Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Актанышра рабочисем погрузчик ковшӗнче ларса пынӑ вӑхӑтра ҫул ҫине хӑйӑр ывӑтнӑ

Ҫак ӳкерчӗк социаллӑ сетьсене лекнӗ хыҫҫӑн прокуратура йӑшӑлтатма тытӑннӑ

Актаныш районӗн прокуратури тӗпчесе палӑртнӑ тӑрӑх, ноябрӗн 30-мӗшӗнче "Коммунсервис" муниципаллӑ унитарлӑ предпоиятин икӗ ӗҫченӗ куҫса пыракан погрузчик "алтарӗ" ҫинчен райцентр урамӗсенчен пӗрне хӑйӑр сапаланӑ. 

Ӗҫе хӳтӗлес йӗркесемпе килӗшӳллӗн, тиенӗ тата пушатнӑ вӑхӑтра погрузчик ковшӗ ӑшӗнче ларма юрамасть. 

Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, надзор ведомстви «Коммунсервис» МУП директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан пирки ӗҫе хӳтӗлес требованисене пӑхӑнманшӑн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 

Тӗрӗслев материалӗсене ТР Патшалӑх ӗҫ инспекцине пӑхса тухма ӑсатнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев