Аксу волонтерӗсем: «Пирĕншĕн ют салтаксем çук»
Ятарлă çар операцийӗнчи ентешсене пулăшас тӗлӗшпе кашни районтах волонтерсен ушкăнӗсем хастар ӗçлеççӗ. Анчах та хам çав районтан пулнăран-ши е чăнах та кун пек туслă, хастар, салтаксене пулăшассишӗн тем тума та хатӗр Аксу районӗнчи волонтерсен ырă ӗçӗсем пирки час-часрах та илтме тивет. Районти «Ял пурнăçӗ» хаçатра та вӗсем пирки çырсах тăраççӗ.
Сетка та çыхаççӗ, футболка та çӗлеççӗ
Акă июнӗн 29-мӗшӗнче Аксу районӗн Уявне кайсан хăйсемпе те паллашма май пулчӗ. Кунта волонтерсен ушкăнӗ ятарласа площадка хатӗрленӗ: «Волонтеры Аксубаева» тесе çырнă футболкăсем тăхăннă хӗрарăмсем кашни интересленекене хăйсен ӗçӗ пирки тӗплӗн каласа параççӗ. Маскировка сетки çыхмалли каркас та килсе лартнă кунта, çак ӗçе вӗренес текенсен шучӗ татăлмасть волонтерсем патӗнче. Валентина Ивановна Яругина васкамасăр, тӗплӗн ăнлантарса парать сеткăна еплерех çыхмаллине. Хăйăва хăш тӗлтен касмаллине те кăтартать, сетка çине еплерех çыхса хумаллине те. Аксури Çамрăксен центрне ӗçе çӳренӗ пек икӗ çула яхăн кунсерен васкакан кăмăллă чăваш хӗрарăмӗн аллинче ӗç вӗресе çеç тăрать. Ак канмалли кун та (Уяв шăматкун пулчӗ. — Авт.) тӗпрен илсен тивӗçлӗ канури маттур хӗрарăмсем кунта хăйсен ӗçӗпе çынсене паллаштарма килнӗ. Мӗн кăна çук волонтерсен палаткинче. Çыхса пӗтернӗ тӗрлӗ калăпăшлă маскировка сеткисем, хăйсем çӗленӗ футболкăсем, флис кофтăсем, тӗрлӗ тӗллевлӗ плащсем, çывăрмалли михӗсем, çуртасем... Каласа та пӗтереймӗн.
Çакăнтах волонтерсен ертӳçипе Рамзия Паймулкинăпа та паллашрăмăр. Вăл хӗрарăмсен ӗçне йӗркелесе пырать. Рамзия Рахимьяновна каланă тăрăх, волонтерсен ушкăнӗ йӗркеленнӗренпе районтан ятарлă çар операцийӗн зонине 16 хутчен гуманитари пулăшăвӗ леçнӗ ӗнтӗ. Çак хушăра Аксу волонтерӗсем тӗрлӗ размерлă 367 маскировка сетки çыхса, 4340 штук окоп çурти туса, 175 кӗске çанăллă, 50 вăрăм çанăллă футболка, 165 флис кофта, 68 кӗрлӗ-çурлă тăхăнмалли, 27 маскировка костюмӗ, 10 çумăртан, 87 дронран хӳтӗлекен, 63 «канадка» текен плащ, 162 балаклава, 28 бандана, 46 çывăрмалли михӗ çӗлесе, аманнисем валли 40 наçилкке хатӗрлесе ăсатнă. Маскировка сеткине районти ялсенче те çыхаççӗ. Тӗслӗхрен, унтакшăсем 16, васильевкăсем 8, саврăшпуçсем 20, савгачевăсем 14, хӗрлӗшурсем 9, кивӗтимушкелсемпе çӗнӗипрелсем 6-шар, емелькинсем 15, тахталасемпе кивӗипрелсем 5-шер, чăвашенрусьелсем 1, хăяслăсем 8 сетка çыхса панă. Çӗнтерӳшӗн кашни ырми-канми тăрăшни куçкӗрет.
Çулла та ӗç вӗресе тăрать
Çулла ялта килти хуçалăхра та ӗç нумаййине пăхмасăр Аксури Çамрăксен центрӗнче волонтерсен ӗçӗ вӗресе çеç тăрать – шăматкунпа вырсарникун кăна канаççӗ хӗрарăмсем.
Çак хастарсем ирхине 8-тан пуçласа 14.00 сехетчен кашни кун çӳреççӗ салтаксене мӗн кирлине хатӗрлеме, — каласа парать Рамзия Паймулкина. — Вӗсене никам та хистемест, хăйсен кăмăлӗпе утаççӗ кунта. Нумайăн эпир, çапах та чи хастаррисене асăнсах хăварас килет. Л. Терентьева, В. Маклакова, Л. Данилова, Р. Сунгатуллина, Г. Аюпова, В. Селезнева, Г. Киселева, Н. Охотникова, Н. Сулбаева, Р. Мишанина, Т. Пивоварова, В. Яругина, М. Мельникова, М. Золина, Т. Титова, В. Гурьянова, Е. Еграшкина, А. Валиуллина, В. Давыдова, Л. Еграшкина, Т. Лодоркина, С. Еграшина, Г. Аккулова, Т. Краснова, Е. Кузьмина ялан ӗçлеме хатӗр.
«Пиртен пулăшу кӗтекенсем пур чух епле килте ларăн? Урасем хăйсемех кунталла утаççӗ. Часрах вӗçлентӗрччӗ ӗнтӗ вăрçи, салтаксем пурте ырă-сывă киле таврăнччăрах. Çак куна питӗ кӗтетпӗр», – терӗç волонтер-хӗрарăмсем.
Вӗсен хушшинче чăвашсем те, тутарсем те, вырăссем те пур – килӗштерсе ӗçлеççӗ. Салтаксем валли тумтир çӗленисӗр пуçне яшка пӗçермелли заготовкăсем, сок тавраш хатӗрлени пирки те пӗлтерчӗç волонтерсем. Пӗр самант та ахаль ларманни каламасăрах паллă – нумай ӗç пурнăçлаççӗ.
Çамрăксен центрӗнче тăрăшакан волонтерсене районӗпех пулăшаççӗ. Предпринимательсем те, ахаль çынсем те кам мӗнле пултарать – çапла тӳпе кӗртме тăрăшаççӗ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешӗмӗрсене кирлӗ япаласене туянмашкăн укçа пуçтарас ӗç те куллен пырать. Ăна Елена Кузьмина волонтер йӗркелесе пырать иккен. Вăлах «Поможем все вместе» ушкăн йӗркеленӗ, админ пулса ертсе пырать.
«Елена Николаевнăсăр эпир ал-урасăр пекех. Вăл питӗ маттур, ушкăнра укçа пуçтарасси пирки пӗлтерӳсем те хăйех çырать. Ăна вӗт-ха çырма та пӗлмелле. Тавах пултаруллăскерӗмӗре», – терӗ Рамзия Паймулкина ӗçтешӗ пирки.
Донбасран тин кăна таврăннăччӗ
Маттур хӗрарăмсем хатӗрленӗ кирлӗ япаласене ентеш-салтаксене СВО зонине çитерсе паракан арçын-волонтерсемпе те курса калаçрăмăр Уявра. Ку ӗçе Анатолий Скворцов йӗркелесе ертсе пырать. Район хаçатӗнче ик-виç кун маларах çырнине вуланăччӗ вӗсем тин кăна 16-мӗш хут Донбаса çитсе килнӗ иккен. Анатолий Николаевича мӗнле кайса килни пирки каласа пама ыйтрăмăр.
«Хальхинче малтан Донецк Халăх Республикинче пултăмăр. Виçӗ машина – икӗ «Нива» тата пӗр «УАЗ» илсе кайрăмăр. Унтан икӗ ушкăна пайлантăмăр: пӗрисем Белгорода машина леçме кайрӗç, эпир Херсона вӗçтертӗмӗр. Çавăн пекех генераторсем, бензопăчкă, рацисем, ятарлă хатӗрсем, районти волонтерсем çӗленӗ тум, маскировка сеткисем, кулленхи пурнăçра кирлӗ япаласем, апат-çимӗç – кӗскен каласан, салтаксем мӗн ыйтнă – çавна веçех илсе кайрăмăр. Мӗн кирлине, тӗпрен илсен, халăх пухнă укçапа туянатпăр. Атьсем унта пире ялан кӗтеççӗ, кăмăлӗсем аван, çӗнтерӳ пирӗн пулать теççӗ яланах. Халăх çапла пулăшсах тăнăшăн питӗ савăнаççӗ. Паллах ӗнтӗ, ывăннă вӗсем, çакă сисӗнет», – каласа парать Анатолий Николаевич.
Анатолий Скворцов ертсе пыракан волонтерсен ушкăнӗ Аксу районӗнчен кайнă хӳтӗлевçӗсем — вӗсен шутӗнче контрактниксем те, тулли мар мобилизаципе кайнисем те пур – патнех каять-ха СВО зонине, анчах та çул çинче тӗл пулакансене «хамăрăн мар» тесе уйăрса тăмаççӗ вӗсем. Çула тухиччен хӗрарăм-волонтерсене «телейлӗ салтак» валли 15–20 запас посылка хатӗрлеме те ыйтаççӗ. «Пирӗншӗн ют салтаксем çук, пурте хамăрăн вӗсем. Адреслă посылкăсене валеçнӗ май кама тӗл пулатпăр, пурне те паратпăр», – тет Анатолий Николаевич.
Тинӗсре шыва кӗме юлманни хăтарнă
Гуманитари пулăшăвне леçме каякансен тӗллевӗ – халăхпа пӗрле пухнă япаласене СВО зонинчи хӳтӗлевçӗсем патне тӗрӗс-тӗкел çитерсе парасси. Анчах та ку тивӗç çăмăл мар – çулӗ те инçе, тата лере çитсен те тем пуласси пур вӗт-ха. Тăшман çывăрмасть, сыхласа кăна тăрать. Аксу волонтерӗсем пӗр хутчен мар вăйлă пенӗ вăхăта та лекнӗ иккен. Телее, ырă ӗç тăвакансене Турри сыхланă, малашне те сыхлатăрччӗ. Халькинче тата чутах инкеке лекмен.
«Крымри Джанкоя, Севастополе те çитме тиврӗ ку хутӗнче. Июнӗн 23-мӗшӗнче ирхине Севастопольтеччӗ эпир. Атьсем мана калаççӗ: «Атя тинӗс хӗррине, килнӗ-килнӗ пляжра выртар кăшт, шыва кӗрер», – теççӗ. Эп апла-капла канăва кăмăлламанскер, те Турри систерчӗ, килӗшмерӗм, хăвăртрах каяс килчӗ кунтан мӗншӗн-тӗр. Эпир ирхине 10 сехет тӗлнелле унтан кайрăмăр. Нумай та вăхăт иртмен, тепӗр икӗ сехетрен эпир канас тенӗ пляжа ВСУ ракетăсемпе пенӗ. Вăт çапла та пулать», – каласа парать Анатолий Скворцов.
Пулăшу леçме кайнă патвар арçынсен шутӗнче çавăн пекех Флен Зайнуллин, Александр Убейкин, Нияз Зиангиров, Федорпа Константин Николаевсем, Алексей Макаров, Алмаз Бакиров тата Ильназ Шавалеев пулнă хальхинче.
Ашшӗ тахçантанпа курман ывăлӗпе тӗл пулчӗ
Июньти çулçӳревре пулса иртнӗ тепӗр интереслӗ самант пирки те каласа пачӗç волонтерсем. Кино валли сценари çырмалли хатӗр сюжет ку.
«Ман пата çула тухса каяс умӗн 70 çултан иртнӗ пӗр мучи килчӗ, – каласа парать волонтерсен ушкăнӗн ертӳçи Анатолий Скворцов. – Чулхула облаçӗнчен иккен вăл. «Хăвăрпа пӗрле тархасшăн илсе кайăр мана. Ывăлпа тахçантанпах çыхăну çук, шыраса тупас килет», – тет. Çамрăк мар ӗнтӗ вăл, çул çинче те, лере çитсен те тем пуласси пур, малтан килӗшмерӗм. Анчах манран хăпмасть çакскер, «илсе кай та илсе кай» тет, чӗререн тархасласа ыйтать. Шиклене-шикленех килӗшрӗм вара. СВО зонине хамăрăннисем патне çитсен пӗр çӗрте передовойӗнчен пирӗн пата аксусемпе ют водитель тухрӗ. Калаçса кайрăм унпа. «Колыма текен салтака (мучин ывăлӗн позывнойӗ çаплаччӗ) пӗлместӗр-и ăнсăртран?» – ыйтатăп хайхи. «Пур пирӗн çавăн пек хушма ятли», – тет ку. Чăн хушаматне пӗлмест. Раципе хăйсеннипе çыхăнса ыйтса пӗлчӗ. Ак тамаша, хушамачӗ мучиннипе пӗр килет. Тӗлӗнмелле мар-им-ха? Майлă самант тупса лерен мучин ывăлӗ видеоçыхăнăва тухрӗ. Ку енче ашшӗ, леш енче ывăлӗ – пӗр-пӗрне тахçантанпа курманскерсем кăна мар, эпир те пурте йӗретпӗр савăннипе. Пулать вӗт…
Çапла, тем те курма тивет волонтерсен. Вӗсем салтаксен тӗревӗ, хавхалантараканнисем, куç пек кӗтеççӗ вӗсене лере. Çавăнпах ниме пăхмасăр вăхăтра çитерме тăрăшаççӗ те черетлӗ пулăшăва. Хаçатăн çак номерне пичете панă çӗре Аксу волонтерӗсем 17-мӗш хут та Донбаса çитсе килни çинчен пӗлтӗмӗр. Чӗререн тав пысăк чӗреллӗ çынсене.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев