Ача сачӗсене юсама Тутарстанра 203 миллион тенкӗ уйăраççӗ
Юсав списокне Хусантан 155 номерлӗ икӗ чӗлхеллӗ ача сачӗ тата 231-мӗш комбинированнăй ача сачӗ кӗнӗ. Тепӗр ача сачӗ Павлăра вырнаçнă, ку 1-мӗш номерлӗ «Алсу» ача сачӗ.
Çавăн пекех Пӗкӗлмери «Дельфина», Аслă Кайпăçри «Миляшкая», Анчат Камăри 77-мӗш номерлӗ аллергипе аптăракансене пăхмалли тата сипленмелли ача сачӗ, Чистайри «Кояшкай» ача сачӗ те юсав кӗтеççӗ.
Тендер тăрăх ача сачӗсене кăçалхи декабрӗн 1-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев