2024 ÇУЛĂН 1-МӖШ ÇУР ÇУЛНЕ «СУВАР» ÇЫРĂН ТА ПАРНЕЛЛӖ ПУЛ!
Хаклă вулакансем! 2024 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнче çырăнтараççӗ. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
Хаçата 2024 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли çырăнакансен хушшинче парнесем вылянтарни пирки аса илтеретпӗр сире, хаклă вулакансем. «2024 çулăн 1-мӗш çур çулне «Сувар» çырăн та парнеллӗ пул!» акцие хутшăнса парне выляса илме васкăр!
Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен? «Сувара» 2024 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăнмалла та квитанцине (копи туса, фото ӳкерсе те юрать) редакцине хăвăра меллӗ майпа: е почта урлă 420066, г.Казань, а/я 64 адреспа, е suvar@mail.ru электронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла.
Тӗп приз хальхинче – паровой швабра! Иккӗмӗш приз – соковыжималка. Çавăн пекех кил хуçалăхӗнче кирлӗ ытти япаласем, чăвашла кӗнекесем те вылянтаратпăр.
«2024 çулăн 1-мӗш çур çулне «Сувар» çырăн та парнеллӗ пул!» акцин положенийӗпе тӗплӗнрех хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать.
Квитанцисене 2024 çулхи январӗн 15-мӗшӗччен йышăнатпăр. Акцие февраль уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр.
Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Чăваш пулар, пӗрле утар – вулар пурте пӗрле «Сувар»!
Реклама АО "ТАТМЕДИА"
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев