Агтас Галиахметов: «Инженер-механик профессийӗпе çухалса каймастăнах терӗ атте»
Февралӗн 23-мӗшӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне палăртатпăр. Шăпа юри çапла килсе тухнă-ши — шăп çак кун 1944 çулта çут тӗнчене Агтас Нургатиевич Галиахметов килнӗ. Нургатпа Хуршида ывăлӗнче ӳснӗçемӗн Тăван çӗршыв хӳтӗлевçине, чăн-чăн арçынна палăртакан мӗнпур енсем палăрса пыма тытăннă. Çемьере вăл виççӗмӗш ывăл пулнă.
Хресчен ачи пулнипе мăнаçланатăп
Çăмăл мар вăхăтра çуралнă Галиахметовсен ывăлӗ. Вăрçă çулӗсем, выçлăх, çуклăх, йывăр çухатусен йӳçекӗ... Вăрçă ачисем — хăйне уйрăм ăру, вӗсем питӗ те ир ӳссе çитӗннӗ, аслисемпе пӗрле мӗнпур хӗн-хура пайланă. Агтас та тăван пиччӗш-йăмăкӗсемпе çӗршыври миллионшар ытти ачапа пӗрле вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене чăтса ирттернӗ. Тăраниччен апат çиме те, çие тăхăнма ытлашши тумтир те, канма е çывăрма çителӗклӗ вăхăт та пулман. Йывăрлăхра ун характерӗ туптаннă, кирлине çӳп-çапран уйăрма вӗреннӗ. Паллах, ырри те пулман мар. Агтас Нургатиевич хăй асаилӗвӗсенче ачалăх пурпӗрех çуттăн аса кӗрсе юлнине калать. Çумра атте-анне, пичче-йăмăксем, туссем. Мӗн пултăр унран хаклăраххи, ăна нимле пуянлăхпа та виçеймӗн. Тусӗсемпе пӗрле Сок юханшыва пулă тытма çӳренине, Качака тăвӗ çинче çырла пуçтарнине, хӗлле килте тунă çунапа сăртран ярăннине ăшшăн аса илет.
«Эп хресчен ачи, çакăнпа мăнаçланатăп!» — тенӗ Агтас Нургатиевич унăн 75 çуллăхӗ тӗлне кăларнă «Книга о простом человеке в непростых условиях» кӗнекере. Ăна О. К. Лукошинпа Ф. Ф. Имамов çырса хатӗрленӗ. Сăмах май, вулама питӗ кăсăк кӗнеке. Унта Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗн М. Ш. Шаймиевăн, ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн тата ытти сумлă çынсен саламӗсене вырнаçтарнă. Пӗр ахальтен мар. Тен, пурте пӗлмеççӗ-тӗр те — Агтас Галиахметов республикăшăн, çӗршывшăн патшалăх пӗлтерӗшӗллӗ çын.
Историе пурте кӗреймеççӗ
Тӗрӗсех, кашни çыннăн камӗ те пулсан — пӗлӗшӗ, тăванӗ е тусӗ патшалăх службинче е ытти яваплă та пысăк ӗçре вăй хурать. Анчах сахалăшӗ историе кӗрсе юлать. Должность панă — ӗçлеççӗ, ӗçрен хăтарнă — маннă. Мӗншӗн тесен пуçлăх пуканне йышăннисӗр пуçне нимӗнех те пӗлтерӗшлине туман.
Агтас Нургатиевич урăх шут. Вăл хăй ӗçӗпе, пурнăçӗпе ӗмӗрлӗхех Тутарстан, Раççей историне çырăнса юлӗ.
Кӗнекере çырнă тăрăх, пирӗн геройăн ашшӗ аслă пӗлӳ илмен пулин те çутçанталăк панă ăсӗ çивӗч, пултарулăхӗпе пурнăç опычӗ пысăк пулнă. Хăрах аллине çухатнă пулин те пӗр аллипех йăлт хăй хуçалăхра ӗçлесе тăнă, пулăшу кӗтсе тăман, шелленине чăтма пултарайман. Аслашшӗпе мăн аслашшӗне — Галиахметпа Минахмета та халăхра ырăпа асăнаççӗ, пăхма та чипер çынсем пулнă вӗсем — ӳт-пӳ енчен çирӗп те çӳллӗ, вăйлă, кӗрнеклӗ. Кăмăлӗпе ырă, ăслă-тăнлă, хыткукар мар, çынна пулăшма хатӗрскерсем.
Агтасăн ашшӗ Нургат, колхозра бригадир, председатель çумӗ пулса ӗçленӗскер, пӗлӳ кирлӗлӗхне лайăх ăнланнă. Вăл çине тăнă та ывăлӗ аслă пӗлӳллӗ пултăр тесе.
Амăшӗ Хуршида Агтасăн асӗнче тирпейлӗхпе сапăрлăх, çепӗçлӗхпе тасалăх тӗслӗхӗ пулса упранса юлнă. «Вăл пире пӗрре те вăрçман, вӗрентсе хушусем паман. Ырă ӗçӗпе тӗслӗх кăтартатчӗ», — аса илет Агтас Нургатиевич.
Каласа хăварар, Агтас Галиахметовăн тăван çӗршывӗ Тутарстанпа кӳршӗллӗ Самар облаçӗнчи Хăмăшлă ялӗ. Тăван енне вăл юратса асӗнче упрать. Чи çутă асилӳсем Хăмăшлăпа çыхăннă.
«Ахаль çемьере ӳснӗ эпир, — аса илет Агтас Нургатиевич. — Çынна тарават çемьере. Вăрçă хыççăнхи, каярахри йывăр çулсенче выçă ларман эпир. Карта тулли выльăх тытнă, 25 сотăй çӗр çинче çӗрулми, тӗрлӗ пахча çимӗç лартса ӳстернӗ. Мӗн ачаран ӗçченлӗх аталаннă пирте, атте-аннене пулăшасси, ӗçе хисеплесси».
Вӗренӳ — пуласлăх çулӗ
Агтас Галиахметовăн ачалăхӗпе çамрăклăхӗ çинчен нумай çырма пулать, хаçат страници çитмӗ. Шкулта вӗреннӗ чух маляр-штукатур профессине алла илни çулла ялсенче юсав ӗçӗсене хутшăнса пӗрремӗш ӗç укçи ӗçлесе илме пулăшнă. Калас пулать, шкулта историе питӗ юратса вӗреннӗ. Истори учителӗ Абдулла Акчурин çамрăк ӳсӗмне питӗ пысăк витӗм кӳнӗ. Çулланса çитсен те Агтас Галиахметов хăйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне тата истори учительне манса кайман, тӗрӗссипе пӗр вӗрентекене те. Хăй ачалăхне вăл ăшшăн чӗринче упрать. Шăп çав вăхăтсем характера йӗркеленме пулăшса пурнăçра çитӗнӳсем тума пулăшнă тесе шутлать.
Кам-ха вăл Агтас Нургатиевич, мӗншӗн эпир ун кун-çулне тимлӗхе илтӗмӗр? Маларах вăл патшалăх пӗлтерӗшлӗ çын пулни çинчен çыртăмăр ӗнтӗ. Шкул пӗтерсен çамрăк çын Куйбышеври педагогика институтӗнчи истори факультетне докуменчӗсене кайса парать. Анчах ашшӗ сӗннипе хучӗсене илсе çак хулари тепӗр аслă шкула — ял хуçалăх институтӗнчи механика факультетне парать. Ашшӗ сăмахӗпе инженер-механик профессийӗпе çухалса каймастăнах. Ку чăн та çапла килсе тухать.
Президент хушнипе
Аслă шкулти вӗренӳ, çар хӗсмечӗ — вăхăт хăвăрт шăвать. Яла таврăнсан пулас мăшăрне Розăна тӗл пулать. Вӗсем 1970 çулта пӗрлешеççӗ. Çав çулхинех Агтас Анат Камăна килсе лекет. Çамрăк хула йӗркеленнӗренпе те 3-4 çул кăна иртнӗ пулнă-ха. Хулана çӗклеме тӗрлӗ специалистсем, кадрсем, çав шутра инженерсем те, кирлӗ пулаççӗ. Агтас Галиахметова «Камэнергостройпрома», автотранспорт цехне автомеханика ӗçе илеççӗ. Уйăх çурăран эксплуатаци уйрăмӗн пуçлăхне лартаççӗ. Çапла пуçланать унăн карьера пусмипе утасси.
Шутланă-ши вăл çамрăк чухне хăйне çак хулара чи яваплă та пысăк ӗç шанса парасса? Пӗрне татса калама пулать — Агтас Нургатиевич хăйне шанса панă кашни ӗçе тӳррӗн, тăрăшса пурнăçланă.
1992 çул. СССР арканнă вăхăт. Унпа пӗрле патшалăх системи те, власть та саланнă. Ăçта, камра тӗрев шырамалла? Мӗнле çулпа илсе каймалла çӗршыва, халăх хуçалăхӗпе мӗнле ӗçлемелле? Ыйтусем нумай. Шăп çак вăхăтра ТР Пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев Анат Кама хулине ертсе пыма указ кăларса Агтас Галиахметова çирӗплетет. Халиччен производство çыннисене влаçа кӗртмен, парти çыннисене шаннă. Шаймиевпа тӗл пулсан: «Ман кун пек ӗç опычӗ çук. Килӗшес теместӗп», — тет. «Юрӗ, — тет Шаймиев. — Чи кирли ӗç тăвакан тата закон кăларакан влаçсене йӗркелесе хăвар, çулталăкран малтанхи вырăнах таврăнăн», — килӗшет Президент. Унччен Агтас Нургатиевич Анат Камăри 1№ Пассажирсен автотранспорт предприятийӗн директорӗнче вăй хунă. Çапла Шаймиевăн «çулталăкӗ» 6,5 çула тăсăлать. Шăп çак ӗçре Агтас Нургатиевичăн чи лайăх енӗсем уçăлаççӗ — çынпа, командăпа ӗçле пӗлесси, ертсе пырасси, организатор таланчӗ, çине тăрасси. Чи кирли — нихăçан та çынлăха çухатманни. Мӗн ачаран тӗпленсе юлни ӳссе çеç пынă.
Ӗçне кура сумӗ те пысăк. Агтас Нургатиевич Раççей Федерацийӗн тата Тутарстанăн тава тивӗçлӗ транспорт ӗçченӗ, Раççейӗн хисеплӗ автотранспортникӗ, Анат Кама хулин хисеплӗ гражданинӗ.
Çӗршывшăн чи йывăр вăхăтра çамрăк хулапа района хăй аллине илсе Агтас Галиахметов ун аталанăвӗшӗн нумай вăй хурать. Хула çулран çул чечекленсе пырать, кунта çынсем туртăнма тытăнаççӗ. Хулан социаллă экономикине, культурине тата ытти сферăсене аталантарма пулăшнă чи пысăк тивӗçӗсен шутне халăха кирлӗ объектсене тунине кӗртет. Çавсен шутӗнче «Ильинка» культурăпа спорт комплексӗ, Собор мечӗтӗ, хулари суту-илӳ рынокӗ, «Бегишево» аэропорт. Шаймиев хушнине те хăвăрт пурнăçлать вăл, чи малтан Анат Камăра Халăх депутачӗсен канашӗ йӗркеленет, унтан Камские Полянынче, вара Красный Ключ поселокра.
Чăвашсене хисеплесе
Хула тата район пуçлăхӗнче тăрăшса нумай усăллă ӗçсем тăвать. Унăн тепӗр лайăх енӗ — халăхсен туслăхӗшӗн тăрăшни. Шăп вăл тӗрев панипе Анат Камăра пӗрремӗш Чăваш наципе культура центрӗ йӗркеленсе каять. Акă тата мӗншӗн интереслӗ пулчӗ пире герой сăнарӗ. Ку ӗçсем çинчен Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗ Вера Михайловна Юнусова каласа пачӗ. Анат Камăри чăвашсен пӗрлешӗвӗн активисчӗсенчен пӗри пулнă вăл. Нумай ӗçе хăй çине илсе ăнăçлă пурнăçланă.
— Агтас Нургатиевич пире питӗ нумай пулăшрӗ, хут ӗçӗсенчен тытăнса пӳлӗм тата костюмсем çӗлесе парасси таранччен, — тет Вера Михайловна 1993 çулхи майăн 26-мӗшӗнче çирӗплетнӗ Чăвашсен наципе культура центрӗн устав копине кăтартса. — Астăватăп, пирӗн пӗр пысăк мероприятире сцена çине тухмалла, ансамбльти çынсен урисенче тӗрлӗ тӗслӗ атă-пушмак. Ним те çукчӗ ун чухне. Хула пуçлăхӗ хушнипе химкомбинатран вертолетпа Хусана çитсе «Спартак» фабрикăран пире валли пушмаксем илсе килчӗç — коробки-коробкипе. Эпир вӗсене кашни киле илсе кайрăмăр, хамăртан хăвармасăр йăтса çӳреттӗмӗр, — аса илет Вера Михайловна. — Кăçал Агтас Нургатиевич 80 çул тултарать. Ун командинче чăвашсем те йышлăччӗ — Василий Тимофеев (хула Ӗçтăвкомӗнче ӗçлерӗ), Николай Моргушов (пуçлăхăн Анат Кама районӗ енӗпе çумӗ), Иван Сергеев, Борис Никитин, Татьяна Наговицина, Иван Ратников, Николай Атряскин, 20№ шкул директорӗ пулчӗ вăл. Пит вăйлă ӗçлетчӗç. Эпир, çамрăксем, вӗсене çăвартан пăхса тăраттăмăр.
Малтанласа тутар гимназийӗнче чăваш вырсарни шкулне йӗркелерӗç. Çынсем нумай пуçтарăннипе хула администрацийӗн йышăнăвӗпе чăваш вырсарни шкулӗ Николай Атряскин ӗçлекен шкулта ӗçлесе кайрӗ, хут çинче кăна тутар гимназийӗнче юлчӗ. Мана вара Николай Моргушов хулари культура уйрăмне ӗçлеме илчӗ. Каярах чăваш вырсарни шкулне те çур ставкăпа ӗçе вырнаçрăм.
Вера Юнусова Агтас Нургатиевич чăвашсене вăйлă пулăшса пынине пӗрре мар асăнчӗ. Хула, район пуçлăхӗн политикине кура ытти ертӳçӗсем те чăвашсене пулăшма тăрăшнă. Наци культурипе çыхăннă ыйтусене администраци планеркисенче, канашлăвӗсенче тишкермесӗр пӗрре те хăварман. Культура пайӗнче ӗçленӗскер Вера Михайловна ăна лайăх пӗлет. Тепӗр чăваш хӗрарăмӗ Татьяна Наговицина хула тата район пуçлăхӗн социаллă культура енӗпе çумӗ пулса ӗçленӗ. Вăл та ырăпа аса илет ӗçтешне. «Агтас Нургатиевича ПАТПра ӗçленӗренпе пӗлетӗп. Вăл мана хăйӗн кашни ӗçченне ятран кăна мар, ун ӗç-хӗлӗ таран пӗлнипе тӗлӗнтерчӗ. Коллектив уншăн çемьепе танччӗ. Калаçура хускатнă япаласемшӗн чунтан пăшăрханни сисӗнетчӗ», — тенӗ вăл кӗнекери асаилӗвӗнче.
Хавхаланса ӗçлет çав вăхăтсенче чăвашсен пӗрлешӗвӗ. Камские Полянынче чăвашсем йышлă пулнипе унта «Çăлтăрсем çуталсан» клуб йӗркеленсе каять.
— Пире специалистсем кирлӗ, Клемтелӗнче Лариса Михайловна илемлӗ пултарулăх ертӳçи пулса ӗçлетчӗ. Ăна калаçтара-калаçтара чăваш ансамбльне йӗркелесе ятăмăр. Администраци пулăшнипе вӗсене те костюмсем çӗлесе пачӗç. Анат Уратьмара та ӗçлеме пăрахнă ансамбль Галина Александровна тăрăшнипе çӗнӗрен йӗркеленсе кайрӗ. Культура пайӗн ертӳçин çумӗнче ӗçленӗ май, чăваш ялӗсене лайăх пӗлеттӗм. Кашни çӗрте ансамбльсем йӗркелеме, чăваш уявӗсене ирттерме тытăнтăмăр. Пӗр ӗçре те чăрмантаракан пулмарӗ. Пысăк тав Агтас Нургатиевича чăвашсене пулăшса пынăшăн, — тет Вера Михайловна. Тав сăмахӗ нумай çын калать ăна паян.
— Анат Камăра ӗçленӗ чух чăвашсемпе нумай хутшăнаттăм, вӗсен хушшинче пуçлăх вырăнӗнче ӗçлекенсем уйрăмах нумайччӗ. Николай Атряскинпа чăваш класӗсене йӗркелесе ятăмăр, Николай Моргушовпа Иван Сергеев питӗ пултăклă çынсемччӗ. Пуçлăх тивӗçӗсене пурнăçланă май ялсене нумай тухса çӳреме тиветчӗ. Тутарпа чăваш халăхӗ мӗн тери туслă пурăннине курса тӗлӗнеттӗм, Анат Уратьмара пӗрре мар пулнă, туслăччӗ унти тутарсемпе чăвашсем, праçниксене пӗрле ирттеретчӗç, — тет иртнине аса илсе Агтас Нургатиевич.
Телей çемьере
Агтас Нургатиевич февралӗн 23-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Хăйне вăл чăннипе телейлӗ çын теме пултарать. Мӗнле калас, йывăç та, çурт та лартнă, ывăлсем те пур. Иккӗшӗ те ашшӗ çулӗпе кайнă. Асли Азат Камски политехника институтне пӗтерсе инженер-механик профессине илнӗ, 1995 çултан пуçласа 2001 çулччен «Нижнекамское ПАТП-1» АО генеральнăй директорӗнче ӗçленӗ. 2001 çултанпа ТР транспортпа çул-йӗр хуçалăх министрӗн çумӗнче тăрăшать. Кӗçӗнни Марат та тетӗшӗ вӗреннӗ çӗртех пӗлӳ илнӗ, факультечӗ кăна урăххи — автомобильсемпе тата автомобиль хуçалăхӗпе çыхăнни. 2001 çулта «Нижнекамское ПАТП-1» АОна килсе юсавпа техника комплексӗн пуçлăхӗнчен генеральнăй директор таран ӳсет. Çапла иккӗшӗ те ашшӗ пекех паян «ТР транспортăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» ята тивӗçнӗ. Азатăн 3 хӗр, Маратăн икӗ ывăл çитӗнеççӗ.
Хăй вара Агтас Нургатиевич çемьене пурнăç панă чи пысăк парне тесе хаклать. «Çемье маншăн ялан чи çирӗп тыл, тӗрев пулнă. Çемье вăл паянхи кăна мар, пуласлăх та. Юратнă мăшăрăма Роза Ахтямовнăна чунтан тав тăватăп. Вăл мана пулăшса пыман, ăслă канашсем паман, итлеме пӗлмен пулсан эп паян мӗнле пур çапла пулаймастăм. Хам мӗн каланине пит лайăх пӗлетӗп. Пӗр-пӗринпе 50 çул ытла пурăнатпăр. Пӗр-пӗрне халӗ те юрататпăр, хисеплетпӗр, — тет Агтас Нургатиевич. — Ывăлсем пирки каласан, эп çапла пулнипе мар вӗсем çитӗнӳ тунă. Лайăх вӗренсе пӗлӳ илнӗ, ӗçре рабочирен пуçласа транспортниксен çăмăл мар шкулне иртнӗ. Иккӗшӗ те паян пысăк вырăнта ӗçлеççӗ, хăйсем тăрăшнипе».
Агтас Нургатиевич сăмахӗпе, телейлӗ пурнăç вăрттăнлăхӗ ансат. Ун валли пурӗ те тӳрӗ чунлă та ырă кăмăллă пулмалла, çынна юратмалла. «Авланнă чухне атте Розăпа иксӗмӗре пиллесе çемьене упрама, ӗçе юратма сунчӗ. „Эсӗ вӗт ӗçчен, ӗмӗр ӗçчен пул, тӳрӗ кăмăлпа ӗçле, çынна хисепле, юрат“, — терӗ. Кайран çак сăмахсенех Анат Кама хулипе районӗн пуçлăхне сӗннӗ чух Шаймиев каларӗ: „Ӗçе юратмасан ертӳçӗ пулаймастăн, ку ӗçре чи кирли — çынна юратни, хисеплени“. Çапла аслисен пилне вырăна хурса ӗçлерӗм ӗмӗр тăршшӗпе», — сăмаха пӗтӗмлетрӗ Агтас Нургатиевич. Вăт çапла интереслӗ шăпа, илемлӗ те тӗслӗхлӗ кун-çул хисеплӗ юбилярăн.
А. Галиахметовăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев