Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Емелькино вăтам шкулӗнче Вячеслав Марковăн Асăну хăмине уçрӗç

Аксу районӗнчи Емелькино шкулӗнче ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн пуç хунă Вячеслав Марковăн Асăну хăмине уçрӗç. Паттăр салтака халалланă мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял-йыш йышлăн пуçтарăннă. Программăна ертсе пыракансем паттăр салтак пирки тӗплӗн каласа пачӗç.

Вячеслав Марков Унтакшă ялӗнче 1985 çулхи июлӗн 21-мӗшӗнче çуралнă. Емелькино вăтам шкулӗнче тăхăр класс пӗтерсен малалла Аксури профессиллӗ лицейре вӗреннӗ. Унтан Вячеслав çурçӗрти хуласенче, Мускавра, каярах тăван тăрăхри ял хуçалăх предприятийӗсенче ӗçленӗ.

2025 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче Вячеслав Витальевич ятарлă çар операцине кайма контракт çине алă пуснă. Пӗлтӗрхи февралӗн 2-мӗшӗнче çар задачине пурнăçланă чух паттăррăн пуç хунă. Вячеслав Витальевичăн мăшăрӗ Елена Владимировна, ывăлӗсем Никита, Андрей тата Алеша тăлăха юлнă.

Паттăр салтакăн Асăну хăмине уçма Аксу районӗн пуçлăхӗ Алмаз Мингулов та килнӗ.

– Вячеслав Марков пек Тăван çӗшывшăн паттăррăн пуç хунисене пирӗн яланах асра тытмалла. Вӗсем хăйсен пурнăçне çӗршыв пуласлăхӗшӗн панă. Вячеслав Витальевичăн ырă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ. Унăн паттăрлăхӗ çамрăк ăрушăн тӗслӗх, – терӗ Алмаз Минвазыхович.

Емелькино ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Нина Михайлова та, шкул директорӗ Алексей Никитин та, «Служу Отечеству» пӗрлешӗвӗн ветеранӗсем те, тăванӗсемпе ял-йыш та Вячеслав Марков çинчен нумай ырă сăмах каларӗç.

Асăну хăмине Аксу районӗн пуçлăхӗ Алмаз Мингулов тата Вячеслав Марковăн мăшăрӗ Елена Маркова уçрӗç. Мероприятие хутшăнакансем Асăну хăми патне чечек хучӗç, паттăр салтака асăнса пӗр минут шăп тăчӗç.

 

Сăнӳкерчӗксем Емелькино вăтам шкулӗн «ВКонтакте» соцсетьри ушкăнӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои