Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасене кинона кӗме Пушкин пулăшӗ

Нарăс уйăхӗн пӗрремӗшӗнчен «Пушкин картти» программипе кӗме май пур мероприятисен списокне сараççӗ. Малашне вăл пулăшнипе РФ Культура министерстви тата Кино фончӗ тӗрев панипе ӳкернӗ Раççей фильмӗсене кайса курма пулӗ.

14-22 çулти çамрăк çынсем патшалăх шутӗнчен кинотеатрсенче çулталăкне икӗ пин тенкӗлӗх кино курма пултараççӗ.

«Пушкин карттипе ӗçлемелли методика рекомендацийӗсене эрпир хальлӗхе илмерӗмӗр-ха. Анчах та çак лару-тăрура пире тепӗр ыйту хумхантарать: çак перечене регион укçисемпе кăларнă наци фильмӗсем кӗреççӗ-ши? Тӗслӗхрен, Тутарстанра республика бюджетӗнчен субсидисем панипе Тарлан, Исэнмесез евӗр чылай фильм ӳкернӗ», – тесе пӗлтернӗ хăй шухăшне «Татаркино» ертӳçи Миляуша Айтуганова. Вăл палăртнă тăрăх, çак ыйтăва учреждени ТР Культура министерствинче çӗклеме тӗллев лартнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев