Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АЛЕКСЕЕВСКИНЧИ ПӖР КУН

«Мосфильм» та историллӗ, костюмлă киносем ӳкернӗ чух кунти ăстасенчен пулăшу ыйтать

 

«Мосфильм» та историллӗ, костюмлă киносем ӳкернӗ чух кунти ăстасенчен пулăшу ыйтать

Халăхсен юлашки (2021) çыравӗпе Алексеевски районӗнче 24 924 çын пурăнать. Тӗпрен илсен кунта вырăссем (64,2 процент) тата тутарсем (26,4), çавăн пекех чăвашсем (4,8), мордва (1,9), кӗрешӗнсем (1,4) пурăнаççӗ.

Район чăвашсемшӗн Пӳлер хулашӗпе (Пăлхарăн тӗп хулисенчен пӗри) хаклă. Çаплах Пӳлер таврашӗнче тутар яш-кӗрӗмӗ çулсерен ирттерекен «Сэлэт» лагерӗпе паллă. Раççейри православи тӗнне ӗненекенсемшӗн Алексеевски поселокӗ çулсерен иртекен чан çапакансен фестивалӗпе хаклă. Маларах пӗр кун иртекен фестиваль халь темиçе куна тăсăлать. 

Кунта тутлă-тутлă лимонад (Совет Союзӗнче кăна пулнă-тăр ун пек тутли)  кăлараççӗ. Паха пир-авăр тӗртекенсен фабрикипе Тутарстанра, Раççейре çеç мар, тӗнче шайӗнче те мухтанма пултараççӗ. Халь шăп алă ӗç тăвакансен япалисемпе усă курасси модăра-çке. Мăнаçланаççӗ те. Кăна эпир поселокăн кашни кӗтесӗнче куртăмăр. 

Паха пир-авăр тӗртекенсем

Фабрика 1927 çулта «Ударница» артель пек йӗркеленнӗ. Тӗпрен илсен ку тăрăхра пир тӗртекенсем яланах йышлă пулнă, ялӗ-ялӗпе пир тӗртнӗ. Вăл вăхăтра кун пек артельсем çӗршывра чылай пулнă. Аслă вăрçă вăхăтӗнче те станоксем пӗр чарăнми ӗçленӗ. Ун чух, паллах, паха пир тӗртесси пирки сăмах пыман – фронтри салтаксем валли (Алексеевски районӗнченех 12 пин çын вăрçа кайнă) пуртенккесем, нуски-алсиш, кӗпе-йӗм çӗлесе фронта ăсатнă. Пир тӗртекеннисем те, ăна сăрлаканнисем те хăйсемех пулнă. 

Пурăна-киле ӗçченсен ӗçӗ-хӗлне çăмăллатнă, алă ӗçне машина тума тытăннă. Çапла паха пир тӗртекенсен артелӗсем, фабрикисем çӗршывра пӗрин хыççăн тепри çухалнă. Халӗ Тутарстанӗпе çеç мар, çӗршывӗпе те пӗр Алексеевскинчи хула евӗрлӗ поселокра çеç юлнă алă вӗççӗн паха пир тӗртекенсен фабрики. Вăл харпăр предприяти, 2019 çултанпа унăн директорӗ Елизавета Терентьева. Артель пуçланнă чухнехи пек çипсене сăрлакан цех ӗçлемест кунта, анчах чылай япалана хăйсемех тăваççӗ. Çавăнпа цехӗсем те темиçе: пир тӗртеççӗ, тумсем çӗлеççӗ тата дизайнер-закройщикӗсем те хăйсенех. Алшăллисемпе сӗтел çиттинчен пуçласа чаплă уяв кӗписем таранах çӗлеççӗ кунта. Халăх уявӗсенче ӗçлекен ярмăрккăсенче вӗсен сутуçисене вулакан час-час тӗл пулнă ӗнтӗ, тен, туяннă та.

Елизавета Терентьева пир тӗртекенсен ӗçӗнчи йывăрлăхсем çинчен пытармасăр каласа пачӗ, ырă самантсене те асăнмасăр хăвармарӗ. Тӗслӗхрен, çӗршыври экономика йывăрлăха лекнӗренпе пир тӗртекенсем валли çип туянасси кăткăсланнă. Пир тӗртекенсене вӗрентекен вӗренӳ заведенийӗсем çуккине те асăнчӗ. Фабрикăна ӗçе кӗрӗшекенсем çӗвӗç иккен, пир тӗртме вырăнта вӗрентеççӗ. Чылай производительшӗн хатӗр продукцие ăçта вырнаçтарасси шухăшлаттарать, пир тӗртекенсен умӗнче кун пек ыйту тăмасть. Алексеевскин лавккине пырса туянакансем те пур, «Озон» интернет-лавкка урлă та сутаççӗ, ятарласа заказ паракансем те пур. 

Фабрика 2017 çулта хăйӗн продукцийӗпе Парижа çитнӗ.  Ун чухне çӗршывсен хутшăнăвӗсем лайăх пулнă е Раççейре Франци кунӗсем, е Францире Раççей кунӗсем иртнӗ. 

Çапла Алексеевскинчи пир тӗртекенсен паха продукцийӗ Эйфель башни патне çитнӗ. Елизавета Валериевна сăмахӗсемпе, французсем пур продукцие туххăмрах туянса пӗтернӗ, пӗр-пӗрин аллинчен турта-турта илнӗ.

Раççейре ятарлă заказпа пир тӗрттерекенсем пуррине каларăмăр. Паллах, чи малтанах патшалăх органӗсем пысăк уявсене хатӗрленсе алшăллисем, салфеткăсем, сӗтел çиттисем заказ панисене асăнчӗ директор. Çаплах «Мосфильм» та историллӗ, костюмлă киносем ӳкернӗ чух, «Холоп» комедие тӗслӗхе илсе кăтартрӗ Елизавета Валериевна, Алексеевски ăстисенчен пулăшу ыйтаççӗ. 

Ӗçчен çын ачаран ӗçчен

Алексеевскинчи «Пчелка» 6№ ача сачӗн пурнăçӗпе паллашма кăсăк пулчӗ. 2014 çулта туса лартнă икӗ хутлă çуртра вырнаçнă вăл. Ăна пултаруллă, творчество енчен ывăна пӗлми ӗçлекен Н.А.Тарасова заведующи ертсе пырать. Пӗчӗк шăпăрлансене ӗçе юратма та вӗрентеççӗ, çуралса ӳснӗ çӗрӗн историйӗпе те паллаштараççӗ тата Алексеевски поселокӗнче анлă сарăлнă ӗçсене хăнăхтараççӗ. Паллах, çутçанталăка юратма хăнăхтараççӗ. «Первый раз в агрокласс» проектпа ачасене пахча ӗçне хăнăхтараççӗ. Вăрлăхсене уйăрма та вӗрентеççӗ, çӗр çине  акаканнисем те ачасем хăйсемех.   

Садикре тăван ен музейне те йӗркеленӗ. Паллах, кунта авалтан çынсем усă куракан ӗç хатӗрӗсем çук, апла пулин те кил-çурт таврашӗнчи япаласемпе паллаштарма май тупнă. 

«Ткачики» проект хӗрачасене те, арçын ачасене те интереслӗ. 5-6 çулсенчи ачасем тăрăшсах кавир тӗртеççӗ, мандала ăсталаççӗ. 

Ачасем пурте наци тумӗсем тăхăннине асăрхарăмăр. Надежда Александровна грант укçипе ачасем валли  тутар, вырăс, чăваш тумӗсем çӗленине каласа пачӗ. 

Чан çапакансен фестивалӗ те айккинче юлман – ачасене пӗчӗкрен чан çапма вӗрентеççӗ. Иртнӗ çулла вӗренмелли станок кӳнӗ. 

Çавăн пекех Раççейӗн тата Тутарстанăн йăлана кӗнӗ уявсене те хисеплесе ӳсеççӗ. 

Таврапӗлӳçӗсен музейӗ

Районăн таврапӗлӳçӗсен музейне 1987 çулта В.И.Абрамов тăрăшнипе уçнă. Унтанпа çулсерен экспонатсем йышлансах пыраççӗ. Кама шывӗнчен хăйăр кăларнă чух тухнă мамонт шăммисем те пур, иртнӗ ӗмӗрсенчи кил-çурт хăтлăхне, тум-юма курма май пулчӗ музейре. Граждан вăрçи çинчен калакан тӗле çитсен çеç шуррисемпе çыхăннă экспонатсем сахал пулнине асăрхарӗç пăхакансем. Музей çыннисем кăна Виталий Абрамов экспозицие çапла йӗркеленӗ тесе ăнлантарчӗç. Курмалли-пăхмалли нумай пулчӗ музейре, пуян музей. Чи тӗлӗнтерекенни вара патефон пулчӗ-тӗр. XXI ӗмӗрте патефонран илтӗнекен Клавдия Ивановна Шульженко сассине илтме  питӗ кăмăллă пулчӗ. 

Музейӗн пӗрремӗш хутӗнчи пӳлӗмӗсене паянхи пурнăçпа, Алексеевски поселокӗпе районӗнчен тухнă паллă çынсем çинчен калакан экспонатсем илемлетеççӗ: паллă кино тата театр артисчӗсем, ӳнерçӗсемпе çыравçăсем.

Çакăнтах музей ӗçченӗсем çамрăксене патриотизм воспитанине парассипе те тӗлпулусем ирттереççӗ иккен. Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне вӗренекенсемпе гвоздика чечекӗсене ăсталаса Георгий хăйăвӗпе кăкăр çине çакма брошь пек ăсталанă. Çӗнӗ çул умӗн уяв чăрăшӗ çине çакма ачасемпе пӗрле пуканесем ăсталаççӗ.  

 

Перепечи те

 çитереççӗ

Елена Леушина Удмурт Республикинче çуралса ӳснӗ, удмуртсен наци апатне çисе ӳснӗ тесен тата тӗрӗсрех пулӗ. Çак апата юратнипех хăй те ăна хатӗрлеме пуçланă. «Пӗрремӗш хут Çăварни ăсатнă чух çын çине тухнă», – аса илет вăл халь. Кăмакине те хăйӗн ӳкерчӗкӗпе ăсталанă. Çăварни икерчи пӗçерекенсемпе юнашар тухса тăнă. Уява пынисем перепечисене пит килӗштернӗ, черет тăрса илнӗ çӗнӗ çимӗçе.  Çапла Лена харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулса перепечи пӗçерме пуçланă. Ку ӗçре ăна мăшăрӗ пулăшать. 

Хăйсен кăмакипе мӗнле кăна уява çитмен-ши вӗсем? «Каравонра» та пулнă, Хусанти уявсенче те хаваспах хăналанаççӗ удмуртсен апачӗпе. Леушинсен аслă ывăлӗ Алексеевскинчи чиркӗвӗн вырсарни шкулне çӳрет. Çемьепе чиркӳн хутшăнăвӗсем аван, чиркӳ картишӗнче вӗсен яланхи вырăнӗ. 

Каларăмăр, кăмаки вутăпа ăшăнать. Вуттине Леушинсем хăйсем хатӗрлеççӗ. Вăрмансенче, посадкăсенче хăрăк туратсене, йăваннă йывăçсене татса тирпейлеççӗ. Çутçанталăка та ырă тăваççӗ, хăйсене те усă пулать. 

Турă Амăшӗн Ахтырка турăшӗ тӗлӗнмелле майпа тупăннă

Алексеевски пит пысăк поселок пулмасан та кунта курмалли, тӗлӗнмелли пур, анчах Раççейри (тен, православи тӗнне йышăннă ытти çӗршывсенче те) христиансем Чан çапакансен фестивалӗнчен пӗлеççӗ. Историрен поселокра виçӗ чиркӳ пулни паллă. Анчах вăхăт, самана çилӗ шеллемен вӗсене. 

1995 çулта поселокăн чи çӳллӗ вырăнӗнче чиркӳ çӗкленнӗ. Ăна Алексий митрополит ятне панă. Малтанхи чансене 2003 çулта çакнă, унтанпа чансен шучӗ 11-е çитнӗ. Халӗ тата кӳрсе килнӗ, 14 чан пулӗ храмăн. Чан çапакансен фестивалӗ таçтан аякран пуçтарнă христиансене. Чулхула облаçӗнчи чан çапакан Леонид Лебедев та çапла майпа килнӗ Алексеевскине. Кунти тавралăх та, прихут та, чансен сасси те килӗшнӗ пулӗ ăстана, кӗçех вăл пурăнмах куçса килнӗ. Халӗ храма пыракансене чан çапма вӗрентет. Çак ӗçпе Хусана та çӳрет. 

Хрампа çыхăннă нумай интереслӗ истори каласа пачӗ Любовь Ивановна Абрамова.  Кунти чи сума сăвакан турăш Турă Амăшӗн Ахтырка (Ахтырская) турăшӗ. Вăл тӗлӗнмелле майпа тупăннă иккен. Рыбная Слобода салинче пӗр чухăн хӗрарăм ывăлӗпе пурăннă. Анчах теме пула ывăлӗ чирлесе урасăр пулать. Мӗскӗн хӗрарăм куляннипе нимӗн тăваймасть, Турра çеç кӗлтăваять. Унпа пӗрлех ывăлӗ те Турăран сыватма ыйтать. Тӗлӗкре Турă Амăшӗн Ахтырка турăшӗ сыватассине пӗлсен амăшне ăна илме Алексеевскине кайма ыйтать. Хӗрарăм чăнах турăша тупса килет (чиркӳре пулман вăл ун чухне), ывăлӗ сывалать. Сиплекен турăш Рыбная Слобода салинче чылай çынна сыватнă. Кайран ăна Алексеевски храмне лартнă. Халӗ те Турă Амăшӗн Ахтырка турăшӗн кунӗ тӗлне турăша (хăйнех мар, унăн списокне) Рыбная Слободана илсе кайса килеççӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество