АКАТУЙРА ÇУМĂР ÇУСАН ТЫРĂ ĂНСА ПУЛАТЬ
ӗп парнешӗн тупăшу 80 килограмран ытларах виçе йывăрăшӗнчи Матак каччипе Евгений Дунаевпа Ульяновск хулинчи Денис Сетнеров хушшинче пулчӗ. Женьăн çӗнтермешкӗн кăшт кăна вăйӗ çитеймерӗ хальхинче. Акатуй паттăрӗн ятне Денис Сетнеров тивӗçрӗ, шăпах вăл илчӗ те такана.
Çӗпрел тăрăхӗнче Акатуй уявне çӗнӗрен чӗртнӗренпе вăхăт нумаях мар-ха, авалхи йăлана хальхилле ирттерес йӗркене йӗркелӳçӗсем çулран çул якатса пынăран халӗ унăн хăйӗн сăнӗ, тӗпре – вырăнти чăвашсен йăли. Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан район чăвашне пӗрле пухать вăл.
Ентешсене пухакан уяв
Сумлă ханасен йышӗнче те акă Çӗпрел тăрăхӗнчен тухнă чăвашсем йышлăн пулчӗç: Çветтуй Успени Псково-Печорски мăнастирӗн насельникӗ Филарет (Кольцов) архимандрит, «Созвездие –Йолдызлык», «Наше время – Безнен заман» генеральнăй продюссерӗ Дмитрий Туманов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, Ульяновск хулинче пурăнакан отставкăри офицерсем Валерий Колпаковпа Владимир Ярухин, РФ тата ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Музыкантов хăйӗн «Сувар» тата «Суварята» ансамблӗсемпе. Çаплах район уявне ТР Халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, «Татарстан» ВГТРК директорӗн çумӗ Дмитрий Второв тата ыттисем килсе çитрӗç. Çӗпрел район пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа хăнасем, вырăнти ЧНКЦ ертӳçипе Алексей Ярухинпа районти чăваш ял хутлăхӗсен ертӳçисем малтан Çӗнӗ Упи ялӗн обелискӗ умне чечек хучӗç.
Лайăх ӗçе çумăр пăсаймасть
Чăвашсен Акатуйӗнче çумăр çусан тырă ăнса пуласса-ши – халăх тахçан кӗтнӗ çумăр уявăн пӗрремӗш минутӗнченех çума пуçларӗ те темиçе сехет лӳшкерӗ те лӳшкерӗ. Анчах уява маларах палăртнă сценарирен пӗр шите те пăраймарӗ вăл, çавна кура халăх та саланма васкамарӗ.
«Суварята» ансамблӗн пӗчӗк ташăçисем чăвашла, вырăсла, тутарла пит ăста ташласа пуçланă уяв çемми вӗçне çитиччен те сӗвӗрӗлмерӗ – халăх çумăрпа витӗр йӗпенчӗ пулсан та юрларӗ-ташларӗ (ял хутлăхӗсен ертӳçисен хорӗ кăна мӗне тăчӗ), тахçан курман юлташсем, ял-йышсем, çав шутра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан, хальхи вăхăтра отпуска таврăннă салтаксем те, тӗлпулупа савăнчӗç.
Акатуй вăл çуракине пӗтӗмлетекен, çав вăхăтрах малашлăха шанăç çуратакан уяв та. Çавăнпах ӗнтӗ хăнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илнӗ хыççăнах çамрăк хӗрпе качча таканккапа ярăнтарасси йăлара кунта. Урăхла каласан, район малашлăхӗ шутланакан çамрăксене çемьеллӗ, ача-пăчаллă пулма сунни.
Уяв пуçланас умӗн вырăнти чиркӳ пачăшкипе Владимир аттепе Филарет архимандрит вырăсла тата чăвашла кӗлӗ вуласа уява лайăх ирттерме пиллерӗç пулсан, каярах ял мăчаварӗ В.Ярухин асатте-асаннесен йăлипе Аслă Турăран лайăх тухăç пама, ял, район халăхне чир-чӗртен, çутçанталăк инкекӗсенчен сыхлама ыйтрӗ.
Чăваш уявӗнче чăвашла калаçни килӗшӳллӗ
Район ертӳçи Марат Гафаров район çыннисене чăвашлах саламларӗ, пӗр-икӗ сăмахпа кăна та мар. Районăн социаллă экономикине, культурине аталантарма пулăшакансене чӗререн тав туса Тав хучӗсемпе, район йӗркеленнӗренпе 90 çуллăхӗн медалӗпе чысларӗ. ТР Халăхсен ассамблейи, ТР ЧНКА, ЧНК, ТР Хӗрарăмсен союзӗ, районти ЧНКЦ, «Сувар» хаçат вун-вун Хисеп, Тав хучӗсем хатӗрленӗ. Çавăнпа ял хуçалăхӗнче çитӗнӳсем тунисемпе пӗрлех сцена çине ял хутлăхӗсен, клуб, шкул, библиотека, ача сачӗн, почта ӗçченӗсем, спортсменсем, ыркăмăллăхçăсем те хăпарчӗç. ТР ЧНКА Хисеп хутне тивӗçнӗ спортсмена Аслă Аксу чăвашне, сусăррисем хушшинче армрестлингпа республикăн 8 хутчен чемпионне, Тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл тата Раççей чемпионачӗн бронза призерне Петр Мускатинова курма çав тери кăмăллă пулчӗ. Ентешӗмӗр август уйăхӗнче черетлӗ Тӗнче чемпионатне хутшăнма хатӗрленет.«Благодеяние» ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Виктор Макаров та ЧНК Тав çырăвне пархатарлă ӗçӗпе тивӗçрӗ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан район салтакӗсем валли 6 хутчен гуманитари пулăшăвне хăй леçнӗ вăл. Салтаксене чи кирлӗ япаласемпе çитес вăхăтра тепӗр рейс çула тухмалла. Çӗпрел районӗ «Сувар» хаçата чи нумай çырăнакан районсенчен пӗри. Çавăнпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова хаçатăн тусӗсене – район ертӳçине М.Гафарова, «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорне Н.Угаслова «Татмедиа» АО, ЧНКЦ ертӳçине А.Ярухина «Сувар» хаçатăн Тав хучӗпе чысларӗ. Чăваш Çӗпрел почта уйрăмӗн ертӳçине Г.Шленскаяна, Хулаçырмипе Алешкин Саплăк почтальонкисене З.Юркинапа А.Журавлевана вара Тав çырăвӗпе пӗрлех укçан преми те пачӗ.
А.Чебанов премийӗ
Çӗпрел районӗ кăçал хисеплӗ ентешӗн, А.Чебанов драматургăн премине йӗркеленӗ. Унпа тата 10 пин тенкӗ укçан премипе тăван чӗлхепе культурăна аталантарассинче пысăк çитӗнӳ тунă учительсене, олимпиадăсенче, фестиваль-конкурссенче çӗнтерекен ачасене, писательсене чыслаççӗ. Пӗрремӗш премие Алешкин Саплăк шкулӗн тăван чӗлхепе литература учителӗ Н.Григорьева, тăван чӗлхепе литература предмечӗпе олимпиадăсемпе конкурссенче темиçе хутчен çӗнтернӗ В.Павлова тата ТР тава тивӗçлӗ учителӗ, «Хӗлхем» ансамблӗн ертӳçи Л.Сердцева тивӗçрӗç. М.Гафаров ку премипее малашне кашни çул Акатуйра чыслассине пӗлтерчӗ.
Сăвар салтакӗ
Районти чăваш ял хутлăхӗсенчен кашни хăйсен кил-çурчӗсене хатӗрленӗ. Ку та тахçан çирӗпленнӗ йăла. Ял мӗнпе тата мӗнле пурăннине ăмăртмалла тенӗ пек пӗри тепринчен лайăхрах йӗркелет. Алешкинсаплăксем, тӗслӗхрен, ытларах утар ӗçне кăтартма тăрăшрӗç пулсан, матаксем халăх историйӗ çине пусăм тунă. Ку ӗçре вӗсене ял мăнукӗ, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнакан Алексей Воронов пулăшăва килнӗ. Нумай çул антиквариатпа ӗçленӗскер, юлашки виçӗ çул чăваш историйӗпе кăсăкланать иккен. 9-10 ӗмӗрсенчи сăвар салтакӗн тум-юмне, хӗç-пăшалӗ таранах. Сувар салтакӗн эскизӗпе тимӗртен ăсталаттарать. Тумăн нумай пайӗ хатӗр ӗнтӗ, веçех мар-ха. Хусанта, Свияжскра пулнă хыççăн çак шухăш çуралнă иккен унăн. Çавăнпа Акатуйра тăван яла пулăшма хаваспах килӗшнӗ.
Акатуй паттăрӗ – Денис Сетнеров
Хӗрсем валли«Уяв пики» йӗркеленӗччӗ пулсан, каччăсене тӗрлӗ ăмăрту кӗтрӗ: юпа çине хăпарса парне илесси, кире пуканӗ йăтасси, алă вăйӗ виçесси, канат туртасси... Çавах та Акатуй паттăрӗ кӗрешӳре палăрать. Кăçал кавир çине çӗпрелсемпе пӗрлех кӳршӗллӗ регионсенчен пурӗ 87 кӗрешӳçӗ тухрӗ. Пӗрре мар Акатуй паттăрӗ пулнă Матак каччи Евений Дунаев ав, Сургутранах килсе çитнӗ. 35, 40, 50, 60, 70, 80, 80 килограмран ытларах виçе йывăрăшӗсенчи спортсменсенчен кашни хăйпе таннипе вăй виçрӗ. Çав тери хӗрӳ пулчӗ кӗрешӳ. Паллах, вӗсене йӗпе кавир те, çумăр та чăрмантараймарӗ. Тӗп парнешӗн тупăшу 80 килограмран ытларах виçе йывăрăшӗнчи Матак каччипе Евгений Дунаевпа Ульяновск хулинчи Денис Сетнеров хушшинче пулчӗ. Женьăн çӗнтермешкӗн кăшт кăна вăйӗ çитеймерӗ хальхинче. Акатуй паттăрӗн ятне Денис Сетнеров тивӗçрӗ, шăпах вăл илчӗ те такана. Темех мар, тепрехин çӗнтерӳ çӗпрелсен пулать, пултаруллă спортсменсем çулсерен ӳсеççӗ вӗт. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев