Административлă явап тыттарассине пӗлсе тăрсах ӳсӗрле руль умне ларакансем нумай
Кăçал январь уйăхӗнче кăна çул-йӗр çинчи инкекре вилекенсен шучӗ, 2021 çултипе танлаштарсан, 2 хут ӳснӗ. Шел те, çул-йӗр правилисене пăхăнманнипе кăна çыхăнман ку инкексем. Административлă явап тыттарассине пӗлсе тăрсах ӳсӗрле руль умне ларакансем нумай.
Тутарстан патшалăх автоинспекцийӗ Телеграмм канал урлă та кӗрешет вӗсемпе. Ӳсӗрле руль умне ларнă тӗслӗхсем пирки пӗлтӗр граждансенчен пурӗ 440 хыпар килнӗ. 101 водителе административлă явап тыттарнă. Кăçал январь уйăхӗнче кăна çынсем 60 ӳсӗр водитель пирки пӗлтернӗ.
Февралӗн 17-мӗшӗнче Хусанти Декабристсемпе Гагарин урамӗсем хӗресленекен вырăнти аптекăна Ford Focus автомобиль пырса çапăннă. Авари светофорăн сарă çути мăчлатнă самантра хӗреслӗ çултан вӗçтерсе иртме шутланă тепӗр Ford Focus водителӗн айăпӗпе пулнă. Çав вăхăтра тепӗр юхăмри машинăсем хускалнăран вăл Ford Focusа пырса перӗннипе иккӗмӗшӗ çул çинчен тухса малтан çул хӗрринчи картана, унтан аптекăна пырса çапăннă. Аварире пӗрремӗш машинăри 9-ти ача тата иккӗмӗш машинăн водителӗ аманнă.
Февралӗн 25-мӗшӗнче социаллă сетьсенче Хусанта кооператив институчӗ патӗнче машина 17-ри хӗре çапса хăварни пирки хыпарлаççӗ. Телее, хӗр сывă, аманнăскере больницăна ăсатнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, юраман вырăнта çул урлă каçнă вăл.
Çав кунах тепӗр авари Алексеевски районӗнче пулнă. Ставрополь крайӗн номерӗллӗ «КАМАЗ» автомашина пынă çӗртех çултан тухса çул хӗррине йăваннă. Куракансен сăмахӗсем тăрăх, водитель аманман.
Февралӗн 24-мӗшӗнче кăнтăрла иртсе 4 сехет тӗлӗнче Хусанта «ВАЗ» автомобиль Беломорская урамӗнчи 37-мӗш çурта хирӗç пассажирсене антарма чарăннă «МАЗ» автобуса пырса тăрăннă. Патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, çăмăл машинăн водителӗсӗр пуçне никам та аманман.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев