗ çирӗп характера пиçӗхтерсе шкулта «4», «5» паллăсемпе кăна вӗренет, шахмат, кӗрешӳ спорчӗн ăмăртăвӗсенче малти вырăнсене йышăнать тата... чунтан Турра шанать.
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Аслă Нагаткин ялӗнчи кӗрешӳ ăмăртăвӗ умӗн амăшне вăл: «Анне, 1-мӗш вырăн илетӗп те çӗнтерӗве СВОри салтаксене халаллатăп. Эп арçын, сăмаха тытатăп. Çӗнтерӳ пирӗн пулать!» — тенӗ пӗр иккӗленмесӗр. Каланă — тунă, Валерăн 1-мӗш вырăн! Салтаксене халалланă пӗрремӗш çӗнтерӗвӗ мар иккен ку чăваш ачин.
— Историйӗ чăнах та интереслӗ, — сăмаха пуçларӗ амăшӗ Алена Валерьевна кун пирки каласа пама ыйтсан. — Пӗлтӗр кӗркунне, ун чух Валера пӗрремӗш класраччӗ, ашшӗ-амăшӗсен пӗрремӗш пухăвӗ хыççăн вӗрентекенӗ мана чарчӗ те: «Алена Валерьевна, сире юлма ыйтатăп», — терӗ. Валерăн ӳкерчӗкне кăтартма хăварнă иккен. Ман ача унта йăнăшсемпе «Россия вперед, США говно...», вӗçӗнче лайăх кăна намăс сăмах çырса хунă. «Шухăшӗ тӗрӗс-ха, намăс сăмахӗ вара...» — тет вӗрентекен. Пирӗн хамăр çемьерен СВОра никам та çук, çапах та мессенджерсенчен пӗринче СВОри салтаксен ушкăнӗпе çыхăну тытаттăм. Шӳтшӗн тенӗ пек, тытрăм та ӳкерчӗке вӗсене ярса патăм. Валерăпа эпир намăс сăмах пирки килте калаçрăмăр-ха, чиркӗве кайса каçарттартăмăр та. Халӗ вăл намăс сăмах çырма юраманнине лайăх пӗлет. Анчах фронтри арçынсене ӳкерчӗкӗ çав тери килӗшнӗ. Ушкăн администраторӗнчен: «Приз зрительских симпатий получает этот рисунок от нашего юного поклонника. Мы обязательно свяжемся с ним и наградим его за такой прекрасный шедевр», — тесе çырнă хурав çитрӗ. Вăт кун хыççăн хавхаланнă Валера кӗрешме тытăнчӗ те. Салтаксене ăнăçу сунса видео та ӳкерсе ячӗ хирӗç. Фронтри тусӗсем хăнана килме шантарсан тата хытăрах савăнса кӗтме тытăнчӗ. Салтаксемпе эпир çӗнтерӳ хыççăн тӗл пулма калаçса татăлтăмăр. Кӗске отпуск вăхăтӗнче вӗсен вăхăтне илес мар терӗмӗр. Шел, ку салтаксемпе çыхăну татăлчӗ пирӗн.
Хăй шухăшне намăс сăмахпа пулсан та арçынла вирлӗн пӗлтернӗ Валерăн историйӗ кунпа кăна вӗçленмен-ха. Алена Валерьевна волонтер ӗçне пуçăнсан Ульяновск хулинчи «МамЮля Я» волонтерпа çыхăну тытма тытăннă. Сăмах май, Чăнлă районӗнче «Сердечный зов» волонтер ушкăнӗ çав тери лайăх ӗçлет. Пухăннă гуманитари пулăшăвне унччен Ульяновск хулине леçнӗ пулсан, халӗ хăйсен пунктне йӗркеленӗ. 13 ялта (!) маскировка сетки çыхаççӗ. Кун пекки облаçăн пӗр районӗнче те урăх çук.
— «МамЮля Я» волонтер гуманитари пулăшăвне фронта, Пензăри ГРУ спецназ батальонне леçет, хамăр атьсем патне те, госпитале те çитет. Çулталăк пуçламăшӗнчи çулçӳревӗ йывăр пуласси паллăччӗ, мӗншӗн тесен пирӗннисене вăйлă пеме тытăннăччӗ ун чух. Фронтри салтаксен кăмăлне çӗклес шутпа эпӗ: «Хăв арçыннусене култар-ха унта», — тесе Валерăн ӳкерчӗкне ăна та ярса патăм. Мӗн тетӗр, спецназ батальонне çав тери килӗшнӗ пирӗн ӳкерчӗк. «Русич», «Фома», «Альба», «Малой» командирсем волонтертан Валера валли ятарласа алă пусса кепка тата сухпаек парса янă. Çав вăхăтра батальон командирӗ «Сапер» заданире пулнипе алă пусайман. Çӗрле кăна заданирен таврăннăскер, Валерăна хăйсене çакăн пек тӗрев панăшăн тав туса тӳрех видео çыртарса янă. Пӗр шăматкун мана «МамЮля Я» шăнкăравлать: «Телеграм-канала мӗншӗн пăхмастăн? Валера валли хыпар унта», — тет. «Тупата, шăматкун вӗт, телефонра лармастăп», — хуравлатăп хайхине. Пăхрăмăр та тӗлӗнсех кайрăмăр. Батальон командирӗ Валерăна тав тăвать. Çав тери хӗпӗртенипе пирӗн ача тӳрех картише, вӗсем валли арча ăсталама чупрӗ. «Сире кирлӗ пулать-и кун пекки, çук-и — хăвăр хаклăр, пӗрремӗш хут ăсталатăп. Тав сире мана çапла савăнтарнăшăн. Сире те ăнăçу сунатăп. Çӗнтерӳ пирӗн пулать!» — тесе арча ăсталанине видео çыртартăмăр. Шăп çавăн чух камера çине пăхса вăл хӗллехи каникул хыççăн Покровск ялӗнче пулакан ăмăртура улхашсемпе покровскисене çӗнтерме шантарчӗ. Хăй сăмахне тытрӗ, хӗрӳ иртнӗ ăмăртуран кубокпа таврăнчӗ, — тăсăлать малла калаçу.
Фронтран янă парнепе кучченеçе вара «МамЮля Я» шкула, класах килсе пани тата хытăрах савăнтарнă.
— Пирӗн ача кун хыççăн мӗнле хытă улшăннине пӗлесчӗ сирӗн. Пӗр япăх япала та тумасть халь. Фронтри тусӗсен шанăçӗнчен тухасшăн мар. Вăл хăй çитӗнӗвӗсене хăйсене халалланине спецназ салтакӗсем патне çитернӗ ӗнтӗ. Шухăшлакан ача-ха вăл пирӗн ахаль те, вăрçă, фронт мӗн иккенне тӗрӗс ăнланать, чиркӳре вӗсемшӗн темӗнччен кӗлтăвать, вилнисемшӗн çурта çутса лартать, — терӗ амăшӗ фронтри салтаксемпе çыхăну тытни ачи çине вăйлă витӗм панине палăртса.
Тренерсем те мухтаççӗ Валерăна. Шахматла выляни ăна кӗрешӳре кашни утăма шутласа тума пулăшать иккен. Çавăнпа «мӗнле каять — çапла пулать» тесе каймасть ăмăртăва, тӗллев лартать те ун патне çирӗппӗн утать. Çавăнпах пуль кӗрешӳ спорчӗпе туслашнăранпа пӗрре те выляса яман-ха вăл. «Кӗрешӳре бульдозер пекех вăл пирӗн», — ывăлӗн кӗрешӗвӗ пирки шӳтлет Алена Валерьевна. Турнирсенче выляса илекен пысăках мар укçан (тренерӗ вӗсене кăшт укçа парса хавхалантарассине йăлана кӗртнӗ) пӗр пусне те тустармасăр амăшне кӳрсе парать. «Анне, ме ку сана апат-çимӗç, çăкăр туянма», — тет кашнинче.
Аслă Нагаткинра пурăнакан Спиридоновсен çемйинче виçӗ ача ӳсет. Асли — Тамара, вăл та маттур, шкулта «5» паллăпа кăна вӗренет, чăвашла хитре юрлать. Кӗçӗнни Серафим, хальлӗхе садикре. Пиччӗшӗнчен халех тӗслӗх илет вăл. Спорт секцийӗсене çӳреймест-ха, çапах та шашкăпа интересленет. Ачасен хушшинче иккӗмӗш вырăн çӗнсе илме те ӗлкӗрнӗ.
— Иккӗмӗш ывăл Валера пекех йăрă мар пирӗн, çапах унăн та характерӗ пур. Валера хăвăрт вӗресе каять пулсан, Серафим чăтăмлăрах, хăйне кӳрентерме памасть, — ăшшăн каласа парать ывăлӗсем çинчен амăшӗ.
Çакăн пек патриотсем çитӗнеççӗ Аслă Нагаткин ялӗнче. Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнчи Спиридоновсемпе Кузьминсен, çав шутра паттăр летчикăн (Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тăшманăн 12 самолетне персе антарнă) Виталий Никифорович Кузьминăн, йăхӗсен кӗçӗн мăнукӗнчен урăххине кӗтмелле те марччӗ пуль. Патриотизм туйăмӗ ку çемьен ӗнер-паян кăна çуралман, аслинчен кӗçӗннине куçса пынă.
Ирина КУЗЬМИНА.
Спиридоновсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев