Алена Аксупин калавĕсем йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентеççĕ
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле тесе ваттисем ахальтен каламан пулмалла. Кашнин пурнăçӗ хăйне евӗрлӗ кино, мӗнле кăна йывăрлăх сиксе тухмасть, мӗнле кăна ыйту татса пама тивмест пурнăçра. Çак йывăрлăхсене çӗнтерсе пурнăç çулӗпе малалла талпăнма вӗрентеççӗ Алена Аксупин «Пилеш куççулӗ» ятлă черетлӗ кӗнекинчи сăнарсем.
Кам-ха вăл Алена Аксупи? Елена Геннадиевна Алексеева — Раççей Федерацийӗн тата Чăваш Республикин Писательсен союзӗсен пайташӗ. Пултаруллă журналист, çыравçă. «Канаш» хаçат редакторӗн çумӗ, пай пуçлăхӗ. Ульяновскри «Шевле» литература ушкăнӗнче, «Ниме» чăваш культура центрӗнче те вăй хурать.
Çакăн чухлӗ ӗç çинче Елена Геннадиевна калавсем çырса кӗнеке кăларма та вăхăт тупать. Паянхи куна вăл пилӗк кӗнеке авторӗ.
Алена Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Селивановсен çемйинче çуралса ӳснӗ. Селивановсен туслă çемйинче чи асли пулнăран ачаран питӗ тăрăшуллă, яваплă пулнă. Мӗн пӗчӗкрен Геннадий Николаевичпа Валентина Степановнăна савăнтарса кăна пынă.
Шкул пӗтерсен Шупашкарти И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче вӗренсе журналист тата чăваш филологӗн профессине алла илнӗ. Вӗреннӗ вăхăтрах виçӗ çул хушши Чăваш радио станцийӗнче ӗçленӗ. Диплом илсен Ульяновск хулинче тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине ӗçе вырнаçать. Çак хаçатра 29 çул хушши, паян кунччен, пай пуçлăхӗ пулса вăй хурать. Елена Геннадиевнăн Ульяновск облаçӗнче çитсе курман ял е организаци те юлман пулӗ. Ыр кăмăллă, калаçма юратакан, яланах хавас кăмăллă пулнипе Аленăн питӗ нумай тус-юлташ, пӗлӗшсем. Çавăнпа августăн 1-мӗшӗнче Беловкăри ял клубӗнче иртнӗ хăтлавра халăх йышлăччӗ — Аксупа Нурлат районӗсенчи тăванӗсемпе тус-тантăшӗсем, ял халăхӗ, пӗр класра вӗреннӗ юлташӗсем... Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Николаевна Чентаева, Тӗп çар округӗн инспекторӗ Анатолий Петрович Молоствов генерал-майор та хутшăнчӗç хăтлава.
Мероприятие Беловкăри пуçламăш шкул вӗрентекенӗ Елена Кожеманова хатӗрлесе ертсе пычӗ. Елена Васильевна çыравçăн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Вӗсем Аленăпа мӗн пӗчӗкрен пӗрле выляса ӳснӗ, халӗ те тачă çыхăну тытса тăраççӗ. Эппин Елена Васильевна пек тус-тантăшӗ çинчен туллин, пурне те ăнланмалла каласа пама тата кам пултарӗ? Паллах никам та...
Мана та автор хăйӗн тусӗ вырăнне хурса хисеплени, кашни кӗнекине чи малтан парнелени пит савăнтарать. Çавăнпах-тăр, кӗнекепе паллаштарма мана шанчӗç. Тăрăшни сая каймарӗ пулмалла — мероприяти вăхăтӗнчех телефон çине кӗнекене ăçтан илме пулать текен SMSсем килме пуçларӗç. Вулама юратакансене çак ыйту канăç памасть иккен.
Елена Геннадиевна яланах хăйӗн ӗçне чунтан парăнса, тăрăшса пурнăçлать. Хăй каласа панă тăрăх, вăл ахаль çӗр ӗçченӗсенчен пуçласа фермерсемпе бизнесменсем, тӗрлӗ предприяти ертӳçисемпе шкул директорӗсемпе час-часах тӗл пулать, облаçра чăвашсен хушшинче иртекен мероприятисем çинчен çырсах тăрать. Калаври сюжетсене те çак тӗлпулусенче тупать. Кашни калавăн сăнарне чăн пурнăçран илет иккен.
Автор кӗнекене мӗнлерех хатӗрлени çинчен каласа пӗтернӗ хыççăн саламсем пуçланчӗç.
«Елена Геннадиевна, тавтапуç сире, пирӗн районта чӑваш çыравçи пурришӗн питӗ савӑнатпӑр. Тӑван чӗлхепе кӗнеке вулама питӗ кӑмӑллӑ, кӗнекӗрсем сирӗн питӗ çӑмӑллăн вуланаççӗ. Хамăр хушăрах чӑваш çыравçи пурри питӗ мӑнаçлантарать пире. Мӗншӗн тесен паян çамрӑксен пурин те тенӗ пекех вырӑс пуласси килет. Ват çынсем те хăйсене мӑнукӗсем «бабуля, дедуля» тесе чӗннине юратарах параççӗ, çакă питӗ кӑмӑллӑ мар. Эпир, чӑн чӑвашсем, мӑнуксене тӑван чӗлхене парса хăвармасан, чăвашла калаçтармасан кам калаçтарӗ? Çӗр çинчи ытти халӑхсене кирлӗ мар çакă. Тавтапуç сире, Елена Геннадиевна, чаплӑ презентацишӗн», — тесе саламларӗ Роза Чентаева хăйне тăван чӗлхе аталанăвӗ пăшăрхантарнине те пӗлтерсе.
Авторăн пултарулăхӗнче ашшӗпе амăшӗн те тӳпи пысăк пулнине палăртса Анатолий Молоствов генерал-майор салам сăмахне: «Лайăх пахчара лайăх çимӗç ӳсет. Ырлăхра ӳснӗ, тăрăшуллă хӗрачана çӳлти Турă талант парнеленӗ», — тесе пуçларӗ. Кӗнекене, нумайăшӗ палăртса хăварнă пек, вулама çăмăл пулнине, малашне те çӗнӗрен çӗнӗ кӗнекесем кăларса тăван халăхра чăвашлăха çӗклеме сывлăх, вăй-хăват сунчӗ. Çакăн пек хăтлавсене ачасене чăваш кӗнекисене вулас ӗçе явăçтарас тӗллевпе чăваш шкулӗсенче ирттерме сӗнчӗ.
«Хамăр ял» тата «Шурă çăл» ушкăнсем, Сергей Уланов ентеш-çыравçа юрăсемпе саламларӗç.
«Кӗнеке хăтлавӗ питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ. Тавтапуç унӑн пуçаруçисене: Елена Васильевна Кожемановăпа Татьяна Ивановна Бульбовăна, Тамара Леонтьевна Андреевăпа Евгения Ивановна Кожемановăна çӳллӗ шайра йӗркеленӗ хӑтлавшӑн. Тайма пуç хаклӑ хӑнасене! Эсир килнишӗн питӗ савӑнтӑм», — чунтан савăннине пытармасăр тав турӗ çыравçă.
Хăтлав вӗçленсен пуçтарăннă хăнасем пурте пӗрле тутлă хуплупа сăйланчӗç, çӗнӗ пылпа техӗмлӗ чей ӗçрӗç.
Татьяна БУЛЬБОВА.
Аксу районӗ,
Беловка.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев