Актер ăсталăхне вӗренме – Хусана
Июнӗн 15 – 20-мӗшӗсенче «Науруз» вӗрентӳ форумӗ иртрӗ
Анчах, пурте юратакан, кӗтекен тӗрӗк халăхӗсен театр фестивалӗ мар, çул сиктерсе иртекен вӗрентӳ форумӗ пулчӗ. IX «Науруз» Пӗтӗм тӗнчери театрпа вӗрентӳ форум-фестивалӗ тӗпрен илсен Г.Камал ячӗллӗ театр çуртӗнче пулмаллаччӗ. Анчах çакăнпа пӗр вăхăта килнӗ Раççей – АСЕАН саммитăн мероприятийӗсенчен пӗр пайне Камал театрӗнче ирттерме йышăннипе «Науруз» 3-4 çӗрте иртрӗ.
Форум М.Салимжанов ячӗллӗ ТР Театр ӗçченӗсен союзӗнче уçăлчӗ, пленарлă ларăвӗ те унтах иртрӗ. Кун хыççăнах хӗрӳ ӗççи пуçланчӗ: Хусанти федераллă университетăн педагогика университечӗн аудиторийӗсенче мастер-классем пуçланчӗç. Çавăн пекех «Науруз» мероприятийӗсене К.Тинчурин ячӗллӗ театрта, Г.Кариев ячӗллӗ Çамрăксен театрӗнче, «Шарык клубынче», Хусанти театр училищин вӗренӳ театрӗнче йӗркелерӗç.
Кăçал вӗрентӳ форумне 300 режиссер, актер, постановщик, критик, менеджер тата ытти специальноçсемпе ӗçлекен театр ӗçченӗсем пухăннă. «Науруз» географийӗ анлă – Дон-çи-Ростов, Чулхула, Оренбург, Барнаул, Ӗпхӳ, Анат Кама, Çырчалли, Элмет тата ытти хуласем. Кӗске вăхăтрах хăйсен ӗçне лайăх пӗлекен ăстасем сцена çинчен калаçас техникăна та, актер пластикине те алла илчӗç, режиссер, сценограф тата ытти специалистсен вăрттăнлăхӗсене уçса пачӗç.
Паллă театр критикӗ, «Золотая маска» наци театр премийӗн эксперчӗсен ушкăнне те кӗрекен Екатерина Морозован аудиторийӗ ытларах театрсен литература пайӗнче ӗçлекенсенчен тăчӗ. Репертуара палăртнă чух литература пайӗнче ӗçлекенсемпе пит канашламаççӗ иккен, ытларах чух вӗсен пиар-менеджер, куçаруçă ӗçне туса пыма тивет. Педагог вӗсене капланнă ыйтăвӗсене сӳтсе явма пулăшрӗ тата, «хӗрӗме калам та кинӗм илт» тенӗ пек, фестивальсенче пулса иртнӗ путишле самантсене аса илсе каласа пачӗ. Тӗслӗхрен, Якут Республикинчи театр спектаклӗнче мыскарана лекнӗ иккен. Сцена çинче пуянлăха кăтартакан реквизит, наци тумӗсем хаклă. Артистсем хăйсене пит юлхавлăн тытнăн туйăнать. Куçаруçăна итлекенсем сцена çинче эмоцисемпе питӗ пуян, хӗрӳ ӗçсем пулса иртмелли пирки иккӗленмеççӗ. Спектакле сӳтсе явнă чух çакăн çине пусăм тунă критик. Чăннипе спектакль эпикăллă, историпе çыхăннăскер пулнă иккен, артистсен репликисем сăвăсенчен тăнă. Куçаруçă-харизмата пула режиссер шухăшӗ, артистсем выляни куракан патне çитеймен.
Екатерина Морозова вӗрентсе каланисенчен чылайăшӗ театрта ӗçлекенсене çеç мар, кураканпа, итлекенпе, пӗтӗмӗшле илсен аудиторипе ӗçлекенсене пурне те пырса тивет. Тӗслӗхрен, театр хăйӗн кураканне воспитани парасси. Ку яланах пулнине, çак ирӗке нимӗнле вăхăтра та, никам та театртан туртса илменни çинчен пычӗ сăмах. Критика пӗтӗмлетсе ку сăмахсем массăллă хыпар хатӗрӗсен ӗçченӗсене те, блогерсене те пырса тивни куçкӗрет. Куракансен, итлекенсен, вулакансен канăвне йӗркеленӗ чух та çынра вăл е ку енсене аталантарассине тӗпе хумалла.
Вӗренӳ сехечӗсем пит кăсăк, усăллă, яланлăха асра юлмалла иртсен те кăçалхи «Науруз» фестиваль-форумăн чи асра юлаканни Малайзи театрӗн постановки пулчӗ тесен кăшт та йăнăшмăпăр.
Малайзин Искусствăсен, культура тата еткерлӗх наци академийӗ, Йăлари юрă-ташă искусствăсен центрӗ ASWARA (PuTRA) «Ислам тӗнчин культура тӗп хули 2026» проект витӗмӗпе Хусана Уильям Шекспирăн «Макбет» трагедине илсе килнӗ.
Театрсем тӗнче шайӗнчи классиксен ӗçӗсене лартнине пӗлсен пăхма интереслӗ те, хăрушă та. Пӗрремӗш – мӗн курса мӗнле шухăш хурать режиссер пурте пӗлекен текстри ӗçсене, мӗнле кăтартса парӗç вӗсене артистсем – кăсăк. Шел, анчах чылай чухне тӗнче культура еткерне лартма хăтланни «хăтлануран» мала иртеймест. Кун пек чух куракан хăйне улталанăн, кӳрентернӗн туять.
Малайзи артисчӗсем шутламан-кӗтмен спектакль парнелерӗç «Науруза». Кураканшăн ку пысăк савăнăç. Шекспир çырнинчен пăрăнмасăр малай халăхӗн фольклорӗнчи рандай мелӗпе кăтартса пачӗç трагедири ӗçсене. Питӗ ӗненмелле. Ритуал ташшисемпе, юррисемпе. Калăн, Шекспир вăтам ӗмӗрсенчи Шотланди çинчен мар, пирӗн вăхăтра Малайзире пулса иртекен ӗçсем çинчен çырнă. Театр коллективӗ автор хускатнă ыйтусем хуть ăçта та, хуть мӗнле обществăра та, хуть хăçан та çивӗч пулнине ăнланса илни çакăн пек чаплă спектакль лартма пулăшнă та пулӗ. Залра куракансем тӗпрен илсен театр ӗçченӗсемччӗ. Паллах, вӗсем ӗçтешӗсен спектакльне тиркеме хатӗр, çитменлӗхсем шыраççӗ. Анчах Малайзи «Макбетне» питӗ хӗрӳ йышăнчӗç, ура çине тăрса темӗнччен алă çупса артистсене тав турӗç.
Иран, Марокко çӗршывӗсенчен те килмеллеччӗ спектакльсемпе. Шел, хальхинче пулмарӗ. Енчен те Иран театрӗпе лару-тăру ăнланмалла пулсан,«Науруз» пуçланиччен самай малтан паллăччӗ ӗнтӗ вӗсем килеймесси, Марокко артисчӗсене Хусана çитме мӗн чăрмантарни паллă мар. Апла пулин те афишăра палăртнă кунсем, вăхăтсем пушă тăмарӗç – июнӗн 17-мӗшӗнче К. Тинчурин театрӗнче Айдар Заббаровăн «Вперед за мечтой» спектакльне пăхрӗç форума пуçтарăннисем. Тепӗр кунӗнче нумай пулмасть Венгрире иртнӗ театр фестивалӗнчен хавхаланса таврăннă Г.Камал театрӗн труппи Фарид Бикчантаев лартнă «Кукуруза души моей» спектакле кăтартрӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев