Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу волонтерӗсем салтаксем валли тепӗр машина леçрӗç

Пирӗн атьсем маттур, мӗнрен-тӗр хăраççӗ тесе калаймастăп. Ялан шӳтлеççӗ, çӗкленӳллӗ кăмăллă...

Аксу волонтерӗсен команди, ертӳçи полицин отставкăри подполковникӗ Анатолий Николаевич Скворцов (вăлах Тинӗс-çар флотӗнче хӗсметре пулнисен районти ушкăнӗн ертӳçи те – Авт.), Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем валли пӗлтӗр июль уйăхӗнченпе гуманитари пулăшăвӗ леçет. Кун çинчен «Суварта» эпир пӗрре мар çырнă, анчах вӗсем ялан çул çинче пулнипе хăйсемпе ниепле те курса калаçайманччӗ. Июнӗн 17-мӗшӗнче тинех кун пек май пулчӗ. 11-мӗш гуманитари пулăшăвне леçсе таврăнакан волонтерсем киле çитмесӗрех Нурлатри Уява чарăннăччӗ. Темиçе çӗр çывăрман пулсан та Анатолий Николаевич пирӗнпе калаçма килӗшрӗ.

 – Анатолий Николаевич, эсир тин кăна çул çинчен. 11-мӗш мисси мӗнлерех иртрӗ? Палăртнă çӗре çитме неонацистсен контрнаступленийӗ кансӗрлемерӗ-и?

 – Хальхи пуринчен те ăнăçли пулчӗ-тӗр. Ниçта та кӗтсе тăмарăмăр, таможня урлă та хăвăрт тухрăмăр. Атьсем нумай кӗттермерӗç. Пӗррехинче Волновахăра 8-та тӗл пулма калаçса татăлнăччӗ, вӗсем пӗрре иртсен тин килейрӗç. Хальхинче апла пулмарӗ, маларах калаçнă пекех ирхине 8-мӗш çуррине çитсе сехетренех каялла çула тухрăмăр.

–Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсене пулăшас ӗç хăçан тата мӗнле пуçланчӗ?

 – Пӗлтӗр июлӗн 18-мӗшӗнче Нурлатри юлташ, Тинӗс-çар флотӗнче службăра тăнисен ушкăнӗн ертӳçи Владислав Кузьмин шăнкăравларӗ те: «Николаевич, салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе хутшăнасшăн мар-и?» – тесе ыйтрӗ. Эп ун чухнех кун çинчен шутланăччӗ-ха, мӗнрен пуçламаллине кăна пӗлместӗм. Хамăр моряксемпе калаçрăмăр та килӗшрӗç. Эмелсем, апат-çимӗç, тушенка, нӳрлӗ салфеткăсем туянса пӗрремӗш партие – пурӗ 11 коробка – ăсатрăмăр. Луганскра пирӗн пӗлӗш комбат, Хусан çынни Серега пурччӗ. Шăнкăравларăмăр та вăл кӗтсе илчӗ. Çакăнтан пуçланчӗ пирӗн ӗç. Иккӗмӗшне августăн 30-мӗшӗнче ăсатма хам та кайрăм. Ун чух кун пек çулçӳреве хатӗрччӗ ӗнтӗ эпир, ăçта, мӗн леçмеллине, мӗнле каймаллине пӗлеттӗмӗр. Çула май Луганск Республикинчи Лутугинăри шкул-интернат ачисем валли шкул хатӗрӗсене те илтӗмӗр.

 – Пӗрремӗш хут кайни мӗнпе асра юлчӗ?

 – Сăмахпа каласа пама та çук. Сахал мар курнă-ха эпӗ, кун пеккине мар. Луганск халăхне çав тери шел пулса кайрӗ. Йӗри-тавра çуртсем ишӗлнӗ. Чиркӳре пачăшкăпа, ват çынсемпе тӗл пултăмăр. Çынсем хурлăхлă, шăпăрт. Вӗсем вăрçăран çав тери ывăнса та тарăхса çитнӗ.

 – Пирӗн подразделенисем патне пурне те кӗртмеççӗ сире çул кăтартса пулăшакансем пур-и?

 – Ун пеккисем çук халӗ, хамăр тӗллӗнех çитетпӗр. Мобилизаципе кайнисен аслисем пур, эпир вӗсемпе çыхăнура. Кунне темиçе хутчен те калаçатăп. Ӗнер кăна-ха Херсон енчен, Угледартан атьсем шăнкăравларӗç. Тин кăна леçнӗ машинăшăн тав турӗç.

 – Хамăрăннисем валли леçнӗ машина миçемӗш пулчӗ?

 – Угледарта виçӗ хутчен те пултăм ӗнтӗ. Пӗрремӗш хутӗнче март уйăхӗччӗ, йӗпе-сапа, пылчăк. Атьсем посылкăсене илмешкӗн передовойӗнчен 20 километр çуран тухрӗç. Пӗрер посылка кăна леçместпӗр вӗт эпир. Аксури волонтерсен ушкăнӗ халăх кӳнӗ апат-çимӗçе, тумсене, кирлӗ хатӗрсене, 30-35-шер тӗрлӗ япала, кашни салтак валли, позывнойӗсене палăртса, уйрăмшар посылка хатӗрлет. Ашшӗ-амăшӗсем парса яни мар вăл, район халăхӗн пулăшăвӗ. Ун чух Аксу районӗн 11 салтакӗ валли 30-40 посылка хăвартăмăр. Мӗнле йăтса çитерчӗç-ши çуран? Кун умӗн Донецка кайсан çула май Каховкăна кӗтӗм. Асли «Чех» позывнойли мана: «Николаевич, май пулсан машина кӳреймӗн-и, атьсем икшерӗн-икшерӗн 8 çухрăма 50-шар литрпа шыва çӳреççӗ. Пире çав тери кирлӗ», – терӗ. Вăл вăхăтра машина хатӗр марччӗ-ха пирӗн. Салтаксене груз турттармашкăн леçнӗ 5-мӗш «буханка» пулчӗ. Ăна Аксу Ӗçтăвком ертӳçи Станислав Зайцевпа район ертӳçи Камиль Гилманов туянма нумай пулăшрӗç.

 – Посылкăсене Аксу салтакӗсем валли кăна илсе каятăр-и е ытти районтисем валли те?

– Эпир салтаксене пирӗннипе пирӗнни марри çине уйăрмастпăр. «Телейлӗ салтак валли» те, пост валли те посылкăсем пур пирӗн. Постсем валли кашнинче 15-шер посылка илетпӗр. Халӗ ӗнтӗ пире палласа та çитрӗç, пӗр-пӗр пост патне чарăнсанах: «О, аксусем килчӗç»,– теççӗ. Хальччен пулман пост патне пырсан та посылка парса хăваратпăр. Воронеж, Донецк салтакӗсем: «Эпир сирӗн мар вӗт»,– тесе тӗлӗнни те пулнă. «Пирӗн районтан сире ку, салтаксем пурте пирӗн»,– тетпӗр вара.

 – Гуманитари пулăшăвне Нурлатсен «Боевое братство» юхăмӗпе пӗрле леçетӗр-и?

 – Декабрь уйăхӗччен эпир 2-3-ӗн, вӗсем 3-4-ăн пӗрле каяттăмăр. Халӗ канашларăмăр та кам хăш енне кайнине кура посылкăсене пӗр-пӗринчен парса яма йышăнтăмăр. Калăпăр, нурлатсем Сватовăна каяççӗ, пирӗн Херсона çитмелле, вӗсен хушши вара çӗршер километра яхăн. Посылкăсене пӗр-пӗринчен парса ярсан фронт линийӗпе ытлашши çӳреместпӗр, чикӗсем урлă каçнă чух вăрăм черетсенче вăхăта ирттерместпӗр. Хальхинче акă нурлатсем Донецкри атьсем валли посылкисене пиртен парса ячӗç. Кун умӗн çарăмсансем, çӗнӗшуçăмсем, чистайсем, рыбно-слободскисем, хусансем, пăлхарсем кӳнӗччӗ. Район волнотерӗсемпе эпир яланах çыхăнура. Нумай пулмасть Нурлат, Пӗкӗлме, Лениногорск, Элмет, Çырчалли волонтерӗсем Нурлат чиккине пуçтарăнса калаçрăмăр.

 – Куллен кирлӗ япаласем пирки паллă-ха, вӗсем ялан кирлӗ, тепловизор, çӗрле курмалли пек чи кирлӗ çар хатӗрӗсене салтаксен заявки тăрăх пухма тăрăшатăр-и?

 – Салтаксем мӗн ыйтнине тивӗçтерме тăрăшатпăр. Тепловизор, снайпер винтовки, каçхине курмалли тата ытти чи кирлӗ çар хатӗрӗсене кăна 8 миллион тенкӗлӗх туянса леçрӗмӗр. Кунсăр пуçне тумсем. Нумай пулмасть вăрăмтунаран, сăвăссенчен препаратсем те ăсатрăмăр. Эпир илсе кайман япала юлмарӗ те пуль. Вӗсене веçех халăх панă укçапа туянатпăр.

 – Гуманитари пулăшăвне уйăхне пӗрре леçетӗр апла. Кам-кам çӳретӗр?

 – Хăçан мӗнле, вăтамран уйăхне пӗрре. Эрне çурăраранах тепре кайни те пулнă. Салтаксене мӗн кирлине кура ку. Эпир ялан виççӗн çула тухатпăр: эпӗ, Александр Убейкин тата Нияз Зиангиров.

 – Мариупольти ача çуратмалли çурта та шефа илнӗ эсир. Мӗнле пулчӗ ку?

 – Апрель вӗçӗнче Донецка кайсан машина ванса ларчӗ. Икӗ водительпе «Газельпе» Херсона кайрăм, тепӗр ушкăн Таганрогра юлчӗ. Каялла таврăннă чух водителӗн сасартăк тромбӗ татăлчӗ. Иккӗмӗш машинăна хирӗç тухма ыйтрăм. Вӗсем Мариуполе тухрӗç, унта интернет çук вӗт, хулара та пӗрремӗш хут, ăçта мӗн пуррине пӗлместпӗр. Эпир хамăр водителе çăмăл машина çине хурса Мариупольти госпитале леçме шутларăмăр, мӗншӗн тесен кашни çеккунт шутраччӗ. Вӗсем госпитале мар, роддома лекнӗ иккен. Унти тухтăрсем вырăнта пулăшайманнипе Таганрога васкама сӗнчӗç. Юрать-ха, ӗлкӗртӗмӗр, темиçе сехет операци тунă хыççăн водителе çăлса хăварчӗç. Çакăн хыççăн роддомпа çыхăнăва татман.

– 5-ри Марианнăн пуканине Мариуполе çитертӗр-ха эсир.

– Çитертӗмӗр. Марианна халӗ роддомăн виççӗмӗш хутӗнче Никита пуканепе пӗрле пӗчӗк пациентсене сыхлать. Аксуран мобилизаципе кайнă Андрей тете фотограф валли туяннă тепловизора та аллинченех тыттартăмăр. Отпуска килнӗ атьсем пирӗн пата кӗмесӗр тухмаççӗ. Вӗсене кашнине пирӗн волонтерсем хăйсем çыхнă маскировка сеткине парнелесе яраççӗ. Тепловизор ыйтакансене те пулăшма тăрăшатпăр. Паянхи кун тӗлне эпир пурӗ 20 тепловизор та туянтăмăр пуль.

– Кун пек çулçӳревсем хăрушсăр мар, хăнăхма çук-тăр вӗсене, хăрани те пулать-и?

– Унсăр мар ӗнтӗ, хăш чух мӗн-тӗр кӗплетмест, çурăлмасть пулсан унта пулман та пек туйăнать, тем çитмест пек. Ба-бах! тусан йăлт хăй вырăнне ларать.

– Пирӗн салтаксен кăмăлӗсем мӗнлерех?

– Пирӗн атьсем маттур, мӗнрен-тӗр хăраççӗ тесе калаймастăп. Ялан шӳтлеççӗ, çӗкленӳллӗ кăмăллă вӗсем.

– Тепре хăçан кайма шутлатăр?

– Халӗ эпир атьсем валли тепӗр автомобиль илсе кайма хатӗрлетпӗр. Гуманитари пулăшăвӗ пухасси вăл хăвăрт пулать, машинăна техника енчен хатӗрлесе çитерме вăт вăхăт кирлӗ. Атьсем унта ăна юса-юса ан нушаланччăр тесен кунтанах лайăххине илсе каймалла.

 – Тавах сире сăваплă ӗçӗршӗн, малашне те Турăпа пӗрле çӳремелле пултăр.  (Автор сăнӳкерчӗкӗнче А.Н.Скворцов (сулахайран виççӗмӗшӗ) Аксу тата Нурлат волонтерӗсемпе пӗрле.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана