Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасен юратăвӗ – чи хакли

Мăшăрӗпе хăйсен икӗ ывăлне ӳстернисӗр пуçне чăваш чунлă Марина Николаева çынсен ывăлне-хӗрне ăс парать, 30 çул Ульяновск облаçӗнчи Чертаклă районӗнчи Октябрьскинчи «Василёк» ача садӗнче вăй хурать.

Марина Константиновна воспитательте тăрăшнисӗр пуçне тата шкулчченхи учрежденире чăваш культурипе чӗлхине вӗрентессипе кружок ертсе пырать. Этнокомпонентсемпе усă курассине халалланă уçă уроксем хальччен пӗрре мар ирттернӗ вăл. Ачисемпе облаçра, районта, ял хутлăхӗнче йӗркелекен мероприятисене хаваспах хутшăнаççӗ.   

– Хамăн ушкăнра чăваш культурипе тата йăли-йӗркипе нумай ӗçленипе мана час-часах муниципаллă пӗрлӗхри ытти воспитательсем умӗнче доклад вулама шанаççӗ. Паян наци ыйтăвне пысăк тимлӗх уйăратпăр, «Василёкра» чăваш, тутар, мордва, вырăс халăхӗсен йăли-йӗркипе культурине ăса хывтарма тăрăшатпăр. Шăпăрлансем ашшӗ-амăшӗсене тăван чӗлхине вӗрентес ӗçре пысăк тӳпе хывччăр тетпӗр. Ирпе ӗçе килсенех чи малтан ачасемпе тӗрлӗ халăх ташшисене ташлатпăр эпир. Çакăн çине килӗсенче вырăсла çеç калаçакан ачасем те лăпкăн пăхса тăраймаççӗ. «Марина Константиновна, ташлама юрататпăр», – теççӗ вӗсем Атăлçи тăрăхӗнчи тӗп халăхсен юррисене те вӗренме хирӗç маррине пӗлтерсе. «Эпир Сире те питӗ хытă юрататпăр», – теççӗ вара чи çепӗççисем. Шутлатăп та – çакăнтан ытларах хаклав пур-ши çӗр çинче? – тет чăваш воспитателӗ.

Марина Николаева Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ. Унта паян юратнă хаклă амăшӗпе ашшӗ, Валентинăпа Константин Андреевсем, пурăнаççӗ. Пилӗк ача çуратса ӳстернӗ вӗсем. Иккӗшӗ те ӗмӗр тăршшӗпе колхоз ферминче тăрăшнă: Валентина Николаевна пăрусем пăхнă, Константин Алексеевич скотникра вăй хунă.

– Аннепе аттешӗн Туррăн кашни кунӗ ирхи 4 сехетре пуçланнă. Ирех ял хуçалăх фермине тухса утнă. Пăрусен ӳт хушмалла. Çавăнпа та вăхăтра апат çитернӗ вӗсене, витесене тасатнă. Пирӗн, хӗрӗсемпе ывăлӗсен, кил хуçалăхӗнче ӗçлемелле пулнă. Ирпе ӗне-сурăхсене кӗтӗве кăларса янă, каçпа хирӗç тухнă. Хăçан ӗнине хамăрах сунă. Ял çыннин шăпи пӗрешкелтерех. Никама та иртӗхтермен. Кунта çичӗ хут тар тăкмасăр кулачă, тутлă апат çиейместӗн. Нумай ачаллисен вара тата та тăкаксем сахал мар. Кӗрӗк арки йăвалама, ӗçсӗр ларма май килмен. Аслă ачасем кӗçӗннисене тимленӗ. Юратнă аннемӗре пулăшас килнӗ. Вăл вара пирӗнпе яланах çепӗççӗн калаçатчӗ. Паян та çаплах. Хамăрăн ăмăрткайăксем çитӗннӗ пулсан та çак çепӗç илемлӗ хӗрарăм çумӗнче хамăр унăн ачисем иккенне чӗрепе туятпăр. Аттепе анне пурăнакан тăван киле çӳреме юрататпăр. Вӗсен пилӗ, ырă сунни пире малалла ăнтăлма пулăшать. Шкулта вăтам классенче вӗреннӗ чухне воспитатель пулма шухăшларăм. Вӗренсе тухрăм та çав кунтанпа ача садӗнче вăй хуратăп. Профессие тӗрӗс суйланă тесе шутлатăп. Хăй вăхăтӗнче пӗлтерӗшлӗ çак утăма туман пулсан ăçта ӗçленӗ пулăттăмччӗ-ши эпӗ? Калама йывăр. Çакна кăна пӗлетӗп – ку ӗç мана питӗ нумай ырă туйăм парнелет. Кунсерен сисетӗп çакна, – тет чăваш хӗрарăмӗ.

Ачасем еплерех хытă юратаççӗ тата хăйне! «Пирӗн Марина Константиновна», – теççӗ. Марини хăй те питӗ çепӗççӗн калаçать, вылять, тем те пӗр ăсталать, юрлать-ташлать вӗсемпе. Çур пурнăçӗ ача садӗнче иртет. Виçӗ теçетке çулта миçе ушкăн кăларман-ши? 

– Паян эпӗ ӳстернӗ ывăл-хӗрсем хăйсен ачисене ман пата илсе килеççӗ. Те çӗр çавăн пек хăвăрт çаврăнать, те эпир ватăлса пынине пӗлтерет çак ылмашăну. Эй, тӗнче, – тет ачасене юратакан воспитательница.

Марина Николаева пек йăл кулса тăракан çутă, хитре çынсем çинчен коллектив чунӗ, кăмăлӗ теççӗ. Чăваш хӗрарăмне çулӗпе хăйӗнчен аслăрах воспитательсем те,  колледж е аслă шкул хыççăн тин килекен ӗçтешӗсем те питӗ хисеплеççӗ. Ырă кăмăлне кура пурин ыйтăвне-тархаслăвне тивӗçтерме тăрăшать педагог. Çамрăксемшӗн чăн-чăн наставник вăл, вӗрентӳçӗ. Ал ăсталăх ӗçӗнче те, илемлӗ пултарулăх тӗлӗшпе те вӗрентме, ырă сăмахпа хавхалантарма май тупать. Ачасене сума сăвать шкулчченхи учреждени ӗçченӗ. Кашнинпе пӗр чӗлхе тупма, хăйне евӗрлӗхӗсене асăрхама, вăхăтра пулăшу аллине тăсма пӗлет. Кашнинпех çитӗннӗ çынпа калаçнă пек пуплет.  Хăй те педагог пӗлӗвне ӳстерсех тăрать. Ӗçтешӗсенче шанчăклăх, чунлăх тенине пысăк хак парать. 

– Эпӗ телейлӗ хӗрарăм, юратнă анне. Упăшкапа, Виктор Михайловичпа, икӗ маттур ывăл ӳстертӗмӗр. Евгенийпе Алексей иккӗшӗ те аслă пӗлӳллӗ. Иккӗшӗ те авланнă, çемьеллӗ. Пирӗн Артем мăнук пур. Кинсем, Ксения тата Лилия, ылтăн. Хăтасемпе тăхлачăсем хамăр пекех уçă та ӗçчен çынсем. Ырă пурнăç валли халӗ веçех пур. Ятарлă çар операцийӗнчен кăна Раççей çар çыннисем сывă таврăнччăр. Тăнăçлăх кирлӗ çӗр çинче, ырăлăх. Амăшсен тунсăхланипе чӗри ан ыраттăр, – терӗ ăшпиллӗ хӗрарăм. (Алена СЕЛИВАНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество