Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан ӗç ветеранӗ Геннадий Селиванов çак кунсенче 80 çул тултарчӗ

Хисеплӗ ӗç ветеранӗ, ял хуçалăхӗнче нумай çул тӳрӗ кăмăлпа вăй хунă сумлă çын Геннадий Селиванов Сӗнче юханшывӗ хӗрринче вырнаçнă Беловка ялӗнче милиционерпа учитель çемйинче çуралнă. Çемйи йышлă пулнă. Ачалăхӗ Аслă вăрçă хыççăнхи кăткăс вăхăтпа тӳр килнӗрен çăмăл пулнă тесе калаймăн. Малалла ăнтăлма, вӗренсе çын пулма тăрăшнă.

Шкулта Геннадий тӗрӗс ăслă­лăхсене, пуринчен ытла математикăна, юратнă. Мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхса ӳснӗ. Чăваш çемйин йăлисене çирӗп пăхăннă. Килте кашни ачан хăйӗн тивӗçӗ пулнă. Кӗçӗннисене пăхнă, ашшӗпе амăшне кил хуçалăхӗнче пулăшнă. Сасартăк амăшӗ чирлесе вилсен каччăн Мелекесри педагогика институтӗнчи математика факультетӗнчен пăрахса килме тивнӗ. Чи кӗçӗн шăллӗ, çемьере шучӗпе 6-мӗш ачи, тăхăр уйăх­ра кăна пулнă.Тетӗшӗ, ятарлă пӗлӳ илнӗскер,  тинӗсре ишевре. Кӗçӗн йăмăкӗсемпе шăллӗсене хăйӗн тӗревӗ, пулăшăвӗ, тимлӗхӗ кирлӗрен тунă яш ку утăма. Ашшӗ тепре авлансан Геннадий Чистайри ял хуçалăх техникумне вӗренме кӗнӗ. Беловкăра юлнă пӗртăванӗсене пăхма халӗ ашшӗн шанчăклă мăшăрӗ Зинаида Ивановна Полоруссова пулăшнă. Килте тепӗр йăмăк çуралнă.

Ӗç биографийӗ Г.Н.Селива­новăн «Дружба» хуçалăхра пуçланнă. Беловкăпа Çӗнӗ Ӳсел ялӗсен хуçалăхӗсене пӗрлештернипе йӗркеленнӗ колхозра механикра, парторгра вăй хунă вăл. Каччă Хусанти патшалăх ял хуçалăх институтне куçăн мар майпа вӗренме кӗнӗ. Агронома вӗреннӗскер «Сульча» колхозра çак специальноçпа ӗçе вырнаçнă, тыр-пул ӳстернӗ. Тӗп агрономра та вăй хунă. Халăх пӗр саслăн пулса председателе суйласан шанăçа тӳрре кăларма тăрăшнă. Пурнăç çулӗ çинче яланах ырă çынсем тӗл пулни кăмăлне çирӗп­летнӗ, тем тесен те  шанăçа тӳрре кăларас килнӗ. 

– Эпӗ хуçалăх ертӳçинче вăй хунă хушăра Кивӗ Ӳселӗнче халăха кирлӗ питӗ пысăк çуртсем çӗкленсе ларчӗç. Çав шутра – вăтам шкул. Çанă тавăрса вăй хунă, çăкăр ӳстернӗ, витесем ун чухне выльăх-чӗрлӗхпе тулличчӗ. Çынсем кăвак çутăлла ӗçе васканă, çамрăксем ялтан пăрахса кайма мар, юлса тăван тăрăхне аталантарма тăрăшнă. Кивӗӳселсене, пӗрле тăрăшнă механизатор-водительсене, техниксене, сысна самăртакансене, ӗне сума васканă ентешсене, ӗç ветеранӗсене, пуçне кӗмӗл тӗс çапнă ватăсене чӗререн хисеплетӗп, юрататăп, çав вăхăта ырăпа çеç аса илетӗп, – тет Геннадий Николаевич.

Ялти чи çывăх тусӗн Юрий Янилкинăн туйӗнче йӗкӗт пулас мăшăрне тӗл пулнă. Пӗрре курсах савнă пикене, Чистайри медицина училищине пӗтерсе Кивӗ Тимушкел ФАПне ӗçлеме килнӗ çамрăк фельдшера Валентина Бочкаревăна, качча илнӗ. Пике Беловкăна юлташӗн, ӗçтешӗн Людмила Поликарпован хӗр çумӗ пулса килнӗ. Геннадий Селиванов вара – Юрий Васильевичăн каччă çумӗ. 

Хӗрпе каччăн куçӗсем тӗл пулнă та самантрах шăпине татса панă. «Илемлӗ йăл-кулăллă,  йăрăс пӳллӗ, хăмăр куçлă чипер хӗр пӗрре пăхсах кăмăла кайрӗ. Мӗнле сăмах тупас-ши унпа тетӗп. Вăл та мана куç хывнă иккен», – ăшшăн кулса аса илме юратать юбиляр. Çур çултанах çамрăк телейлӗ мăшăр Валентинăпа Геннадий туй кӗрлеттернӗ. Кăçал вӗсем пӗрлешнӗренпе 54 çул çитет. 

– Вальăпа эпир пур ӗçе те пӗрле пурнăçлатпăр. Хӗлле килте ӗнтӗ. Арăм чăлха-нуски çыхать. Хăйне те нумаях пулмасть чӗри çине операци турӗç пулсан та мана та, больницăран тухнă мăшăрне, ача пек пăхать. Çулла пахчара çимӗçсем, улма-çырла ӳстеретпӗр. Хуçалăхра çамрăкрах чухне темӗн те (икшер ӗне те) тытнă. Çырла-кăмпана еплерех çӗкленӳллӗ кăмăлпа çӳренӗ. Валя 40 çул ытла фельдшерта ӗçлерӗ, ялти культура çуртне репетицисене çӳрерӗ. «Хамăрьял» ансамбль юрăçи вăл. Килте иксӗмӗр те юрлама юрататпăр. Хăш чăваш ӗçленӗ чухне ан юрлатăр? Вăй кӗрет. Халӗ ватăлтăмăр пулсан та пурăнас килет. Чăх-чӗп, хур-кăвакал, кушаксем пур. Кӗçӗн хӗрпе Юрий кӗрӗве вӗлле хурчӗсемпе утарта пулăшма кăмăл пур. Сыв­лăх пулсан ӗнтӗ. Паян пире 11 мăнук, 1 кӗçӗн мăнук савăнтараççӗ. 4 ача çуратса ӳстертӗмӗр.  Кинпе кӗрӳсем хамăр ачасем пекех хаклă. Эппин саккăрăн вӗсем пирӗн: ӗçчен те, вăр-вар та, маттур та. Ватăсене хисеплеççӗ. Валентина Степановна мăнукӗсене кукăль-пӳремечпе, тутлă апатпа, кăпăшка икерчӗпе кӗтсе илет. Пурнăçра çакăн пек ăслă, сăнӗпе те, чунӗпе те илемлӗ мăшăр тӗлне пулнишӗн, ватлăхра та пӗрле кун кунлама пӳрнишӗн Турра тав тăватăп, – тет Геннадий Николаевич арăмӗ çине çепӗççӗн пăхса.

Геннадий Николаевич вăрах вăхăт ялти Ӗçпе вăрçă ветеранӗсен канашӗн председателӗн тивӗçӗсене пурнăçланă. Пур ыйтупа та сумлă ентешӗсене пулăшма тăрăшнă. Паян Беловка çыннисем шанчăклă алăра пулнишӗн савăнать ветеран. «Ял старости, хисеплӗ Сергей Уланов, пур ӗçе те тимлесе, йӗркелесе тăрать. Кунта пурăнакансем хăюллăнах пур ыйтупа та ун патне пыраççӗ, хурав тупаççӗ. Тавтапуç Сергей Васильевича», – тет Геннадий Николаевич. 

Ял пурăннишӗн, аталаннишӗн, çынсем кăмăллă, туслă пулнишӗн  савăнать çак кунсенче 80 çул тултарнă шурсухал. 

Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич Селиванов­сем – ачисемшӗн ырă тӗслӗх. Çамрăк ăру амăшӗпе ашшӗ патне килме, пур ыйтупа та вӗсемпе канашлама юратать. Мăнукӗсем те пысăк ӗнтӗ, пурте пӗрле пухăнса юбилейпе саламларӗç аслашшӗ-кукашшӗне. Чи аслă мăнукӗн Сашенькăн хӗрӗ Анюк та ырă сăмахсем каласа савăнтарчӗ мăн кукашшӗне. Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевичăн куçӗсем вара телейпе йăлтăртатаççӗ. Кунтан ытларах ăраскал, чун уççи курмаççӗ вӗсем, ялан ӗмӗтленнӗ пек йăх-несӗл йывăççи хунатăр теççӗ.

 

Аслă хӗрӗ 

Елена АЛЕКСЕЕВА-АКСУПИ. 

Селивановсен çемье 

архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев