Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачалăха тавăрса чуна ăшă туйăмсем парнелерĕ

Хусанта пурăнакан Константин Малышевăн Чăваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть тухнă «Ачалăхăм» кӗнекине (редакторӗ О. Федорова) киленсе вуласа тухрăм. Парнешӗн автора тавах. Унăн пӗрремӗш чӗкеçӗ вăл — малтанхи кӗнеки. Унта 29 калав кӗнӗ.

Йӗркесене шӗкӗлчесе пынă вăхăтра хама авторпа пӗрле Пӳркел урамӗсемпе, Тăхăрьялпа çӳренӗ пекех туйрăм, хамăн ачалăха таврăнтăм, танлаштарусен авăрне путрăм. Авторăн кун-çулӗнчи чылай пулăм манăннипе тӳрӗ килет иккен. Вăл хăйне виççӗре чухне астума тытăннă, эпӗ те хама виçӗ çул та виçӗ уйăхрине астăватăп — ун чухне манăн шăллăм çуралчӗ. Ачалла пылчăк тăрăх шăтăрнак та сахал мар кустарнă эпир. Пирӗн ун чухнехи вылямалли тракторсем те — пуленккерен касса-чутласа кăларнисемччӗ. Велосипедпа 5 çултах урана рама айне ярса çӳреме пуçларăм. Хӗçле те вылянă, хӗлле пӗр-пӗрне тӗртсе-чышса юр купи çине «патша» пуласшăн та улăхнă пирӗн ăру. Манăн атте, Константин Анатольевичăнни пек, фотограф пулман, анчах эпир Василий юлташпа 1970-мӗш çулсен пуçламăшӗнче хамăр «Чайка» фотоаппаратпа урамра ачасене ӳкерсе çӳреттӗмӗр те урамра тӗттӗмленсен вӗсен пӗчӗк пӳртне кӗрсе кăвак çутă киличчен мӗлке кăлараттăмăр. 

Чӗкӗнтӗр çумласси манăн 5-мӗш класс хыççăн пуçланчӗ, автор вара 3 класс пӗтерсенех çак тертлӗ ӗç çумне çыпăçнă. Тӗрӗс, чӗкӗнтӗр анине кунӗпе маттикпе таккаса çӳренӗ хыççăн çывăрма выртсан куç умӗнче симӗс тӗслӗ чӗкӗнтӗр çулçисем пӗр чарăнми вӗлтӗртетеççӗ. Паян халăх алăпа чӗкӗнтӗр çумламанни — пӗр ырлăх! 

Эпӗ асаннене курман, анчах шкула кайиччен кашни çулла хамăр ялти кукамай патӗнче пурăннă, унăн ăшшине туйса ӳснӗ. Ку питӗ ырă тапхăр. Урамри вăйăсем те пӗр пеккисем пулнă пирӗн. Çырмара пурте ырашпăтри пуллине тытнă. Хире касупа кӗтӳ кӗтме кайнă. Апачӗ те пӗр евӗр пулнă — сӗтел йăтăнса анас пек ларман, çапах та эпир выçă ӳсмен, умра чи кирли пулнă: çăкăр, çӗрулми, сахăр, купăста, халва, повидло, тип çу, кăштах та пулин аш-какай... Йӗпетнӗ çăкăр чӗлли çине сахăр пессукӗ пурте сапса çинӗ пуль — ку «деликатес». Чирлесен вара пире лӗклентерсе яракан пулă çăвӗ ӗçтеретчӗç. Пӗчӗкӗллех лаша утланса çӳренӗ, кӗтӗве хирӗç ӗне илме кайнă. Вăл пăруласан анне ӗне ырри тăвасса кӗтеттӗмӗр. Пушă çурт картишӗнче «концертсем» те лартатчӗç пирӗн кас ачисем. Эп «Артекра» пулман, çапах та районти тата ялти пионер лагерӗсенче каннă. Çаксем çинчен автор кӗнекере ăшă кăмăлпа çырса кăтартнă. Кунта кӗнекери тата манăн ачалăхри пӗрпеклӗхсене малалла та çырса кайма май пур. Кӗскен вара çапла калама пулать: ăçта пурăнсан та чăваш ялӗсенчи ачасем пӗр евӗр условисенче ӳснӗ. Ял çыннисен пӗтӗмӗшле условийӗсем те пӗр евӗрлӗрех пулнă ӗнтӗ.

Тăхăрьял чăваш тӗнчин уйрăмрах кӗтесӗ пулнине пӗлетпӗр-ха эпир литературăран. К. Малышев вара историри пулăмсене асăнса хăварнă май хăй куçӗпе курнине, хăлхипе илтнине çырса кăтартать, Тăхăрьялпа мăнаçланнине палăртать. Ку çапла пулмалла та ӗнтӗ, çыншăн çуралса ӳснӗ вырăнтан хаклăраххи мӗн пур? Вырăнти йăласене çырса кăтартма та манса кайман вăл. Сăмахран, туйсем мӗнлерех иртни, ял халăхӗ туй курма пуçтарăнни. Унчченхи туйпа хальхи туя та танлаштарса пăхать. Кивӗ йăласемпе ирттернӗ туйсем чунлăрах пулнине палăртать.
Автор вырăнти калаçу сăмахӗсемпе усă курса кӗнекене пуянлатни пирки те каламалла. Вулакан Тăхăрьялта мӗнлерех калаçнине чухлама пултарать. Ытти çӗрте усă курсах кайман сăмахсем чылай кунта: явлăк (тутăр), мекен (ахăртнех), картахви (çӗрулми), туйăн (юшкăн), сăмаххут (велосипед), маттак (мотоцикл), çитлесе (çивӗтлесе, явса), юр (лăка, сăмахран, çăмарта лăка), хайăр (вăйпа сӗтӗр, вăйпа хир), кат (чул сарса тунă аслă çул), пес (хăмăр), хăлхалхи (хăлха çакки), тăвăлса лар (тулса лар), марата (пулă тытмалли хатӗр), лекарццă (эмел), кармун (хуткупăс), хулкка (путăш, вырăсла — поплавок)... Ку чăваш чӗлхин пӗтӗмӗшле пуянлăхӗ, çакна упрамалла пирӗн. Ку кӗнеке тивӗçӗ — шăпах çакă.

Текстри нумай предложени глаголпа вӗçленменнине те асăрхарăм вуланă май. Кашни предложение «каять», «килет», «выртать», «тăрать» пек глаголсемпе вӗçлени авторăн чӗлхи, шăхăшлавӗ чухăнраххине кăтартать. Ку кӗнекере вара ун пек мар, çыравçăн тӗрлӗ пуплев пайӗсенчи сăмахсемпе вӗçленекен предложени нумай. Сăмахран, «Тăвансем патне унтан çывăхрах», «Унтан — тăвансем патне», «Мӗнле килӗшет вӗт-ха ăна гидроперитпа çутатнă çӳçӗ», «Эпир бульдозерсене сарă тӗспе сăрлама тăрăшаттăмăр — Шупашкар тракторӗ пек» тата ыттисем. Кӗнекене вуласа тухнă çӗре кун пеккисем чылай пуçтарăнаççӗ. 

Илемлӗ танлаштарусем те çук мар. СССРта кăларнă лум пирки совет халăхӗ пек çирӗп тесе çырать автор. «Хур çунатти айне пытанакан сарă чӗпӗ пекех йăпшăнаттăм эпӗ асанне хулӗ айне», — тени те пур. Чылаях ун пеккисем. Кӗнекене вулакансем хăйсемех тӗл пулӗç вӗсемпе.
Ачасене воспитани паракан, ăса вӗрентекен самантсем те пур кунта. Атте-аннен, аслисен сăмахне итлемелли çинчен «Пулла кайсан» пайра вуласа пӗлме пулать. Çуркунне аслисене итлемесӗр атмапа пулă тытма кайсан туйăн ăшне путни пулнă. Инçетри кӳлле пулла кайсан çумăр çунă та — велосипедне аран сӗтӗрсе çитернӗ ял хӗррине. Пулла кайнă ачасемшӗн пăшăрханса вӗсене ашшӗ илме хирӗç тухнă. Çакăн пек пулăмсем ачана ăса кӗме пулăшаççӗ.

Вуласа пынă май автор лайăх калавçă пулнине туйса илме пулать. Вăл ансат предложенисемпех хăй калас тенине вулакан патне йӗркипе ӗнентерӳллӗн çитерет. Хăш-пӗр самантра ăшă кулă та палăрать.

Ачалăхран лайăхрах, чуншăн хаклăрах тапхăр çук ӗнтӗ çыннăн. К. Малышевăн кӗнеки мана хамăн ачалăха тавăрса чуна ăшă туйăмсем кӗртрӗ. «Ачалăхăм» кӗнеке аслăрах ăрури паллă чăваш çыравçисен хайлавӗсемпе пӗр рете тăрса хамăр литературăна пуянлатасси пирки пӗртте иккӗленместӗп эпӗ. Автор хăйӗн хайлавне пӗрремӗш сăпатран çырни вара пулăмсене ытла та чӗррӗн кăтартать. Вӗсем халӗ пулса иртеççӗ пек, эсӗ унта хутшăнатăн пек.

К. Малышев малашне те çине тăрса ӗçлесен чăваш литературинче паллă йӗр хăварма пултарӗ тесе шутлатăп. Пӗрремӗш кӗнеки вара чиперех пулса тухнă.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество