Александр Митрошкин: «Эпир çӗнтеретпӗрех!»
Медалӗсем çинчен калаçма юратмасть вăл. Вӗсем хăйсемех унăн паттăрлăхне çирӗплетеççӗ. «Ятарлă çар операцине хутшăнакана», «Çарта палăрнăшăн», «Донбаса ирӗке кăларнăшăн», Суворов, Шаймуратов генерал медалӗсене тивӗçнӗ Александр Митрошкинăн кăкăрӗ çине нумаях пулмасть «Хăюлăх» паллă тата II степеньлӗ «Çарти паттăрлăхшăн» медаль хушăннă.
Александр Митрошкин Çӗпрел районӗнчи Паснапуç ялӗнче çуралса ӳснӗ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийӗнчен (халӗ аграри университечӗ) 2015 çулта вӗренсе тухсан Чăваш Енри пӗр агрохолдингра тӗп агрономра ӗçлеме пуçланă. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнă чухне вăл пӗр предприятире участок мастерӗнче тăрăшнă, çав вăхăтрах фирмăна ертсе пынă, унăн учредителӗ те, директорӗ те хăйех пулнă. Тулли мар мобилизаци йӗркипе унăн та çар тумне тăхăнма тивнӗ. Юлташӗсен йышӗнче Митроха позывнойпа çӳрекен каччă Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе никамран лайăх ăнланать. Ашшӗ те хăй вăхăтӗнче Афганистан вут-çулăмӗ витӗр тухнă. Асли ывăлне чăн-чăн патриот пулса çитӗнтернӗ.
Салтак тивӗçне Александр Митрошкин Кăнтăр Осетире пурнăçланă. Унта хирӗçтăру пулнине пӗлсе малтан кăштах пăлханнă та.
«Цхинвалти лару-тăрăва курсан, хулана аркатнинчен тӗлӗннӗччӗ. Çав вăхăтра хамăн яла, тăван киле сирпӗтсе çӗрпе танлаштарма пултарнине çеккунтлăха куç умне кăларатăн та хăрани тӳрех иртет. Тӗрӗслӗхшӗн, Тăван çӗршывшăн тăшмана аркатма хатӗр тăратăн», – тет çар çынни.
Митроха каласа кăтартнă тăрăх, СВОра тӗрлӗ çынна тӗл пулатăн. Акă, тӗслӗхрен, Донецк, Луганск тăрăхӗсенче арçын ачасем Раççей салтакӗсенни пек тум тăхăнса çӳренине курнă вăл. Шкул ачисем вара пирӗн çар çыннисене инçетренех алă çӗклесе сывлăх сунаççӗ, тӗл пулсан ыталаççӗ. Шел те, çапăçусем çухатусăр пулмаççӗ. Çарта юлташӗ пуç хунине кирек кам та питӗ йывăррăн чăтса ирттерет.
«Пӗррехинче çӗрле чей ӗçсе ларнă вăхăтра капитан килсе кӗчӗ. «Санăн шăккалат пур вӗт, хăнала-ха», – терӗ вăл эпӗ пылак юратнине пӗлсе. Шӳтлесе калаçса ларнăччӗ унпа. Ирхине капитан пуç хунине пӗлтерчӗç. Вăл тул çутăлсанах малти линие кайнă. Нацистсен дронӗ ăна хăваласа çитнӗ… Çакăн пек самантсенче тăшмана шеллемесӗр тавăрас килни чунра тăвăлса çитет», – тарăхнине пӗлтерчӗ Александр.
Салтакăн мӗнле кăна йывăрлăха парăнтарма тивмест-ши? Пӗррехинче неонацистсем вӗсем чарăннă çурта вут тивертнӗ. Урама çара уран чупса тухнă Митроха çулăма алхасма паман, салтаксене хушу парса пушара сӳнтернӗ. Тепрехинче вăл икӗ офицерпа, рядовойсемпе пӗрле диверсантсен сакăр неонацистран тăракан ушкăнне тӗп тунă.
«Время героев» программăна хутшăнма шухăш çуралсан Александр Митрошкин тăхтаса тăман, онлайн мелпе пӗр уйăх вӗреннӗ. Тест ыйтăвӗсене хуравласа экзамен тытнă, сертификатпа удостоверениллӗ пулнă. Тӗллевне пурнăçлама вара интернет япăх ӗçлени те, çыхăну çухални те кансӗрлеймен.
«Эпир çӗнтеретпӗрех! Шанчăклă тыл та Çӗнтерӗве çывхартма пулăшать», – тет Митроха. Пӗлтӗр отпуска килсен хăй вӗренсе тухнă шкула 16 пин тенкӗлӗх чăвашла кӗнекесем туянса парнеленӗ. Тăван ялӗнчи ачасене чăвашсен культурипе чӗлхине ăса хывма суннă.
Елена ЛУКИНА.
А.Митрошкинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев