«Агроволга» куравра ӗнесен конкурсӗ иртнӗ Мероприятие 400 ытла компани тата 15 пине яхăн специалист хутшăнчӗ
Çывăх вăхăтра республикăра çăкăр хакӗ пит нумай ӳсмелле мар
Кун пирки июлӗн 2-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтерчӗ.
Тутарстанра июлӗн 3 – 5-мӗшӗсенче «Агроволга» халăхсен хушшинчи агропромышленность куравӗ ӗçлерӗ. Брифингра министр куравпа çыхăннă хатӗрленӳ ӗçӗсемпе тата ял хуçалăхӗнчи пӗтӗмӗшле лару-тăрупа паллаштарчӗ.
Халăхсен
хушшинчи шайра
«Агроволга» программи тӗрлӗ темăллă экспозицисенчен тата ӗç форумӗнчен тăрать. Вăл «Казань Экспо» курав центрӗнче тата çывăхри хирте иртрӗ. 48 гектар лаптăка сарăлчӗ курав площадки. Мероприятие 400 ытла компани тата Раççейри агропромышленность отраслӗн 15 пине яхăн тӗрлӗ специалисчӗпе ертӳçӗсем хутшăнчӗç. Компанисем ял хуçалăх техники, юсав пайсем, ӳсен-тăран ӳстересси, выльăх ӗрчетесси, цифровизаци, ял хуçалăх продукцине упрасси тата тирпейлесси, строительство тата ытти енӗпе хăйсен тӗрлӗ разработкисемпе паллаштарчӗç.
Мероприятие Белорусси, Турци, Китай, Иран çӗршывӗсем хутшăнни курава халăхсен хушшинчи шая кăларчӗ.
Сӗт паракан мăйракаллă шултра выльăхсен «Краса Агроволги» конкурс кăçал та иртрӗ, шучӗпе вăл виççӗмӗш пулчӗ. Çак ăмăртăва Тутарстан Республикин чи ăратлă выльăх ӳстерекен 40 хуçалăхăн 80 ӗни хутшăнчӗ. Конкурс тӗрӗс ирттӗр тесе мероприятие тӗнче шайӗнчи профессионала – Мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетекенсен наци ассоциацийӗн профессиллӗ хаклавçине Шебёк Тамаша чӗнсе илнӗ. Вăл венгр çынни.
Унсăр пуçне ӗне-лаша чӗрнине касассипе халăхсен хушшинчи шайра 1-мӗш ăмăрту иртрӗ. Унта Раççейӗн, Белоруссин, Казахстанăн, Боливин, Кубăн 150 ортопед-ветеринарӗ хутшăнчӗ.
Механизаторсен те хăйсен пултарулăхне кăтартма май пулчӗ – газомоторлă BELARUS трактора çӳретессипе «МТЗ-шоу» ăмăртăва хутшăнса. Чи лайăххи – çак курав аграрисемшӗн усăллă пулни.
Çăкăр хакӗ ытла ӳсмӗ
Республикăри ял хуçалăх лару-тăрăвӗпе паллаштарассине министр çăкăртан пуçларӗ, чăн та ӗнтӗ – этемшӗн унран хакли çук. «Тырă хакне пăхас пулсан кунран та йӳнерех пулма пултараймасть. Тырпул культурин хакӗ июньте кăштах ӳсрӗ. Иртнӗ эрне вӗçӗ тӗлне виççӗмӗш сортлă туллăн вăтам хакӗ, НДСсăр пуçне, тоннăшăн 14 пинпе танлашрӗ. Тăваттăмӗш сортшăн 12,5 пин тенкӗ. Фураж хакӗ 9,7 пин тенкӗ, ыраш – 7,8 пин тенкӗ, урпа хакӗ – 9,6 пин тенкӗ. Çăкăр завочӗсен, паллах, хăш-пӗр тăкакӗсем ӳссех пыраççӗ. Çăнăх, тӗрлӗ хутăшсен, чӗртавар, топливо, электричество, газ тăкакӗсем ӳснӗ. Çавна пула çăкăр хакӗ те пӗр вырăнта тăраймасть», – терӗ Марат Зяббаров.
Ун сăмахӗпе, çăкăр хакне пит ӳстерсе ямасăр тытса тăма патшалăх пулăшăвӗ парăнать. Çăкăр пӗçерекенсене производствăпа тата социаллă çăкăрпа тивӗçтерессипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма парăнакан субсиди шайӗ ӳснӗ. Сăмахран, 1 килограмм социаллă çăкăра салатассишӗн 4,5 тенкӗ вырăнне 6 тенкӗ парăнать.
«Çапла майпа çăкăр хакне тытса тăма тăрăшатпăр», – терӗ министр.
2024 çулта Тутарстанра агропромышленность комплексне тӗрев пама 13,7 миллард тенкӗ уйăрма палăртнă. Çав шутран 4,5 миллиарчӗ федераллă бюджетран, 9,2 миллиарчӗ республика шутӗнчен. Бюджет хӗсӗкрех пулин те ялсене пулăшасси палăртнă шайпа пурнăçланса пынине каларӗ министр.
Ку вăхăтра 6,3 миллиард тенкӗлӗх пулăшу панă та ӗнтӗ, июльте аграрисене пулăшасси çине тепӗр 680 миллион тенкӗ яма палăртнă.
Техникăна та çӗнетсех тăмалла, çӗр ӗçӗнче вăл хăвăрт кивелет. Çулталăк пуçланнăранпа 5,7 миллиард тенкӗлӗх 1,3 пин тӗрлӗ техника туяннă. Çав шутра 174 трактор, комбайнсем кăна 61 штук – 41-шӗ – тырă выраканни, 20-шӗ – выльăх апачӗ валли тӗрлӗ культура çапаканни. Унсăр пуçне «Агролизинг» АО урлă республика 4,8 миллиард тенкӗлӗх 669 тӗрлӗ техника илнӗ.
«Комбайнсем республикăра пур, вӗсен хатӗрлӗхӗ 93 процентпа танлашать. Вырма пуçланасси нумай юлмарӗ, пӗр уйăх та çук. Çавна май июлӗн 8–12-мӗшӗсенче комисси мӗнпур техникăна тӗрӗслесе тухӗ. Кăçал пӗр комбайн пуçне 500 гектар тухать. Вăтам норма 300–350. Çавăнпа лайăх хатӗрленес пулать», – пӗтӗмлетрӗ Марат Зяббаров.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев