Аксу районӗнчи Сергеевскинче пурăнакансем яла йӗркеленӗренпе 95 çул çитнине уявларӗç
Сергеевскинчи Ял кунӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа лартнă палăк патне чечек хунинчен пуçланчӗ. Ку чыслă мешехене Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов, унăн çумӗ Ильшат Загидуллин, Беловка ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Илсур Махмутов хутшăнчӗç.
Уяв пуçланиччен район пуçлăхӗ ятарлă çар операцине хутшăнакан Даниил Охотниковăн мăшăрӗпе Иринăпа курса калаçрӗ, ентеш пирки тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ, çемьене мӗнле пулăшу кирлипе интересленчӗ.
Юбилей мероприятийӗ ялти Культура çурчӗ патӗнчи уçланкăра пуçланчӗ.
– Пирӗн ял – чи лайăххи. Паян çакăнта пурăнма юлнă ял-йыша вӗсем хамăрăн йăла-йӗркесене упранăшăн, хисепленӗшӗн чӗререн тав калас килет. Эсир тăрăшнипе пирӗн ял чечекленсе кăна пырать. Пирӗн ялăн пуянлăхӗ – унта пурăнакансем шурсухалсем, – терӗ Вера Охотникова уява уçнă май.
Халӗ Беловкăра пурăнакан Нина Кожеманова Сергеевскинче çуралса ӳснӗ. Вăл ял историне питӗ тӗплӗн каласа пачӗ. Сергеевскине 1929 çулта Кивӗ Тимушкел çыннисем йӗркелесе янă-мӗн. 1933 çулта поселокра «Канаш» колхоз йӗркеленнӗ. 1950 çулта Кивӗ Тимушкелпе пӗрлешнӗ пулсан, пилӗк çултан Сергеевский, Алексеевка тата Федоровка ялӗсем пӗр колхоз – «Вперед» – туса хунă. Малтан Андрей Игнатьевич Васильев, кайран Алексей Федорович Бульбов председатель пулнă.
1978 çулта колхозсене пысăклатнă май «Вперед» Çӗнӗ Ӳселӗнчи «Дружбăпа» пӗрлешнӗ. Ăна Габдулхай Абзалович Ягудин ертсе пынă. 1987 çулта чăваш ялӗсем ку хуçалăхран уйрăлса тухса хăйсене уйрăм «Верный путь» колхоз туса хунă, ăна Александр Федорович Шуркин ертсе пынă.
– Александр Шуркин лайăх ертӳçӗччӗ, вăл ӗçленӗ вăхăтра пурăнмалли çуртсем, ытти объектсем нумай тунă. Председатель стройматериалсем туянса турттарса килме транспорт паратчӗ, çавна кура çынсем çуртсем нумай турӗç. Колхозшăн та вăл тапхăр чечекленӳпе çирӗп аталану вăхăчӗ пулчӗ. Çӗнӗ фермăсем, пăру вити, кормоцех тунă, пуррисене тӗпрен юсанă. «Верный путь» колхоз районта сӗт суса илессипе те, аш тăвассипе те чи малтисен йышӗнчеччӗ, – мăнкăмăллăн пӗтӗмлетрӗ хăйӗн сăмахне Нина Кожеманова.
2006 çулта колхоз пӗтнӗ. Унтанпа Сергеевский хăйӗн пурнăçӗпе пурăнать. Юлашки темиçе çулта кăна кунта ял-йыш 15 çӗнӗ çурт туса лартнă – хулана кайнисем таврăнма пуçланă.
– Çамрăк чух эпир Сергеевский хăçан та пулсан хула пулать тесе такмаклаттăмăр. Хула пулаймарӗ. Анчах та пирӗн чӗрешӗн тăван ялтан лайăхрах, ырăрах вырăн урăх çук. Кунта таврăнас та таврăнас килет. Хамăр поселок паянхи кун та пурăнтăр тесе тăрăшакансене пуç тайса тав тăватăп! – терӗ çак ялта çуралса ӳснӗ Вера Михайловна Юнусова.
Шăпах вăл тата Вера Васильевна Охотникова Ял кунне ирттерме сӗнекенсем иккен. Вӗсем кăна та мар. Верăпа Евгений Охотниковсен, Альбертпа Вера Юнусовсен çемйисем хăйсемпе пӗр шухăшлă çынсемпе – Владимир Терентьевпа, Евгений Погодкинпа, Дмитрийпе Елена Погодкинсемпе, Николайпа Надежда Чугуновсемпе, Юрийпе Светлана Тронсемпе, Григорийпе Вера Шакмаковсемпе пӗрле уявăн спонсорӗсем пулса тăнă.
Ял-йыша юбилейпе саламланă май Беловка ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Илсур Махмутов йăла-йӗркесене упрани, тӗрлӗ ăрусем пӗр çӗрте тӗл пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. Вăл поселокри чи хастар çынсене – Лидия Игнатьевăна, Мария Аниськинăна, Василий Семенова, Владиславпа Александр Майоровсене, Петрпа Владимир Аниськинсене наградăларӗ.
Лидия Игнатьева тата волонтер та. Хăйӗн тав сăмахӗнче вăл ялта таса тӳпе айӗнче уяв пынă вăхăтра та эпир çак лăпкăлăхшăн хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнса çӗршыв чысне хӳтӗлекен салтаксене тав тумалли çинчен аса илтерчӗ. Хамăр районти СВОна хутшăнса аманнă салтака пулăшмашкăн укçа пуçтарма сӗнчӗ. Ретӗн-ретӗн ларакан çынсем кам мӗн чухлӗ пултарать, пурте ку ырă ӗçе хутшăнса укçа пачӗç.
Сергеевскисем хăйсен тăван ялӗн кăна мар, çӗршыв патриочӗсем те пулнă яланах, халӗ те çаплах. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине ялтан 52-ӗн тухса кайнă, 21-шӗ çеç каялла таврăнайнă. Уявра эпир Афган вăрçине хутшăннă Николай Терентьевпа тата Алексей Погодкинпа та паллашрăмăр. Чечня вăрçин паттăрӗ те пур сергеевскисен – Андрей Аниськин десантник. Вăл спецназра хӗсметре тăнă чух 1996 çулта Аргун тăвӗ патӗнче пуç хунă, вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă ăна. Поселок хăйӗн кашни ентешӗпе мăнаçланать!
Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов Сергеевский тӗслӗхлӗ ял пулнине çирӗплетрӗ, район аталанăвӗшӗн кунта нумай ӗç пурнăçланине палăртрӗ.
– Эп хам та пӗчӗк ялта – Ямбаевкăра – ӳссе çитӗннӗ. Эп те сирӗн пекех хамăн тăван яла юрататăп. Пӗчӗк ялсен шăпи пур çӗрте те пӗрешкел темелле, вӗсем ӗлӗк те, халь те вырăнти çынсен ӗçченлӗхӗпе юратăвне кура пурăннă, пурăнаççӗ те, – терӗ Камиль Камалович. Икӗ Верăна – Охотниковăна тата Юнусовăна – район пуçлăхӗн Тав хучӗпе чысларӗ.
Уявра ялти чи ватă çынсене те хисеп турӗç. Павел Алексеевич Туйкин 89 çулта, Нина Петровна Леверкина 91-те. Вӗсене тата аслă çулсенчи ытти çынсене Вера Охотникова парнесем парса савăнтарчӗ, кашнин пурнăç çулӗ çинчен каласа пачӗ.
Çемье çулӗнче, паллах, çемьесем çине те пысăк тимлӗх уйăрчӗç Ял кунӗнче. Ольга Семеновнăпа Николай Иванович Тимофеевсем ак, тӗслӗхрен, 62 çул пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ. Вӗсен çемйи пысăк – çичӗ ача, тăхăр мăнук, ултă кӗçӗн мăнук. Иван Узяковпа Василий Тимофеев вӗсене халалласа купăс каласа юрă та юрласа пачӗç.
Ялти клуб заведующийӗ Алиса Владимирова тата Татьяна Обаськина уяв программине йӗркелесе енртсе пычӗç. Ялти «Пилеш» ансамбль хитре юрăсем шăрантарчӗ. Сергеевскисене саламлама çавăн пекех Беловкăран «Хамăр ял», Алексеевкăран «Чӗкеç» ансамбльсем килнӗ.
Ял кунӗ пурне те пӗрлештерекен, хăйсем çуралса ӳснӗ вырăнпа мăнаçланма хавхалантаракан уяв пулса тăчӗ. Кунта ватти те, çамрăкки те, тӗрлӗ профессипе ӗçлекенсем те пӗрле пухăнса тăван ялăн ырă йăлисене аса илчӗç, пӗр-пӗрне курнăшăн, пӗрле савăннăшăн чӗререн хӗпӗртерӗç.
Людмила ЖАРЕНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев