Аксусем Уяв картине тăчӗç
Июнӗн 21-мӗшӗнче те Аксури культура мероприятийӗсем ирттерекен тӳреме ялсенчен Уяв картине тăма пухăнчӗç чăвашсем, илемлӗ пултарулăх коллективӗсем. Сутуçăсем те вӗсенчен юлмарӗç, пит йышлăн пулмасан та апат-çимӗç те туянма пулчӗ, шашлыкне те пӗçерчӗç, пылак шывӗ те пурччӗ
Июнӗн 21-мӗшӗнче те Аксури культура мероприятийӗсем ирттерекен тӳреме ялсенчен Уяв картине тăма пухăнчӗç чăвашсем, илемлӗ пултарулăх коллективӗсем. Сутуçăсем те вӗсенчен юлмарӗç, пит йышлăн пулмасан та апат-çимӗç те туянма пулчӗ, шашлыкне те пӗçерчӗç, пылак шывӗ те пурччӗ.
Тӗп площадкăра Уяв пуçланичченех тавралла лартса тухнă йывăç çуртсенче чăваш пӳрчӗн ăшчиккине хăтларӗç, кӗрсе куракансем нумайăн пулчӗç – халӗ кашнин килӗнче хăтлăх пӗрешкел – лавккаран туяннă хальхи вăхăтри материалсемпе илемлетеççӗ, вӗсен дизайнӗ наци хăйевӗрлӗхне тытса пырассинче мар çав. Кăмакара икерчӗ пӗçерекенсем те пулчӗç. Çакăншăн тунсăхласа çитнӗ çынсем черет тăрса илеççӗ: «Ӗлкӗрейместӗп», – хыпăнса калаçать икерчӗ пӗçерекен пулăшаканӗ çуккишӗн ӳкӗнсе.
Чăваш сăрин фестивальне те йӗркеленӗ: пӗр вă-ă-ăрăм сӗтел çине мӗн тӗрлӗ квас, сăра, çимелли-çыртмалли лартса тухман-ши? Кашнине астивсе пăхас килет. Шкулсем, районти тӗп, ачасен библиотекин ӗçченӗсем, таврапӗлӳ музейӗнче вăй хуракансем мастер-классем ирттерчӗç. Рунăсен майӗпе вуланакан чăваш тӗррин фрагменчӗсене ӳкерме вӗрентеççӗ – кам тăрăшсах юрату паллине кукăрта-кукăрта ӳкерет, кам сывлăх, тăнăçлăх паллисене...
Уява килнӗ хӗрпӗрчисене масмак тума вӗрентекенсем те пур. Эпир асăрханă тăрăх, ку ӗçе садик çулӗнчисем, шкулта вӗренекенсем çеç мар, вӗсен çитӗннӗ аппăшӗсем, амăшӗсемпе кукамăш-асламăшсем те хаваспах хутшăнаççӗ. Мăнукне пулăшма тесе алла илнӗ шăрçапах çырлахмаççӗ, масмака вӗçличченех хăйсем ăсталасшăн.
Хресчен ӗçӗпе пурăннă чăвашсен тăрăшăвне кăтартмасан уяв пӗлтерӗшӗ тамалӗччӗ. Çавăнпа тырăпа, ăна тирпейлессипе çыхăннă ӗçсене кăтартни питӗ усăллă. Ал арманне çавăрса тулă кӗрпи çурни, ăна пулăшса тепри майӗпен ятарлă ăскăчпа тыррине ал арманне ярса тăни пирӗн аслă-аслă тăвансен ӗçӗ-хӗлне кăтартса парать.
Уявӗ чăвашсен пулсан та районта пурăнакан ытти халăхсем те кăмăлтан хутшăнчӗç. Авă, вырăссен Трудолюбово ялӗнчен çипсенчен, çӗтӗк-çатăкран тунă пуканесем илсе килнӗ, кам асăнмалăх туянать, кам эко-пуканепе ачисене выляттарасшăн.
Тутарсем пурăнакан Кивӗ Ипрелӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗ Нафиса Шарифуллина умӗнчи сӗтелӗ çине шап-шурă та илемлӗ пӗчӗк шкатулкăсем лартса тухнă – сутма ӗнтӗ. Чечен тавара туянмасăр иртме йывăр. Клуб çумӗнче ал ăстисен кружокӗ ӗçлет иккен. Кӗçӗн классенчи, вăтам çулсенчи ачасем çӳреççӗ унта. Ятарлă формăсене тултарса гипсран кӗлеткесем, шкатулкăсем тума вӗрентеççӗ кружока ертсе пыракансем. Кружок тӳлевсӗр, гипсне туянма та ачасенчен укçа пухмаççӗ. Хатӗр продукцие сутнă укçипе чӗртавар – гипс – туянаççӗ.
Уявăн тӗп пайӗ прологран пуçланчӗ. Кӗске вăхăтрах Уявра хӗрпе каччă паллашнине, пӗр-пӗрне килӗштернине, чечексем парнеленине кăтартрӗç аксусем. Вырăнти илемлӗ пултарулăх ансамблӗсем тин çуралнă юратăва пехиллесе уяв тӳремне юрă-ташăпа тухрӗç. Çак вăхăтра пурнăçлакан чăваш халăх ӗçӗсене кăтартса пачӗç: Турăран çумăр ыйтса кӗлтурӗç, утă çулчӗç, кӗреплесемпе пуçтарчӗç. Уявăн çак пайӗ вырăнти чи ватă, хисеплӗ çын ял-йыша, хурăнташа ӗç тума усал-тӗсел ан кансӗрлетӗр тесе шалча çапнипе вӗçленчӗ. Юрăсем, ташăсем малалла пычӗç.
Унтан мероприятин тепӗр пайӗ пуçланчӗ. Сцена çине ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Камиль Гилманов, Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Алмаз Мингулов, ТР ЧНКА Канашӗн хастарӗ Вера Юнусова, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Александрова сцена çине улăхрӗç, тӳреме пуçтарăннă чăвашсене Уявпа саламларӗç. Вера Валерьевна ентешӗсене хаçат-журнал çырăнас тапхăр вӗçленсе пынине астутарчӗ, малашлăха «Суварпа» утма чӗнсе хаçата Уяв тӳремӗнчех çырăнма май пурри çинчен пӗлтерчӗ.
Ӗçре, культура аталанăвӗнче çитӗнӳсем тунисене К.Гилманов, А.Мингулов тата В.Юнусова Тав хучӗсем, Хисеп хучӗсем парса чысларӗç.
Çакăн хыççăн çынсем кӗвӗпе уяв картине тăрса хӗвеле майăн çаврăнчӗç, алăран алла тытăнсах уяв хапхинчен тухса кайрӗç.
Уяв сценисем çинче концертсем пуçланчӗç. Аслă сцена çинче Шупашкартан килнӗ профессиллӗ эстрада юрăçисем – Светлана Вутăшпи, Сергей Павлов, Дмитрий Моисеев тата Типшӗм Сашук пулчӗç.
Пӗчӗкрех сцена çинче В.Уканеевапа А.Михайлов илемлӗ пултарулăх коллективӗсен концертне ертсе пычӗç. Районти ялсенчи, шкулсенчи чăваш ансамблӗсем, уйрăм юрлакансем хутшăнчӗç унта.
Автор тата В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти suvargaseta.ru сайтра сăнӳкерчӗксене курма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев