Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АКЦИ: «СУВАР» ÇЫРĂН ТА МИНИ-ПЕЧЬ ВЫЛЯСА ИЛ, ХАÇАТĂН 30 ÇУЛХИ ЮБИЛЕЙӖН ХĂНИ ПУЛ!»

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

Хаклă вулакансем! Пирӗн юратнă хаçатăмăр «Сувар» кăçал 30 çул тултарать. 1993 çултанпа «Сувар» Тутарстан чăвашӗсене çеç мар, ытти çӗрте пурăнакан йăхташăмăрсене те пӗрлештерсе тăрать: Хусанта пичетленекен кăларăма Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче çырăнса илеççӗ, юратса вулаççӗ. Малашне те çак туслăх упранса юлтăрччӗ, пирӗн вулакансен шучӗ ӳссех пытăрччӗ. Çавăнпа 2023 çулăн 2-мӗш çур çулӗнче те хаçатсăр ан юлăр, туссем. 

Яланхи пекех хальхинче те хаçата çырăннисен хушшинче парнесем вылянтаратпăр. «Сувар» çырăн та мини-печь выляса ил тата хаçатăн 30 çулхи юбилейӗн хăни пул!» акцие хутшăнса парнеллӗ пулма васкăр!

Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен? «Сувара» 2023 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăнмалла та квитанцине (копи туса, фото ӳкерсе те юрать) редакцие хăвăра меллӗ майпа: е почта урлă 420066, г.Казань, а/я 64 адреспа, е suvar@mail.ruэлектронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла. Тӗп парнене тивӗçекен хальхинче «Сувар» хаçатăн 30 çулхи юбилейӗн (кӗркунне иртет) хаклă хăни пулать. Юбилейре çӗнтерӳçе редакци Тав хучӗпе тата асăнмалăх парнепе чыслать. Паллах ӗнтӗ, акцире ытти хаклă парнесем те нумай вылянтаратпăр.  

«Сувар» çырăн та хаçатăн 30 çулхи юбилейӗн хăни пул!» акцин положенийӗпе тӗплӗнрех хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать. 

Квитанцисене 2023 çулхи июлӗн 10-мӗшӗччен йышăнатпăр. Акцие август уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр. 

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

Чăваш пулар, пӗрле утар!

Реклама АО «ТАТМЕДИА» 16+.

2Vtzqvh5Xzh

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев