Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ Николай Софонов: «БМПна тракторпа танлаштараймăн»
Николай Софонов Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амăшӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем Тимофейпа Мария Софоновсем, ăна шанчăклă, хăюллă пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Çакă Николая Афган вăрçин йывăрлăхӗсене тӳссе ирттерме пулăшнă та каярах. Вăл 108-мӗш дивизин 781-мӗш уйрăм батальонӗн 2-мӗш разведротинче хӗсмет иртнӗ. Икӗ хутчен «Хастарлăхшăн» медале тивӗçнӗ. Николайăн Афганистанри хӗсметпе çыхăннă асаилӗвӗсемпе паллашма сӗнетпӗр сире, хаклă вулакансем.
Пӗрремӗш операци
Пире, тин çеç килнӗ çамрăк салтаксене, тăшман боеприпас турттаракан çул çине засадăна ячӗç. Сăнавăн иккӗмӗш каçӗнче пăшал кӗрӗслетни илтӗнчӗ, инçех мар çапăçу пынине ăнлантăмăр. Унта виççӗмӗш рота засадăраччӗ. Вӗсем çине тăшман караванӗ лекнӗ. Нумай-и, сахал-и – пирӗн еннелле темӗн çывхарса килни илтӗнчӗ. Хăвăрт çывхарать, мӗн иккенне ăнланмастпăр. Пач тӗттӗм. Командир пеме приказ пачӗ. Ăнланмалла мар объект çулпа хăвăрт вирхӗнсе иртрӗ. Ирхине, çутăлсан, тин мӗн иккенне пӗлтӗмӗр. Хӗç-пăшал тиенӗ лашасем вирхӗнсе иртнӗ иккен. Лаша сикки, хӗç-пăшал кӗмсӗртетни ту тăрăхӗнче ăнланмалла мар сасса çаврăннă. Çапла эпӗ пӗрремӗш операцире лашасенчен хӳтӗленнӗ.
БМПпа çӳрени
Хăрушă операцисемпе пӗрлех кулăшла самантсем те пулкаланă.
Темиçе талăк ӗнтӗ Кабул – Саланг çула сыхлатпăр. Икӗ БМП. Апат-çимӗç пӗтрӗ. Унтан ытларах шыв пӗтни тарăхтарать. Командовани çывăхри кишлака шыв кайса илме ирӗк пачӗ. Мӗнле пулса тухнă: икӗ водитель те пӗр БМП çине ларса кайнă. Кунта раципе приказ килчӗ: колоннăна кӗтсе илмелле те пӗрле çӗнӗ тӗле дислокациленмелле. Колонна çитрӗ, пирӗн водитель çук. Ялта ӳснӗскер, эп техника мӗнне пӗлместӗп мар, БМПна хам тытса пыма шут тытрăм.
Ах тур-тур! Темиçе çухрăм кайиччен манран çырмари шыв чухлӗ тар юхрӗ пулӗ. Колонна хăвăрт куçать, манăн машина вара пӗрре мӗкӗрсе малалла ыткăнать, тепре чарăнса ларать… Çулӗ тăнкăр-танкăр.
Тинех чарăнтăмăр. Пире иккӗмӗш БМП хуса çитнӗ иккен. Водитель мана: «Тен, штурвала малалла та хăвах тытса пыран?» – тесе шăл йӗрет. «Çук, хăвăн аçтаха машинупа хăвах çӳре», – тинех хам хăтăлнине туйса хуравларăм эпӗ.
Кăмакари душман
Ӗç-пуç декабрьте пулса иртрӗ. Командир кишлакра мана пӗр пӳрт кăтартрӗ: «Çакă санăн сăнав пункчӗ пулать», – терӗ.
Вырăнти халăх вăл вăхăтра çапла ăшăнса пурăннă: пӳлӗм варринчи çӗр урайӗнчи путăка вӗри кăмрăк тултарнă. Çав вырăна пӗчӗк сӗтел (сантал) лартса çиелтен темиçе утиялпа витнӗ. Кил-йыш урайне выртса, урисене ăшă тӗле чиксе ирччен ăшăнса çывăрнă.
Халӗ пурте чӳрече айӗнче ларса урасем шăннипе-и, хытнипе-и – çывăрма пуçларӗç. Пӳлӗм варринчи утиялсене илме шутларăм: пӗрне сарсан, тепринпе урасене витсен аван пулӗччӗ. Шăннăскер афган кăмаки патне пытăм. Пӗр утиялне илтӗм, теприн патне алла тăсрăм çеç, çӳç-пуç вирелле тăчӗ – душман сикрӗ-тухрӗ! Хăш самантра пăшал кăларса персе янине астумастăп. Пăшал сассине илтнӗ юлташсем килсе суранланнă тăшмана кирлӗ çӗре ăсатрӗç.
Çакăнтанпа эпир санталсене малтан тӗрӗслеме пуçларăмăр.
Ольга МАКАРОВА çырса илнӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче: Николай Софонов малта кăшăл тытса пыраканни.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев