Аксу районӗнчи пилӗк коллектив хисеплӗ ята тивӗçрӗ
Аксу районӗнчи культура ӗçченӗсем хăйсен ӗçне яланах çӳллӗ шайра пурнăçланине районти халăх та, республикăпа ун тулашӗнчисем те аван пӗлеççӗ. Хуть те мӗнле мероприяти ирттӗр районта, культура ӗçченӗсем ăна илем кӳреççӗ. Ку çулталăка черетлӗ пысăк çитӗнӳсемпе ăсатаççӗ вӗсем.
Çак кунсенче районти тăватă пултарулăх коллективӗ – Беловкăри «Шур çăл» вокал ансамблӗ, Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи «Тăван кил» фольклор ансамблӗ, Кивӗ Тимушкелӗнчи «Радужные надежды» ташă коллективӗ, Трудолюбовăри «Секреты древней Славутницы» арт-терапи студийӗ – «Халăх пултарулăх коллективӗ», Аксу районӗн Культура çурчӗн «Соловушка» вырăс юррин ача-пăча ушкăнӗ «Тӗслӗхлӗ пултарулăх коллективӗ» хисеплӗ ятсене тивӗçни паллă пулчӗ.
«Шур çăл»
Беловка ялӗнчи Культура çурчӗн «Шур çăл» вокал ушкăнӗ 2009 çулта йӗркеленнӗ. Ăна пултаруллă Тамара Леонтьевна Андреева ертсе пырать. Районти чи лайăх коллективсенчен пӗри концертсем лартас тӗлӗшпе питӗ хастар. Ялти кăна мар, районти, республикăри мероприятисене яланах хастар хутшăнаççӗ вӗсем. «Шур çăлăн» репертуарӗ тӗрлӗ енлӗ: чăваш халăх юррисем те, эстрадăн та, акапелла та, романс та пур. Наци культурине пысăк тӳпе хывнăшăн «Шур çăла» тӗрлӗ Тав тата Мухтав хучӗсемпе, Дипломсемпе нумай-нумай хут чысланă.
«Тăван кил»
Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи «Тăван кил» фольклор ушкăнне Вера Викторовна Уканеева ертсе пырать. Коллектив авалхи йăла-йӗркене туллин упрассишӗн, сцена çинче улăштармасăр кăтартассишӗн тăрăшать. Вырăнти авалхи юрăсене чӗртсе тăратассишӗн чунне параççӗ кӗçӗнсӗнчелсем. Ансамбле çӳрекенсем пӗчченшерӗн те, ушкăнпа та юрлаççӗ, халăха явăçтарса та номерсем хатӗрлеççӗ. Кашни çӗнӗ юрра ташăпа илемлетеççӗ. «Тăван кил» районти, республикăри кăна мар, çӗршыв тата тӗнче шайӗнчи мероприятисене те тăтăш хутшăнать. Ку коллективăн та тӗрлӗ награда нумай.
Ташăçăсем
Кивӗ Тимушкелӗнчи «Радужные надежды» ташă ушкăнӗ 2006 çулта ку ялти Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Анна Владимировна Туйкина пуçарăвӗпе йӗркеленнӗ. Ялти пӗр уяв та çак ушкăнăн илемлӗ ташшисӗр иртмест. Тем тӗрлӗ ташă та ташлаççӗ коллектива çӳрекенсем. Хăйӗн репертуарне ушкăн çӗнетсех тăрать. Пултарулăх тӗлӗшпе пиçсе çитни, хăйсенчен çирӗп ыйтни, ертӳçӗн пысăк ăсталăхӗ коллектива пӗрре мар конкурссемпе фестивальсенче лауреат тата дипломант пулма пулăшнă. Кивӗ Тимушкел ташăçисене Аксу районӗнчи кашни ялтах пӗлеççӗ, пысăк хак параççӗ.
Арт-терапи студийӗ
Трудолюбовăри «Секреты древней Славутницы» арт-терапи студине 2017 çулта Аксу районӗнчи хӗрарăм-депутатсен «Мэрхэмэт-Милосердие» пӗрлешӗвӗн ертӳçин, районти Культура çурчӗн директорӗн Ольга Владимировна Копаневан пуçарăвӗпе йӗркеленӗ. Шăпах вăл Трудолюбовăри Культура çурчӗн ӗçченӗсен пултарулăхне асăрханă. Кӗске вăхăтрах студире усал-тӗселтен сыхлакан, тӗрлӗ йăлара усă куракан пуканесем туса хатӗрленӗ. Арт-терапи студине çӳрекенсем интернет пулăшнипе ытти ăстаçăсенчен те вӗренеççӗ. Кунта кашни кăмăл тăвакан çӳреме пултарать. Алă ӗçӗ чун-чӗрене сывалма, аталанма пулăшать. Студи районти, республикăри мероприятисенче курав йӗркелесе хăйӗн ӗçӗсемпе паллаштарать, мастер-классем ирттерет.
Ачасем те маттур
«Соловушка» вырăс юррин ача-пăча ушкăнӗ 2017 çулта йӗркеленнӗ. Ăна Марина Анатольевна Царегородцева ертсе пырать. Тӗрлӗ вырăс юррине юрлакан ачасем кашни куракан кăмăлне çавăрма пӗлеççӗ, темиçе сасăпа шăрантараççӗ. Марина Анатольевна кашни ачана уйрăммăн юрлама вӗрентет. Ачасем пултарулăх ӗçне чунтан парăнни сисӗнет. Республика, Раççей шайӗнчи конкурссене тăтăш хутшăнакан «Соловушка» ушкăнăн та наградăсем чылай.
Чыслă ята тивӗçнӗ коллективсене малашне те пултарулăхра ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем сунатпăр. Эпир сирӗнпе мăнаçланатпăр!
( Лилия БАТАЛИНА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев