АЛЕКСАНДР МЯСНИКОВ
Александр Мясников полковник – уйăхсерен тухса тăракан «Пограничник» публицистика, литература тата ӳнер журналӗн тӗп редакторӗ. Вăл Чăваш Енри Вăрмар районӗнчи Кавал ялӗнче çуралнă. Шупашкарти ӳнер училищине, Голицынăри пограничнăй института пӗтернӗ. Раççей Федерацийӗн чикӗ хӗсметӗнче тата Хăрушсăрлăх Федераллă службин (ФСБ) органӗсенче тӗрлӗ должноçра тăнă
1992 çултанпа ведомствăн пичет кăларăмӗсемпе журналист тата ӳнерçӗ пек çыхăну тытать. «Вестник контрразведки», «Пограничник», «Вестник границы России» журналсенче, «Граница России», «Честь имею» хаçатсенче пичетленнӗ. «Пограничник» журналта 2006 çулта, «Граница России» хаçатра 2011 çулта чи лайăх автор ятне тивӗçнӗ. Раççей Хăрушсăрлăх Федераллă службин тата «Золотое перо границы» премисен лауреачӗ.
Чăваш кӗнеке издательствинче Александр Мясниковăн «Мăйăхлă юлан утçă», «Ту леш енче çил макăрать» тата «Служил по совести и чести» кӗнекисем тухнă.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература маншăн хăйсен пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлессипе çыхăнтарнă çынсем – çар çыннисем, хамăн ӗçтешсемпе ентешсем – пирки каласа памалли мел, уйрăмах – çамрăк ăрăва. Вӗсене çирӗп вăй-хăват, ирӗклӗх тата пысăк Тăван çӗршыва – Раççее, пӗчӗк тăван çӗршыва – Чăваш Ене юратни пӗрлештерсе тăрать.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Хамăн тăван кӗтесӗн, Чăваш Енӗн, илемӗ. Унта пурăнакан тивӗçлӗ çынсем. Чăваш халăхӗн культури, йăли-йӗрки, тӗрри, чӗлхи, юрри, халăх пултарулăхӗ, искусстви.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Александр Пушкин. Прозаиксенчен – вăрçăпа çыхăннă ăрурисем: Константин Симонов, Эммануил Казакевич, Юрий Бондарев. Классиксенчен – Антон Чехов.
– Юратнă кӗнеке.
– Владимир Богомоловăн «В августе сорок четвертого (Момент истины)» романӗ. Ку хайлав 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи çар контрразведкин сотрудникӗсен ӗçӗ çинчен.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Константин Симоновпа тӗл пулса калаçнă пулăттăм, унран Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи çар журналисчӗсен ӗçӗ-хӗлӗ, совет салтакӗсен паттăрлăхӗ çинчен ыйтса пӗлнӗ пулăттăм. Максим Горькийпе тӗл пулса калаçăттăм, литература жанрӗсем, унăн хайлава йӗркелесе çырас, çивӗч проблемăна çӗклес ăсталăхӗ пирки интересленӗттӗм.
– Пурнăç девизӗ.
– Çитӗнӗве шансан ăнăçу пулатех!
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Чи малтан, паллах ӗнтӗ, çывăх çынсем вулаççӗ: арăм – Елена, хӗрсем – М.В.Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалăх университечӗн журналистика факультетне пӗтернӗ Юля тата И.М.Сеченов ячӗллӗ Мускаври пӗрремӗш патшалăх медицина университечӗн студентки Алина. «Пограничник» журналăн литература редакторӗн, 50 çул ытла çак кăларăм редакцийӗнче тăрăшнă Алла Валентиновна Панюгинан сӗнӗвӗсем хаклă. Çавăн пекех хамăн аслă ӗçтешӗн, вӗрентекенӗн, РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, отставкăри полковникăн Анатолий Захарович Сидорукăн канашӗсем те питӗ пӗлтерӗшлӗ маншăн.
Ольга ИВАНОВА
хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев