900 шкул ачи хăйсене тӗрлӗ пултарулăхра тӗрӗслесе пăхнă
Хусанти Уникаллă пултарулăх центрне (ЦУМ) çулла пуçланнăранпа 900 яхăн шкул ачи çитсе курнă. Унта вӗсем валли экскурсисем, культурăпа вӗренӳ программисем тата пултарулăх мастер-класӗсем йӗркеленӗ.
Июнь уйăхӗнчен пуçласа центр шкул лагерӗсене çӳрекенсене йышăнать. Ачасене курав тата музей лаптăкӗсемпе, пултарулăх мастерскойӗсемпе, халăх ӳнер промыслисемпе паллаштаракан икӗ тата виçӗ сехетлӗ программăсем сӗнеççӗ центрта. Вӗсен шайӗнче керамикăпа йывăç япаласем сăрлама, кӗленче мозаикăран брелоксем тума, çăм йăвалама тата ытти япаласене вӗренме пултараççӗ.
Пилӗк куна тăсăлакан «Творческие каникулы» проект 7-12 çулсенчи ачасен хушшинче уйрăмах сарăлнă. Унта мастер-классем, пултарулăх лабораторийӗсенче ӗçлесси, экскурсисем, тухса çӳремелли мероприятисем тата апатлану кӗрет.
Июнӗн 22-мӗшӗнчен проект шайӗнче виçӗ смена иртнӗ, унта 60 яхăн ача хутшăннă. Тепӗр смена июлӗн 20–24-мӗшӗсенче иртет, унта 30 шкул ачи хутшăнӗ.
Программăна керамика ӳкерес, линогравюра, тӗрӗ, флористика, ал çыххи тăвас тата чӳлмек çавăрма вӗрентекен занятисем кӗрӗç. Çавăн пекех ачасем валли тухса çӳремелли мероприятисем – парăслă яхтăсемпе çӳреме вӗренӗç, интереслӗ Наукăпа техника çуртне çитсе курӗç тата космогрядкăсем енӗпе мастер-класс иртӗç.
Уникаллă пултарулăх центрӗнче иртекен çуллахи программăсен тӗп тӗллевӗ – ачасене Тутарстан культурипе тата йăли-йӗркипе практика занятийӗсем урлă паллаштарасси. Унта хутшăнакансем алӗçӗсем пирки ытларах пӗлме кăна мар, хăйсене тӗрлӗ пултарулăхра тӗрӗслесе пăхма та пултарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев