Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей АМОСОВ: «ӖÇЛЕСРЕН ХĂРАМАСТПĂР, САМАНИ КĂНА ТИКӖС ТĂТĂР»

​Районта пӗрремӗш çемье ферми йӗркеленӗ çамрăкăн тăрăшулăхне пуçлăхсем те асăрханă

Çӗнӗ Йӗлмел каччин Алексей Амосовăн 2007 çулта Чăваш патшалăх университечӗн экономика факультетне пӗтернӗ хыççăн таçта кайса ӗçлеме те май пулнă. Ульяновск хулинче те аван ӗç сӗннӗ ăна, анчах вăл хут ӗçӗ манăн мар тесе тăван килӗнчен тухса кайма шутламан.

Алексейӗн ашшӗпе амăшӗ – ӗç çыннисем, ялта вӗсене хисеплеççӗ. Николай Александрович – инженер-механик, нумай çул Çӗпрел районӗнчи «Сельхозхими» пӗрлешӗве ертсе пынă. Амăшӗ вара, Галина Александровна, ӗмӗр тăршшӗпе ялти шкулта математика вӗрентсе тивӗçлӗ канăва тухнă, нумай çул завуч пулнă. Вӗсем тӗп ӗçне пăрахсан та килте ахаль ларас темен, колхозри хăйсен çӗр пайӗсене хăйсемех ӗçлесе тăрса тыр-пул тата утă туса илнӗ. Ун валли техника та туяннă. Килте виçӗ ӗне те вунă вăкăр тытнă. Çавăнпа та ывăлӗ диплом илсе таврăнсан çемьепе ларса канашланă та ăна малалла çӗрпе ӗçлеме, хăйсен ӗçне аталантарма сӗннӗ, пулăшса пыма шантарнă. Çапла çамрăк специалист​ Çӗнӗ Йӗлмел тата Çӗнӗ Чукал çыннисен хирти çӗр пайӗсене илнӗ, хăйӗн ӗçне уçма шутланă. Çапла вара 2008 çулта районта çӗнӗ хресченпе фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ – «А.Н.Амосовăн хресченпе фермер хуçалăхӗ».

Мăшăрпа пӗрле
Малалла аталанса вăл 2010 çулта районта пӗрремӗш çемье ферми туса хурать, сăвăнакан ӗнесем, пăрусем туянать. Авланнă хыççăн çемье ӗçне ун мăшăрӗ Татьяна Витальевна та кӳлӗнет. Вара ку чăннипех çемье ферми пулса тăрать.
Çамрăк фермер тăрăшулăхне пысăк пуçлăхсем те асăрхамасăр хăварман. 2013 çулта ун чухнехи район пуçлăхӗ А.В.Шадриков хастар та çӗкленсе пыракан фермера 4 километрта вырнаçнă Кивӗ Йӗлмелӗнчи çуннă тата юхăнса ларакан фермăсене юсаса çӗнетме сӗнет. Алексей Николаевич килӗшет, йывăр пулӗ тесе шикленсе, турткаланса тăмасть. Унта халӗ Амосовсем 205 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççӗ, вӗсенчен 106-шӗ сăвăнакан ӗне тата пушмак пăру. Пушмак пăрусем декабрьте пăруламалла ӗнтӗ, вӗсене те сума тытăнмалла пулать.

Кунта ӗçкӗпе алхасакан çук
Паян А.Амосов фермерăн пӗтӗмӗшле 500 гектара яхăн çӗр. Тата 600-700 гектар илме тӗллев пур-ха унăн. Вӗсене ӗçлесе тăма техника​ çителӗклӗ. Маларах 45 гектар таранччен çӗрулми, çаплах кукуруза та акнă, халӗ вара ытларах тулă, урпа тата тӗрлӗ курăк акса илет.
– Паян хуçалăхра 14 çын ӗçлет (вӗсенчен çиччӗшӗ Кивӗ Йӗлмелӗнчен), вӗсен ӗç укçи 18 пинрен кая мар. Çураки тата тырçи вăхăтӗнче 40-шер пин тенкӗ тӳлетӗп. Мускава стройкăна çӳрекен миçе çын унти ӗçне пăрахса килсе ман пата ӗçе кӗчӗ ӗнтӗ – халь вӗсем килте пурăнсах укçа ӗçлесе илме пултарнăшăн савăнаççӗ. Тӳрех калатăп, ӗçкӗ-çикӗпе никам та иртӗхмест. Вӗсем ăнланаççӗ: кунтан тухса кайсан ялта ун пек аван шалуллă ӗç тупаймастăн. Çавăнпа çирӗп йӗркене пăхăнаççӗ. Эп вӗсене малтанах каласа хунă: ӗçкӗ-çикӗ ыйтăвӗпе тарăхам мар, ман ытти ыйтусем те нумай. Халӗ сывлăх пулсан укçа ӗçлесе илме пулать, наян кăна ан пул, ӗçкӗ-çикӗпе кăна ан иртӗх. Пайщиксене вара çулталăк вӗçӗнче тырă паратăп, вӗсем те кăмăллă юлаççӗ, – каласа парать Алексей Николаевич.

Эпир мар-тăк, кам?
Производствăра пысăк çитӗнӳсем тунипе пӗрлех Алексей Николаевич ыр кăмăллăх çинчен те манса каймасть. Ял çыннисем ăна уншăн тав тăваççӗ.
– Ял çыннисене пулăшма яланах хатӗр эпӗ, нимле ыйту та çук. Сахал мар пулăшнă тата пулăшма вăй-хал çиттӗр. Яла кӗрекен асфальт çултан хамăр кил патнелле бетон плитасем сартăм. Унпа паян пурте çӳреççӗ, усă курччăр, эпӗ савăнатăп. Хӗлле çулсене юртан тасатса тăратăп. Маларах чиркӳ патӗнчи çырма урлă каçма çăмăл марччӗ, вилнӗ çынсене чиркӳрен илсе тухсан çакăнтан каçма йывăрччӗ, уйрăмах начар çанталăкра. Çакăнта çӗнӗ кӗпер тума пӗтӗм материалне туянса патăм, строительсене те укçа хамах тӳлерӗм. Çаплах тăтăшах вăтам шкула, садике пулăшатăп. Унта хамăр ачасемех вӗренеççӗ вӗт. Ачасене яланах пулăшмалла, вӗсем нимшӗн те айăплă мар, вӗсен ачалăхӗ телейлӗ пултăр.
Шкул валли хăçан çӗрулми кирлӗ, хăçан вăрлăх кирлӗ – манран чару çук, паратăп. Нумаях пулмасть шкулăн банкăсем çук терӗç, мӗн калаçса тăмалли ку вак-тӗвекшӗн, туянса патăм. Сахăр песокӗпе те тивӗçтеретӗп. Эпир те, фермерсем, пулăшу аллине тăсмасан ял халăхне, шкула кам пулăштăр? Вӗсене ырă тунипе çука юлмастăп, ял çыннисен тав сăмахӗ маншăн темрен те хаклă, – тет вăл.
Вăл кăна та мар, «Кивӗ Çӗпрел – Çӗнӗ Чукал»​ çултан Çӗнӗ Йӗлмелне кӗрекен çула юсассине те хăй çине илнӗ вăл – унăн ӗçӗ мар пулсан та. Яла кӗрекен çул çинчи асфальта пысăк КамАЗсем тустараççӗ, фермер вара юсаса тăрать. Нумаях пулмасть кăна вăл Çӗнӗ Йӗлмел ялне кӗрес умӗн стела лартма укçа уйăрнă. Çав укçапах Çӗнӗ Чукал валли те стела туса хатӗрленӗ.

Атте-анне ятне ярас марччӗ
Паллах, пӗччен мар Алексей Николаевич. Ун çумӗнче пурнăç чылай курнă, нумай опытлă ашшӗпе амăшӗ. Ашшӗ те яланах ӗçлӗ, кунӗпе тӗрлӗ техникăна улăштарса çӳрет. Сăмахран, ирхи сăвăм хыççăн çичӗ сехетре сӗт леçме каять, саккăра каялла таврăнать. Кăнтăр çитсен вара хирте ӗçлекен механизаторсене апат çитерме каять. Унтан выльăхсем валли хиртен курăк илсе килет.
– Атте районта та, ялта та ятлă-сумлă çын. Унăн ертӳçӗ опычӗ пысăк, малтанхи вăхăтра мана та хут ӗçӗнче нумай пулăшса, вӗрентсе пычӗ. Паян та вăл ман пӗрремӗш канашçă. Атте-анне ятне ярас марччӗ. Ӗçлесрен хăрамастпăр, самани кăна тикӗс тăтăр, ачасем валли янкăр тӳпе пултăр, – тет пысăк ӗмӗтлӗ 35 çулти фермер.
Амосовсен хăйсен те икӗ хӗр ӳсет: 13 çулхи Диана тата 5-ри Алиса.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев