Аякри чăвашсен пурнăçĕ çинчен
Аксу районӗнчи Таркăн ялӗн чăвашӗсене Бурятине тухса кайса тӗпленме мӗн хистенӗ-ши?
Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш çулӗсен варринче чăвашсенчен нумайăшӗ çӗнӗ çӗре пурăнма куçса кайнă: кам-тăр çерем уçнă, кам-тăр инçетри Буряти çӗрӗсене кăмăлланă. Унта сӗнекен илӗртӳллӗ условисенчен пăрăнма хал çитмен пуль çав, çынна ялан мӗн-тӗр çӗнни интереслентерет-çке-ха. Надежда Колесникован нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă кӗнеки шăпах çак темăна уçса парать. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Наталия Орлова.
Повеçри геройсем – Тутар АССРӗнчи Аксу районӗнче пурăнакансем – илӗртӳллӗ сӗнӳпе хавхаланнăскерсем, хăйсен хуçалăхне (кам-тăр качакине те, хурӗпе килте усă куракан ӗç хатӗрӗсене те) пуçтарса аякри бурят çӗрне пурăнма тухса каяççӗ. Мӗнле каймăн? Агитаторсем чăвашсен кăмăлне çавăрас тесе пӗтӗм мелпе усă кураççӗ-çке. Тӗслӗхрен, унта маларах куçса кайнă хресченсен çырăвӗсене вуласа параççӗ. «Ял-йыш халиччен илтмен сăмахсене хăлха тăратса итлет, тӗлӗнет. Тăван район тата ентешӗмӗр ятне илтсен вара çынсене чун кӗчӗ тейӗн – йăшăлтатма, пăшăлтатма пуçларӗç. Çырăва тепре вуласа пама ыйтрӗç. Хисеплӗ ентеш чӗнсе каланине тимлӗн итлерӗç. Шухăша кайрӗç».
Повеçри тӗп сăнар – Лизавета. Килте йăлтах унăн черчен хулӗ çине тиеннӗ: хуçалăх та, йăмăкӗсемпе шăллӗсене пăхасси те, каярах тата – вӗсен ачисене те. Çакнашкал пурнăçран ывăнса çитнинпе вăл пӗррехинче хăйӗн çемйипе пӗрле инçетри совет çӗрӗ çине – Бурят-Монголине куçса кайма шухăш тытать. «Тусем еннелле тӳррӗн кайрăмăр. Çул тăршшӗпех тусем. Мӗнле илем! Мӗнле ирӗклӗх! Чăнкă сăрт çинчен ансан лапам вырăна çитсе тухрăмăр. Çывăхрах кӗтӳсем курăнчӗç. Çул урлă пăрăнтăксем чупа-чупа каçаççӗ. Йӗри-тавра ытармалла мар уçă сывлăшлă хыр вăрманӗ. Арçынсем сунара тата пулла каясси пирки, хӗрарăмсем çырла-кăмпа пуçтарасси пирки шухăшлама пуçларӗç».
Ку та йăлтах мар-ха: «Куçса килекенсем валли ырă шăршăллă вӗр-çӗнӗ хыр çуртсем туса лартнă. Пӳртсенче веçех хатӗр – кӗр те пурăн: алăкран кӗрсенех пăта çапнă – тумтире çакма...» Бурятсем вӗсене хапăл туса кӗтсе илнӗ, çӗнӗ хăнăхусене вӗрентнӗ. Хăйсем те чăвашсенчен çӗр ӗçӗпе ӗçлеме вӗреннӗ. Чăвашсем те, бурятсем те хăйсен йăли-йӗркипе, анчах туслă пурăннă, уявсем уявланă. Куçса килнӗ чăвашсем чăвашлах калаçнă пӗр-пӗринпе, çав хушăрах бурят чӗлхине те ăса хывнă.
Анчах совет самани сисмесӗрех çынсен пурнăçне улшăнусем кӗртнӗ, чăвашсемпе бурятсем те пăрăнайман вӗсенчен. Елизаветăн хӗрӗ Елька шкулта тӗл пулать çакăнпа. «...Совет шкулӗнче чăвашсемпе бурятсем çук. Совет шкулӗнче совет ачисем вӗренеççӗ», – хӗрарăм-директор çак сăмахсене пуçран пăтапа çапнă пекех çине-çине каланă». Анчах та кӗтмен çӗртен Елькан пурнăçӗ татăлать.
Иккӗмӗш пайра Елизавета Сергеевнăпа Микулайăн хӗр ӳсни пирки çырса кăтартнă. Вӗсем ăна Шанăçпи тесе чӗннӗ. Шел пулин те, Елизавета Сергеевнăн ăна пӗччен ӳстермелле килсе тухать.
Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть. Майӗпен чăвашсемпе бурятсем вырăса çаврăнаççӗ, ваттисем вилеççӗ, халăхсен йăли-йӗркисем манăçаççӗ. «Надеждăн пурнăçӗ хула евӗрлӗ поселокра е район центрӗнче пурăнакан пин-пин совет ачин пурнăçӗ пекех пулнă. Октябренок, пионерка, комсомолка. Перестройка пулман-тăк коммунист та пулатчӗ пуль... Лизаветăн хӗрне паспорт илнӗ чух çав тери вăл чăваш пулнине çыртарасси килнӗ. Надя амăшне кӳрентерес мар тесе çыртаратăпах тесе сăмах панă, анчах та ку ыйтупа нимле хут та çырса пама тивмен: вӗсенчен çуралнăлăх хучӗсене пуçтарса илнӗ те кăштах вăхăт иртсен шкулти линейкăра чаплăн паспортсем панă. «Национальность» текен графара çапла çырнă: «вырăс».
Надя амăшӗн чӗлхине куллен тиркенӗ:
– Мӗн эс мана темле ятпа чӗнетӗн? Фу! Эпӗ – Надежда! Эпӗ – Надя! – тесе тарăхнă хӗрӗ амăшӗ хăйне Шанăçпи тесе чӗнсен. Лизавета хăйӗн тăван чӗлхишӗн питӗ тунсăхланă. «Чăвашсем сахалланчӗç, хăшӗ вилнӗ, хăшӗ куçса кайнă. Ытти ялтисем те тахçантанпах килсе курман».
Тăван çӗршывран аякра чăваш чӗлхи манăçнă теме те пулать. Анчах та повеçӗн виççӗмӗш пайӗнче тепӗр сăнар тупăнать –
Надина. Вăл хăйӗн тăхăмӗсен чӗлхипе чунтан интересленме пуçлать.
Автор палăртнă тăрăх, повеçри виçӗ тӗп сăнар урлă пурнăçăн тӗрлӗ тапхăрӗнчи чăваш чӗлхи аталанăвне куратпăр.
Тăван чӗлхепе йăла-йӗркесем çуралнă çӗршывра çеç мар, аякра та манăçмӗç текен шанчăк вулаканăн чӗринче савăнăç туйăмӗ çуратать, тăван чӗлхе пуласлăхӗ пирки шухăшлама хистет.
Автор çинчен
Надежда Николаевна Колесникова (Надежда Аякри) – куçаруçă, Буряти Республикинчи Чăвашсен ентешлӗхӗн председателӗ. Вăл 1968 çулхи февралӗн 23-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнчен Бурятине куçса кайнă чăваш çемйинче çуралнă. Хоринск поселокӗнчи 2№ вăтам шкула, унтан Д.Банзаров ячӗллӗ Бурят патшалăх педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне пӗтернӗ. Нумай вăхăт хушши акăлчан чӗлхи вӗрентнӗ, халӗ акăлчан тата таи чӗлхисен куçаруçи пулса ӗçлет.
«Переселение чувашей в Бурятию. 1951 – 1954» (Улан-Удэ, 2019), «Иакинф Бичурин и Бурятия. По следам ученого монаха» (Улан-Удэ, 2020), «Неисповедимы пути» (Улан-Удэ, 2023) кӗнекесен, тăватă чӗлхепе – вырăсла (куçаруçи Светлана Гордеева), чăвашла (куçаруçи Анатолий Хмыт), акăлчанла (куçаруçи Надежда Колесникова) тата бурятла (куçаруçи Дашама Доржиева) – кун çути курнă «Муравьи и рыбки» (Улан-Удэ, 2020) таи ача-пăча юмахӗн проекчӗн авторӗ.
Надежда Колесникова Президент гранчӗсен фончӗн «Чуваши Бурятии» (2019) тата «Бичурин и Бурятия» (2020) проект-çӗнтерӳçисен ертӳçи пулнă.
Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Н.Я.Бичурин орденӗпе (2021), Пӗтӗм Раççейри пӗр-пӗрне пулăшассин «#МыВместе» акцине йӗркелес ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн РФ Президенчӗн В.В.Путинăн Тав хучӗпе, медальпе (2021) тата ытти наградăсемпе чысланă.
Дарья МОРОЗОВА.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев